Чӑваш Енри пӗчӗк ялсене те интернет ҫитӗ. Ҫӗршыври пӗчӗк ялсене тӗнче тетелне тухмашкӑн май туса парассипе ҫыхӑннӑ пуҫару пирки «Парламентская газета» хаҫат пӗлтерет.
Маларах та ҫапларах йышӑну тунӑччӗ. Ҫавна май пирӗн тӑрӑхри чылай яла телефон тата интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗччӗ. Анчах ун чухне тӗнче тетелне килсерен тухма 500 ҫынран ытларах пурӑнакан ялсене ҫеҫ май туса панӑччӗ, 250-500 ҫынлисене – Wi-Fi урлӑ.
Ҫӗршыв Правительствин хальхи саккун проектӗнче 100-тен ытларах ҫын пурӑнакан ялсем пирки каланӑ.
Ҫӗнӗ йышӑну сахал йышлӑ ялсенче пурӑнакансене хӳтӗлессине, ҫыхӑну инфраструктурине ҫӗршывӗпех сарма май парассине палӑртнӑ.
Правительство сӗнӗвне ҫывӑх вӑхӑтри пленарлӑ ларусенчен пӗринче пӑхса тухма шухӑшлаҫҫӗ.