Чӑваш Енре тӳре-шара шучӗ сахалланнӑ тесе ӗнентерет ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ.
2010 ҫултан пуҫласа пирӗн республикӑри служащисен йыш 401 ҫын таран чакнӑ иккен.
Регионта пурӑнакан 1000 ҫын пуҫне пирӗн тӑрӑхра 1,12 тӳре-шара тивет. Ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗн Атӑлҫи округӗсенчи чи пӗчӗк цифрӑсенчен пӗри-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах опытлӑ тӳре-шара шучӗ ӳснине палӑртаҫҫӗ. 10 тата унран ытларах стажлисем хисепӗ 2015 ҫулта 8,4 процент пулнӑ пулсан, хале вӗсен йышӗ 50 процента ҫитнӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче ҫакна тӳре-шарана профессионализма тӗпе хурса суйланипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Сӑмах май, пирӗн ҫӗршывра килес ҫултан пуҫласа тӳре-шара йышне чакарма йышӑннӑ. Федерацин ӗҫ тӑвакансен органӗсенче — 10%, территори органӗсенче — 5%. 2021 ҫул тӗлне федерацин влаҫ органӗсенчи тӳре-шара йышне 15% чакарасшӑн.