Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Удмурт ӑҫчахӗ тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.09.2019 17:11 | 2387 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Альберт Разин
Альберт Разин

Удмурт Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ. Альберт Разин ӑсчах хӑйӗн тӑван чӗлхине хӳтӗлесе пӗчченле пикета тухса тӑнӑ. Кӑшт каярахпа вара вӑл хӑйне чӗртсе янӑ. Вырӑнта пулнӑ ҫынсем ҫулӑма тӳрех сӳнтереймен. Вунӑ минутран ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫеҫ ӑна сӳнтерме пултарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑсчаха пульницӑна леҫнӗ. Хӑйне ҫунтарса янӑ ӑсчах сывалайман, пулницӑра вилсе кайнӑ.

Альберт Разин — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Удмуртин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 79 ҫулта пулнӑ. Удмурт чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ, «Удмурт Кенеш» наци юхӑмӗн ӗҫне хутшӑннӑ.

Ку пӑтӑрмах пирки каланӑ чухне влаҫрисем республикӑра чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑру йӗркеллех тесе пӗлтернӗ, ӑсчахӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтавсем пулман имӗш.

#пӑтӑрмахсем, #Удмурти, #кӳршӗре, #политика, #удмурт чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4996.5.1748
2019.09.10 19:40
Agabazar
Ку япала влаҫри ҫынсене самаях пысӑк нушана кӗртсе ӳкерет.
Ахаль ҫын ҫеҫ мар вӗт!
Сумлӑ ватӑ! Философи ӑславӗсен кандидачӗ! Ахаль ҫын ҫеҫ пулнӑ пулсан, "ухмаха ернӗ" тенӗ пулӗччӗҫ те, ҫавӑнпа сӑмаха вӗҫлеме те пулатчӗ. Кунта апла каланипе ҫеҫ ҫырлахаймастӑн.
Ку ҫын пуҫ хунӑ май унӑн тӑванӗсемпе пӗрле хурланас пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем