Пӗлтӗр Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни пирки пӗлернӗччӗ. Анчах ку чылай ҫынна килӗшмест-мӗн. Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗнеҫҫӗ.
«Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Тутарстанра тата Пушкартстанра 200 пин ытла чӑваш пурӑнать. Ку факт ҫак республикӑсенчи чӑваш халӑхӗ патне лайӑх мар хутшӑну йӗркелеме пултарать.
Тимӗр Акташ // 9034.9.3268
2020.01.06 16:52 | |
Pg21.ru сайтӗнче усал шовинистлӑ комментарийӗсем чылай. Вуласа тухӑр. Хурав парӑр. | |
Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 14:27 | |
Паллах, унта кайса йĕркеллĕ япаласем çырса хуни аван.
Анчах та йышăнĕç-ши унта пирĕн пек кукшасене? Регистрациленмелле, йĕрксене пăхăнмалла тейĕç... | |
Тимӗр Акташ // 8056-9539
2020.01.08 23:44 | |
Ҫапла, Аgabazar. Апла, кирлӗ-и? Тен, хӑямата! | |
Асамат // 1218-6623
2020.01.10 13:23 | |
Тимӗр Акташ , хутшӑнтӑм. Кремлебот кучӗсене пӗҫертмеллех! | |
Пулкар // 1369.77.1047
2020.01.10 20:13 | |
Унта НОД членӗсем алхасаҫҫӗ. Эпӗ пурне те тивӗҫлӗ сӑмахсемпе "тав" турӑм. | |
Agabazar // 3280.21.1579
2020.01.10 22:06 | |
Кашни форумах, кашни сайтах ĕлкĕрме кансĕр. Вăхăт çитмест.
Прогород патне çитепĕр, Тур пулăшсан. Анчах пĕлсе çырмалла. Шутламалла. |