Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 26.12.2019 18:33 | 2188 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне уҫнӑ. Ӑна Константин Иванов чӑваш поэчӗн скверӗнче вырнаҫтарнӑ.

Палӑка Шупашкар хулинчи тӳре-шара паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл унччен крепоҫ пулнӑ вырӑнта ларать.

Палӑка уҫма Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, унӑн ҫумӗ Алла Салаева, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава, Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультечӗн деканӗ Олег Широков хутшӑннӑ. Декан палӑка Шупашкарта вырнаҫтарни тӗрӗс, 1555 ҫулта вырӑс патши хушнипе кунта крепоҫ тунӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл Хаяр Йӑван хӑватлӑ империе йӗркеенине, Мускав патшалӑхе анӑҫ енне сарнине ырласа сӑмах каланӑ.

Улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ пулнӑччӗ. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине пӗлтернӗччӗ.

#Улатӑр, #палӑксем, #Шупашкар, #ЧПУ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/30345502.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3283.57.6815
2019.12.28 12:22
Agabazar
Ку коомментарие юри, Микула çырни чаршав хыçнелле вирхĕнтĕр тесе, хăваратăп.
Вулакан // 2387.11.4182
2019.12.28 14:17
Аҫтахар, мӗншӗн комментарийӗсем пытаннӑ? Ку техникӑллӑ проблема-и?
Микула // 9259.3.8429
2019.12.28 15:48
Сан пек ҫурмалла калама хӑнӑхман пулсан та Акапасар ан мешетле. Ача сачӗсепе урӑх майлӑ киревсӗрсене палӑк лартакннисемпе тата урӑх майлӑ теме ҫук. Системи пӗрре,системин чирӗ те пӗрре,ытти халӑхсене тӑшман вырӑнне хуни. Палӑкӗ республикӑра мӗн пулса иртнине кӑтартуллӑ тата ытарлӑ кӑтартса парать. Камсем хуҫа пулнине палӑртать . Путвалта Сурхири ирттерсен ҫапла ҫав... ӑссем те унтан ҫӳлерех каймаҫҫӗ.
Agabazar // 3283.57.6815
2019.12.28 15:53
Agabazar
Ниччава, санăн ку комментарийÿ те, вăхăт çитсен, каллех чаршав хыçнелле вирхĕнет.
Микула // 9259.3.8429
2019.12.28 16:14
Тимлӗрех итлӗр,сӑнӑр чӑвашсем пирӗн национальный текен элита хусканӑвӗ ҫине. Халӑх вӑйне мӗнле майпа лӑплантарса путарса лартнине. Шухӗшӗ тата хушӑвӗ пӗрре анчах пулмалла Республикӑра,обществӑлла вырӑнсенче ун валли ҫӗр пулмалла мар .Унтан каялла чакмалла мар.
Чӑваш элити валли экзамен .Вариантсем - 1) пӗртте шарламалла мар 2) ҫиелтен кӑна, ячӗшӗн, пурне те харӑс юраса виҫӗ сӑмах каламалла 3) мускавранах хушнӑ пулсан имперский патриотизм лаши ҫине ларса хӑйсем валли карьера тумалла 4) ним тума аптранипе пӗрне пӗрри хурлама тытӑнмалла,глобализм темелле 5)мансах кайнӑ чи чаплӑ наянсен аргументне ҫӳлтен каланӑ пек, каллех явапне ашшӗ-амӑшӗ ҫине тиемелле.
Пулкар // 1430.80.0569
2019.12.28 17:18
аджабазар ты эт , базар рифмуй! Хӑва чаршав хыçнелле ан вирхĕн.
2019.12.28 19:52
Аçтахар Плотников
«Аҫтахар, мӗншӗн комментарийӗсем пытаннӑ? Ку техникӑллӑ проблема-и?» — техника йывӑрлӑхӗ мар, сайтӑн уйрӑмлӑхӗ темелле. Сайра хутра хыпарсем айне 10 ытла комментари ҫыраҫҫӗ. Вӗсем ҫухалман, курӑнмаҫҫӗ ҫеҫ.
//Акапасара, ак, ятарласа чӑрмав кӳрет тесе, комментари ҫырма чарса хурӑп.
Agabazar // 3283.57.6815
2019.12.28 20:47
Agabazar
Пулкар // 1430.80.0569 2019-12-28 17:18 аджабазар ты эт , базар рифмуй! Хӑва чаршав хыçнелле ан вирхĕн.

Пурте вирхĕнеççĕ, никама та суйласа хăвармаççĕ.

Е хăвна, унталла катертмесĕр, суйласа хăварасса кĕтетĕн?
Пулкар // 1454.60.7434
2019.12.29 14:33
вирхӗнтермеллех пулать ку тутара сутӑннӑ тӑманана!
Agabazar // 2984.79.9808
2019.12.29 21:21
Agabazar
Тутарсем сана мӗн тунӑ?
Хаяр Иван палӑкне лартнисем те тутарсем мар. Е тутарсемпе "кӗрешни" саншӑн усӑллӑ тесе шутлатӑн?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем