Иртнӗ эрнере кӑна Чӑваш Енре шӑрӑхчӗ. Паян вара – чӑн-чӑн кӗркунне. Ку кӑна мар-ха, синоптиксем юр ҫума пултарасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вырсарникун ҫӗрле юр ҫума пултарӗ, вӑл ҫӗр ҫинче пӗр вӑхӑт выртӗ. Уйрӑмах ку тинӗс шайӗнчен 100 метр ҫӳлерех вырнаҫнӑ ял-хуласене пырса тивет. Ку шута Шупашкар та кӗрет.
Ҫӗрлесерен 0 градус ҫеҫ пулӗ, кӑнтӑрла та ӑшах мар. Ҫитменнине, ҫил самай вӑйлӑ вӗрӗ.
Ытларикунран пуҫласа 5 градус таранах сивӗтӗ, кӑнтӑрла 2-7 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Эрнекун каллех ҫӗр ҫийӗн юр ларма пултарать.