Тӗнчери чи пуян темиҫе ҫын пӗр кунта, тунтикун, 139 миллиард доллар ҫухатнӑ. Коронавирус тӗнче экономикине витӗм кӳрет тесе ҫапла ҫухату тӳснӗ вӗсем. Вӗсем фонд рынокӗнче укҫасӑр юлнӑ. Кун пирки «Новости» Раҫҫей информаци агентстви «Boomberg» агентство хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Финанс рынокне профессилле хутшӑнакансене финанс информацийӗпе тивӗҫтерекен асӑннӑ агентство сӑнанӑ тӑрӑх, кун пек пысӑк ҫухатӑва юлашки ҫулсенче тӳсекен пулман.
LVMH компанийӗсен ушкӑнӗн гендиректорӗ Бернар Арно тата Amazon пуҫлӑхӗ Джефф Безос 4,8 миллиард долларшар ытла пӗтернӗ. Zara хуҫи Амансио Отрега 4 миллиард доллар ҫухатнӑ, Марк Цукерберг — 3,48 миллиард доллар. Ытти миллиардерсем 2,3 миллиардшар доллар ҫухатнӑ.