Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Н.И. Ашмарин тата шкул вӗрентӗвӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ те хутшӑнчӗ. Ҫапла май паллӑ ӑсчахӑн кун-ҫулне тата унӑн эткерне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе академиксем пӗрле тишкерчӗҫ.
Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗпе академин президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пычӗҫ. Вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене хисеп хучӗпе ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та чысларӗ.
Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫтешӗсем, академи пайташӗсем пулчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, пухӑннӑ халӑх умӗнче хӑйсен тӗпчевӗсемпе студентсем те, шкул ачисем те паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Ангелина Яковлевӑпа Мадина Абдуллова хӑйсен тӑван ялӗнче — Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра — Н.И. Ашмарин пухнӑ лексика пирки каласа пачӗҫ. Кӑсӑклӑ докладсен йышӗнче Трак салинчен килнӗ Зинаида Михайловӑнне асӑнма пулать — Н.И.Ашмарин сӑмах кӗнекине тӗпченӗ май вӑл 160 ытла вӑхӑт лексикине тупма пултарнӑ. Унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн ӑсчахсене те кӑсӑклантарса ячӗ: Яковлев Петр Яковлевич (Петӗр Яккусен) пытарса тӑмарӗ, ҫавра сӗтелте итленӗ докладсенче хӑйне валли ҫӗнӗ япала сахал мар илтни пирки пӗлтерчӗ.
Аса илтерер, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхе ӑслӑлӑхне хывакан Н.И. Ашмарин ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул ҫитет.
Микула // 9259.3.8429
2020.02.23 10:40 | |
"Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ " пур, Конгресс та пур, академикӗсем те купи купипех анчах та халӑхшӑн мар пулас вӗсем,наукӑра ҫеҫ тарӑн "йӗр" хварас теҫҫӗ? Пӗтӗмпех тӳнтерле ? Шупашкарта пӗр ача пахчинче те чӑвашла ӳстермелли ушкӑнсем ҫук. ҪУК. Кама валли конгрессӗ,кама валли академикӗсем ? Хӑйсемшӗн кӑна пухӗвӗ ? "Чӑвашла" тени усӑ курмалли меслет кӑна ? | |
Agabazar // 1989.96.7944
2020.02.24 18:35 | |
Ан мĕкĕр, Микула! Пурне те пурпĕрех тĕп тăваймастăн! | |
Agabazar // 2886.82.9470
2020.02.25 06:28 | |
Ашмарин ĕçĕсене тахçанах хакланă.
Халь тин вĕсене хаклам пекки туса лармалла мар. Вĕренес пулать. |