Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Юрий Исаев — 50 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.02.2019 17:50 | 2230 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫавра ҫул тултарнӑ чӗлхеҫӗсен йышӗ паян сахал мар. Сантӑр Савкилта, ҫамрӑк чӗлхеҫӗ 30 ҫул тултарни пирки паян хыпарларӑмӑр ӗнтӗ.Ччӑваш чӗлхин тепӗр тӗпчевҫин те паянхи кун юбилей — вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Николаевич Исаев 50 ҫул тултарчӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак ҫавра ҫула ҫитнӗ ятпа Юрий Николаевича пӗтӗм чун-чӗререн саламлать, малашнехи пурнӑҫ ҫулӗпе тикӗс утса тухма сунать.

Исаев Юрий Николаевич 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхальте ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Нумай ҫул хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи директор пуканне йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ пулма шаннӑччӗ. Анчах, шел те, ку вӑхӑт шӑп та шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентессине хӗснипе тӗл килчӗ те унӑн ҫак пысӑк вырӑна пушатма тиврӗ. Ҫавах та ҫӗнӗ вырӑнта та Юрий Николаевич чӑваш тӗнчишӗн кӗрешме, хамӑр тӑван культурӑна тӗрек пама пӑрахмасть. Пысӑк Тав ӑна ҫакӑншӑн!

#вӗренӳ, #Нӑрваш Шӑхаль, #Патӑрьел районӗ, #вӗренӳ институчӗ, #юбилейсем, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимер Акташ // 3831.63.7566
2019.02.13 23:21
Саламлатпар!
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.14 00:28
ҪУРАЛНӐ КУН ЯЧӖПЕ!
Agabazar // 3184.95.2281
2019.02.14 09:31
Agabazar
Хăйĕн сăмахне Юрий Исаев пĕтĕмпех каламан-ха. Малалла-ха, пурнăç, малалла" (с)
Атнер // 2903.30.7295
2019.02.15 20:47
Тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Патӑрьелтен м ар пуль вӑл.
Микула // 9259.3.8429
2019.02.16 19:08
Ҫуллӑр,ҫуллӑр лайӑхрах. Тен пулӑшӗ хӑшне те пуллин. Ҫынни лайӑх пулӗ ? Пӗрле ерех ӗҫмен,анчах та министӑр пулса, чӑваш чӗлхине аталантарас ӗҫри ӳсӗмӗсем ҫинчен кам калӗ? Шел пулсан та ҫитӗнӳсем унӑн хӑйӗн кӑна пулмалла ? Шупашкар хулинчи чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем туса парайман пулсан мӗнле "кӗрешӳ" пирки калаҫатӑр? Ҫемҫерех пукан вырӑнӗшӗн кӗрешни вӑл пачах урӑх япала. Вӗренӳ институтнче паянхи кун та программа та пособи те хатӗрлемен пулсан, хулара пурӑнакан ачасем валли тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем валли вӑл ҫук пулсан ? Мӗнле тӗрек пирки калаҫатӑр? Саламлама пурте пултаратпӑр. Тӗрӗссине калама вара хӑраса тӑратпӑр. Ҫыннисемпирӗн пурте лайӑх ,анчах та чиновникӗсем пирӗн темшӗн урӑхла ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем