Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Ҫул юсанине Элтепер хушнипе тӗрӗсленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.09.2019 10:30 | 1569 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенче ҫул-йӗр юсанине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пахаланӑ. Тӗрӗслеве ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин тата «Чӑвашупрдор» хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкар районӗнче «Кӳкеҫ - Иккасси - Колешша», Вӑрнар районӗнче «Шӑхасан - Нурӑс» ҫулсене епле юсанине хакланӑ. Ик ҫӗрте те «ВолгаДорСтрой» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи объекта ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юсама тытӑннӑ. Контракт хакӗ — 136,6 млн тенкӗ. Ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Вӑрнар районӗнчи юсав хакӗ — 323,5 млн тенкӗ. Ҫула ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче юсама пуҫланӑ та чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗҫлемелле. Палӑртнине подряд организацийӗ вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.

#ҫул-йӗр, #Элтепер, #Шупашкар районӗ, #Вӑрнар районӗ, #тӗрӗслевсем, #Шӑхасан, #Нурӑс, #Иккасси, #Колешша, #Кӳкеҫ, #юсав, #Транспорт министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем