Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов тата вырӑнти «Подснежник» (чӑвашла ку сӑмах «Ҫеҫпӗл» тесе куҫать) вырӑнти телеканал тӗпелӗнче пулнӑ. Ансамбле Татьяна Каримова ертсе пырать. Кун пирки автономи Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Аякри йӑхташӑмӑрсем «Прима СТС» телеканал тӗпелӗнче ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пулнӑ.
«Прима» телеканал патшалӑхӑн мар. Вӑл 1991 ҫулхи уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ӗҫлет. 1999 ҫултанпа «Прима» СТС телеканалӑн программисене самай ретрансляциленӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑл хӑйӗн программисене йӗркелеме тытӑннӑ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов тата чӑваш ансамблӗ хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Agabazar // 1988.72.8278
2020.03.24 11:02 | |
Хамӑр ял // 3928.27.6418
2020.03.24 19:16 | |
Чӑваш ансамблӗн хӗрарӑмсене хитререх пушмаксем е атӑсем кирлех. |
Чăвашларан вырăсла е вырăсларан чăвашла?