Ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн черетлӗ пулӑшаканне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тивӗҫе хальхинче Иван Филиппова шаннӑ. Унпа алӑ пуснӑ контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, Иван Филиппов Михаил Игнатьев Элтеперте ӗҫленӗ вӑхӑтра пулӑшуҫӑра тӑрӑшӗ. «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевичӑн пулӑшаканӗсен йышӗ ҫапла вара пиллӗке ҫитнӗ.
Иван Филиппов маларах Рособрнадзорта ӗҫсен тата бюджет процесне йӗркелекен управленире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 2012 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, «стандартизаци тата сертификаци» специальноҫа алла илнӗ. 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн магистратурине вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ — Мускаври патшалӑхӑн облаҫ университечӗн аспиранчӗ.