Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Чӑваш чӗлхи: Яндекс.Тӑлмачра паянтан чӑваш чӗлхи те пур

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.02.2020 17:11 | 2357 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Тинех-тинех-тинех! Яндекс.Переводчикра (чӑв. Яндекс.Тӑлмач) паянтан, 2020-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, чӑвашларан куҫаракан тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Чӑвашларан вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла-тутарла та, чӑвашла-акӑлчанла та, чӑвашла-пӑлхарла та (пӗр сӑмахпа каласан, пур чӗлхепе те) куҫарать вӑл.

Яндекс.Тӑлмач ӗҫлесе кайнинче Чӑваш чӗлхе лабораторийӗн тӳпи пысӑккине кӑмӑлтан палӑртатпӑр. Аса илтерер: иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнче чӑваш чунӗллӗ энтузиастсем ҫине тӑнипе тӗнче тетелӗнче машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Вӑл http://translate.chv.su/ сайтра вырнаҫнӑ.

«Яндекс.Тӑлмача эпир 250 пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрне хатӗрлесе парса. Унтанпа пирӗн пухмач тата та ӳсрӗ. Пирӗн корпусра халь — 270 пин мӑшӑр. Ҫапла май куҫаруҫӑ пахалӑхне тата та лайӑхлатма майсем пур», — тет Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне йӗркелекенӗ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрлекен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫипе» ӗҫлекенсен йышӗ пӗчӗкех мар. Николай Плотниковсӑр пуҫне Чӑваш Енре ҫуралнӑ Александр Антонова — чӑвашла тата вырӑсла текстсене мӑшӑрлакана — асӑнма пулать (вӑл «Яндексри» шырав пайӗн ӗҫченӗ), ҫавӑн пекех сканерланӑ хыҫҫӑн чӑваш тексчӗсене тӳрлетсе пулӑшакансене Светлана Трофимовӑна, Алина Ивановӑна, Эрбина Портновӑна, Оксана Антоновӑна тата ыттисене палӑртмалла. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине хӑш-пӗр авторсем хӑйсем те пулӑшнӑ — сӑмахран, Галина Матвеева, Владислав Николаев хӑйсен тексчӗсене ярса панӑ.

Яндекс.Тӑлмач http://translate.chv.su сайтран аванрах ӗҫленине Николай Плотников пытармасть. Мӗн тӑвӑн, чӗлхе куҫарӑвӗпе Яндекс.Тӑлмачӑн опычӗ самай пысӑк-ҫке. Унта темле чӗлхе те кӗртсе ӗлкӗрнӗ, ҫав шутра — Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхисене те.

Сӑмах май, чӑваш чӗлхине смартфонсем валли хатӗрленӗ Яндекс.Тӑлмач приложенине те кӗртме ӗлкӗртнӗ — ҫапла май эпир хӑвӑр телефонӑрсенче те ытти чӗлхесенче чӑвашла куҫарма тата чӑвашларан ытти чӗлхесене куҫарма пултаратӑр.

#тӗнче тетелӗ, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Александр // 2128.1.1197
2020.02.01 18:57
Александр
Маттурсем! :-)
Алевтина // 7936.5.7910
2020.02.02 00:39
Тав!Савăнар!
Алевтина // 7936.5.7910
2020.02.02 00:43
Тав!Савăнар пурте!
Улатимĕр // 1490.36.1214
2020.02.04 19:27
Маттурсем!!!
Мĕн чухлĕ тар тăкнине, ĕçĕ мĕн тери йывăр иккенне ĕçлекеннисем е кăшт та пулин ку ĕçе явăçнисем çеç пĕлеççĕ...
Турри вăй-хăват патăр сире, ĕмĕтĕрсене çитерме пулăшса пытăр, çирĕп сывлăх патăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем