Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ Надежда Белова Ямал-Ненецк автономи округӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл Шалти политика департаментӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьева пулӑшнӑ чух та вӑл МИХсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Надежда Беловӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пулӑшуҫине ҫирӗплетнӗччӗ. Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑннӑ.