«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк самаях сивӗтет. Палӑртмалла: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн чи ӑшӑ уйӑх пек асра юлма пултарӗ.
Ыран синоптиксем пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пуласса пӗлтереҫҫӗ, 1-3 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 4 градус сивӗ. Вырсарникун та ҫанталӑк ҫавӑн пекех тӑрӗ, кӑштах ҫеҫ сивӗтӗ .
Тунтикун вара ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ валли ҫанталӑк палӑрмалла сивӗтӗ – термометр 16 градус кӑтартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫӗрлесерен 20-25 градус пулӗ.
Юнкун ҫанталӑк «ҫемҫелӗ». Кӗҫнерникунран ҫил-тӑман вӗтерме, юр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ чи сивви пулма пултарӗ.