Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку пукана Волгоград облаҫӗнчи ШӖМ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен службин генерал-майорӗ Виктор Шметков йышӑннӑ.
Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ҫӗнӗ министрпа республикӑн ШӖМ коллективне РФ шалти ӗҫсен министрӗн статс-секретарӗ – министр ҫумӗ Игорь Зубов паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин ҫӗнӗ ертӳҫипе курнӑҫма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, республикӑн право тытӑмӗн ытти органӗсен ертӳҫисем те кайнӑ.
Паян вара ҫӗнӗ министрпа Чӑваш Енри тӳре-шарана паллаштарнӑ. Виктор Шметков влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен иртекен канашлӑва хутшӑннӑ. Унпа Михаил Игнатьев Элтепер паллаштарнӑ.
Виктор Анатольевич Шметков 1963 ҫулта Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта унти пулӑ хуҫалӑхӗн техника институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1996 ҫулта – Раҫҫей ШӖМӗн управлени академине.