Чӑваш Енре пурӑнакансен 70,6 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫипуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Росстат. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен ҫак кӑтартупа Раҫҫейре иккӗмӗш йӗркере. Пирӗн тӑрӑхринчен начартарах пурӑнакансем — Ингушетинче. Унта халӑхӑн 78,8 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫи-пуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать.
Чылай вӑхӑт усӑ курмалли тавар (компьютер, холодильник, кӗпе ҫумалли машина, сӗтел-пукан тата ытти) туянма укҫа ҫитмен ҫемьесен йышӗ кӑҫал пирӗн ҫӗршывра пӗлтӗрхинчен нумайланнӑ. Иккӗмӗш кварталта Раҫҫейри ҫемьесенчен 49,4 проценчӗ ҫав йыша кӗнӗ. Унчченхи ҫулхи ҫав тапхӑртинчен ҫак хисеп 0,6 процент нумайланнӑ. Канма каясси, пурнӑҫри ытти ырлӑхпа усӑ курасси пирки ҫав ҫемьесен ӗмӗтленесси ҫеҫ юлать.