Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Паллӑ казах поэчӗн кӗнеки чӑвашла кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.03.2020 09:14 | 1770 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.

Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ, унӑн пултарулӑхне пӗтӗм тӗнче пӗлекен Олжас Сулейменов, Андрей Вознесенский поэтсем тата ыттисем те пысӑк хак панӑ.

Жан Бахытӑн сӑввисем чӑвашла халиччен пичетленмен.

Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парне. Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ.

Валери Туркайӑн хӑйӗн кӗнекисем вара нумаях пулмасть Минскра (белорусла) тата Белградра (сербла) пичетленнӗ.

#пултарулӑх, #культура, #казах чӗлхи, #чӑваш чӗлхи, #кӗнекесем, #Казахстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

туркил // 1555.73.7502
2020.03.21 09:35
ХӑйӑрЛӐ, ТИМӖРлӗ. йывӑҫЛӐ сехет ...
Намӑс!
Валери Туркай // 2629.00.1315
2020.03.21 11:44
О! "Туркил" вилӗмрен чӗрӗлнӗ! Сенсаци!
Сана хӑш ял масарне пытарнӑччӗ-ха?
Чыс та мухтав "туркилсене" - вӗсем мана вӑйлӑрах пулма, нумайрах ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ! Вилсен те ан вилччӗр вӗсем!
Валери ТУРКАЙ - в и л ӗ м с ӗ р Валери ТУРКАЙ.
Кукку // 3000.76.3861
2020.03.21 18:47
Туркай, эс, ачам, чăнах та намăсна çухатнă иккен. Тепĕр тĕнчери çын, чăн-чăн сăвăç (графоман пулман хăшĕ-пĕри пек) пирки çапла калама юрать-и вара? "Хăйăр сехет" теççĕ... Е "хăйăр сехечĕ".
Agabazar // 3931.19.9289
2020.03.22 09:59
Agabazar
Шел, Анатолий Смолин сăвăç, ытларах шăпах куçаруçă пултарулăхĕпе палăрнăскер, ытла та ир вилчĕ.

Чăвашларан вырăсла куçарма уйрăмах маçтăрччĕ.

Паллах, ун ячĕпе çыхăннă ытти кăсăклă самантсем те пур ĕнтĕ.

Çавăн пекех Авенир Петровский, Вячеслав Тимуков, Иван Кадкин, Ипполит Агаков, Кирилл Кириллов тата ыттисем те иртерех çĕре кĕчĕç. Кань сунар!
Agabazar // 3931.19.9289
2020.03.22 09:59
Agabazar
Шел, Анатолий Смолин сăвăç, ытларах шăпах куçаруçă пултарулăхĕпе палăрнăскер, ытла та ир вилчĕ.

Чăвашларан вырăсла куçарма уйрăмах маçтăрччĕ.

Паллах, ун ячĕпе çыхăннă ытти кăсăклă самантсем те пур ĕнтĕ.

Çавăн пекех Авенир Петровский, Вячеслав Тимуков, Иван Кадкин, Ипполит Агаков, Кирилл Кириллов тата ыттисем те иртерех çĕре кĕчĕç. Кань сунар!
Agabazar // 3931.19.9289
2020.03.22 10:13
Agabazar
Хăйăрлă сехет тенинче ним хăрушши те çук.

Унта вăхăта палăртакан элемент чăнах та пĕтĕмпех хăйăртан тăрать.
Валери Туркай // 2280.58.3035
2020.03.22 11:06
Салам пурне те!
Акапасар, эс аса илнӗ маттур чӑвашсем "иртерех" мар, ытла та ир кайрӗҫ! Питӗ шел!
Смолин, чӑнах та, куҫару ӗҫӗн пысӑк ӑстиччӗ, чӑвашларан вырӑсла уйрӑмах лайӑх куҫаратчӗ. Эп, сӑмахран, чӑвашларан вырӑсла куҫараймастӑп. Сӑвӑсем те ҫыраймастӑп. Ман пуянлӑхӑм - Чӑваш Чӗлхи, тӗнчери чи илемлӗ те пуян чӗлхе!
"Туркил" сӑмахпа Толя, паллах, кӑлӑхах вылянчӗ. Кайран, вилес умӗн (эп ун патӗнче, больницара, вӑл куҫне яланлӑхах хупиччен 4 кун маларах пултӑм, телефонпа унпа тата 2 кунран калаҫрӑм) вӑл хӑй те ҫакна йышӑнчӗ.
...Мӗн пулнӑ - ҫав пулнӑ...
Темле йӗксӗк пулсан та, тек "Туркил" суя ятпа усӑ ан курӑр! Асӑрхаттаратӑп!
Валери Туркай
Agabazar // 1988.72.8278
2020.03.25 01:04
Agabazar
Николай Исмуков сӑввисене чӑвашларан вырӑсла куҫарине астӑватап. Ку ӗнтӗ леш Анатолий Смолин пирки калатӑп.
Куҫарас тӗлӗшпе-ха ку.
Ну хӑй ҫырнисене илес пулсан, вӑтам шайра теме пулатчӗ пуль.
Пулать вӑл пурнӑҫра ҫавӑн пек: куҫарусем чаплӑ, хӑй ҫырнисем аплах мар....
Валери Тургай // 3485.64.6245
2020.03.26 05:52
Чи пултаруллӑ куҫаруҫӑ пирӗн Аристарх Иванович Дмитриев пулса (тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!). "Сӗве Атӑла юхса кӗрет", "Улӑп"... - куҫару ӗҫӗн шедеврӗсем!
Agabazar // 1642.29.6790
2020.03.26 15:53
Agabazar
"Улăп" куçарăвне хатĕрленĕшĕн Аристарх Дмитриев Патшалăх (ЧР) премине тата премин лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Вăл юлашки çулĕсенче ытларах "Ялав" журнал редакцийĕнче ĕçлесе пурăннă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем