Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Чӑваш Енри кӑшӑлвирус — ҫӗнӗ информаци [51 ҫын чирленӗ, 2 сывалнӑ, 0 вилнӗ] (ОНЛАЙН)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.04.2020 11:02 | 5068 хут пӑхнӑ
Онлайн Сывлӑх

Кунта эсир ку эрнери чи ҫӗнӗ информаципе паллашма пултаратӑр. Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне республикӑра 51 ҫынна тупса палӑртнӑ (вӗсенчен иккӗшӗ — сывалнӑ). Вилнисем хальлӗхе ҫук-ха.

Раҫҫейри кӑшӑлвируспа кӗрешекен штаб статистики тӑрӑх: COVID-19 50 ҫын ҫаклатнӑ (+11 паян), 2 сывалнӑ (+1 паян), 0 вилнӗ. Вӗсем тӗрлӗрех цифрӑсем кӑтартнӑран эпир республикӑри штаб статистикине кӑтартатпӑр.

Малтанхи эрнери ОНЛАЙН — кунта.

#сывлӑх, #коронавирус, #чир-чӗр

Вырсарникуна пӗтӗмлетме вӑхӑт:

• кӑшӑлвирус ҫаклатнисен йышӗпе Аслӑ Британи 6-мӗш вырӑна ҫитнӗ. Китайран иртсе кайса. Сӑмах май, Китайра та паян 99 ҫӗнӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Иккӗмӗш хум пуҫланасран шикленме пулать — вӗсем нумай пулмасть кӑна-ҫке хӑйсен пурнӑҫне йӗркене кӗртме пуҫланӑччӗ...

• тӗнчере 1,845 млн ҫын кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ. Ытларах та пуль — статистика пурне те кӑтартмасть-ҫке. 114 пине яхӑн вилнӗ...

• ҫӗнӗ ҫынсем хушӑннипе Раҫҫей паян 7-мӗш вырӑна тухнӑ. Малта АПШ (+24 пин), Аслӑ Британи (+5,3 пин), Турци (+4,8 пин), Итали (+4,1 пин), Испани (+3,1 пин) тата Франци (+2,9 пин).

• 1 пин ытларах ҫавӑн пекех Германире (+2,0), Иранра (+1,7), Бельгире (+1,6) тата Голландире (+1,2) тупса палӑртнӑ.

• кӑшӑлвируса ҫаклатнисен йышӗпе Раҫҫей 16-мӗш вырӑна хӑпарнӑ — Австринчен иртсе кайнӑ (лешсен паян +139 ҫын). Хӑвӑртлӑх чакмасан Португали те ҫӳлте нумаях тытӑнса тӑмӗ — вӗсемпе пирӗн патшалӑх хушшинче 815 ҫын ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

• кун хушшинче 10% ытла ӳснӗ чирлисен йышӗпе Беларуҫе (+352; Украинӑран та иртсе кайӗҫ пуль...), Узбекистана (+98), Бангладеша (+139), Ганӑна (+158; пурӗ вӗсен 566 ҫеҫ! — ку Африкӑри патшалӑх), Кӑркӑсстана (+38), Гватемалӑна палӑртма пулать.

• тата тепӗр танлаштару: кӑшӑлвирус тӗрӗслевӗ пирки. Калӑпӑр, АПШ влаҫӗ ку тӗлӗшпе питӗ мухтанатчӗ. Ку тӗлӗшпе Раҫҫей 3-мӗш вырӑнта. Малта АПШ — кунта 2,8 млн тӗрӗслев ирттернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Германи (1,3 млн). Раҫҫейре 1,2 млн ҫынна тӗрӗсленӗ тет. 1 миллион ҫынна ҫавӑн пекех Италире тӗрӗсленӗ. Ку статистикӑра Китай ҫук — вӗсем ытларах та ирттернӗ пуль.

• Гана патне таврӑнас пулсан — вӑл Африкӑна вырнаҫнӑ, унта хӗл нихҫан та пулмасть темелле. Ҫавна май, ӑшӑ килсен вӑл кӑшӑлвируса ҫӗнтерӗ тенине шанни кӑлӑхах. Ганӑпа юнашарти патшалӑхсенче те чирлисем чылай: Кот-д'Ивуарта — 533, Буркина-Фасора — 484, Тогора — 76, Нигеринче — 318, Камерунта — 820. КУратӑр пуль: хӗртсе пӑхакан хӗвел кӑшӑлвируса пӗрре те чӑрмантармасть.

Сывлӑхлӑ пулӑр! Ан чирлӗр!

chuvash.org/news/24865.html — Никита Тӗнче Чӑваша таврӑнма васкамасть...

www.kp.ru/online/news/3832848/ — Китайри ӑсчахсем тӗпчев ирттернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе кӑшӑлвирус чирлӗ ҫынран теприсене 4 метр таран сывлӑшпа ерме пултарать.

стопкоронавирус.рф/news/20200412-1649.html — ПТССО (ВОЗ) та ман шухӑшах пӗлтерет — Мускавра чирлекенсен йышӗ хӑвӑрт ӳснин сӑлтавсенчен пӗри шӑп та лӑп ҫынсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ. «Мана ку пырса тивмӗ», — текенсем чылай.

Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче пуш-пушах темелле. Автобусра, ман умӗн иртсе каяканнинче, 2-3 ҫын кӑначчӗ. Водителӗ маскӑпа. Посёлокра та маскӑллӑ ҫынна 2-3 ҫеҫ куртӑм. Лаввка умӗнче амӑшӗпе ачи тӑратчӗҫ — амӑшӗ ачин пичӗ ҫинчи маскине тӳрлететчӗ. Кайран ман хыҫҫӑн кӗҫӗҫ.

Лавккинче, сӑмах май, кашни метртан касса умӗнче ятарлӑ паллӑсем ҫыпӑҫтарнӑ — ҫынпа ҫын хушши вырӑн пултӑр тесе ӗнтӗ. Анчах пӑхӑнаҫҫӗ-пӑхӑнмаҫҫӗ-и — курма май килмерӗ, касса умӗнче хам пӗччен кӑначчӗ.

Беларуҫра кӑшӑлвируслӑ ҫынсен йышӗ ӳсет: www.rbc.ru/rbcfreenews/5e92d68c9a794714c80b2293?from=newsfeed 

Енчен те ӗнер 301 ҫӗнӗ ҫынна тупнӑ пулсан, паян — 358.

Халь ҫакнашкал.

Юсарӗҫ — 11.

Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче 20 минут ытла 12 ҫын пирки пӗлтерӳ тӑрать... Эх...

Чиркӳсем паян лӑк тулли тет:

vk.com/wall-181162659_8145 — «Пӑшӑрханман Чӑваш Ен» тӗплӗрех пӗлтернӗ: саккӑрӑшӗ республикӑра ҫаклатнӑ: Хулан иккӗмӗш пульницин 6 пациенчӗ тата унта ӗҫленӗ икӗ тухтӑр. Пӗри 1№ Хула клиника пульницин 3№ акушер стационарӗнче выртать. Икӗ ҫын тулашран ҫаклатса килнӗ.

Тинех республикӑри сывлӑх сыхлав министерстви хӑйӗн статистикине хатӗрлесе ҫитерчӗ. Пурӗ республикӑра 51 ҫын кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ (+11), 2 сывалнӑ (+1). Ытти енӗпе цифрӑсем ӗнерхисемех.

Мурманск облаҫӗнчи Кола районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ. Кун пирки «Новости» РИА пӗлтернӗ.

Кола районӗнче пысӑк тоннӑллӑ тинӗс сооруженийӗсем тӑвакан центрта кӑшӑлвирус лекнӗ тӗслӗх йышлӑ-мӗн. Ҫӗнӗ мера ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.

«Пӑшӑрханусӑр Чӑваш Ен» комментарисенче ҫырать:

«Эпир ӑнлантарсаччӗ ӗнтӗ, регионти статистика тӗрӗсрех шутланать — мӗншӗн тесен вӑл регион лаптӑкӗнче пурӑнаканнисене шута илет. Федераци шайӗнчи вара тӗрӗслеве ӑҫта ирттернинчен пухӑнать, ҫавна пула эпир ӑна нихӑҫан та кӑтартмастпӑр та».

(…мы поясняли, что более точной считается региональная статистика, так как она учитывает тех, кто находится на территории региона. Федеральная формируется на основании места взятия теста и поэтому мы никогда её не выкладываем.)

Унсӑр пуҫне хальхи вӑхӑтра вӗсем информацие пухаҫҫӗ иккен, тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑвайсанах хыпарлаҫҫӗ. Кӗтӗпӗр.

Редактор шухӑшӗ: вырӑссен менталитетне сӑнлакан пӗр сӑмах пур: «авось». Вӗсем ӑна хӑйсен ҫӑмӑлттайлӑхне тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ. Шел те, вырӑсланнӑ ҫемӗн чӑвашсем те ҫак йӑлана йышӑнса пыраҫҫӗ. Вӗсем ытларах хӑйсен вӑйне мар, темле вӑя (Турра-и унта, е ӑнӑҫулӑха...) шанма пуҫлаҫҫӗ. Ку вара хальхи лару-тӑрура пире пысӑк сиен кӳме пултарӗ.

Сывлӑхлӑ пулӑр! Ан чирлӗр!

Кӑшӑлвирус ернисен шучӗпе Раҫҫей тӗнчере 16-мӗш вырӑна хӑпарнӑ. 15-мӗшне хӑпарасси те иккӗленӳллӗ мар пулас. 17-мӗш вырӑна юлнӑ Австрире 13 838 ҫын чирленӗ, Раҫҫейре — 15 770. 15-мӗш вырӑн йышӑнакан Португалире вара — 15 987 (анчах вӗсем паянхи статистикӑна ҫӗнетмен-ха — ӗнер вӗсем 515 ҫӗнӗ тӗслӗх ҫеҫ пулнӑ).

Ҫур сехет иртрӗ, пирӗн сывлӑх сыхлав министерствинчен ҫӗнӗ хыпар ҫук. Вырсарникун... Канаҫҫӗ пулас. Е ӗҫе ҫитме йывӑр — паян республика юр айне пулнӑ.

Сывалнисен енӗпе Раҫҫейри стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн республикӑра 1 ҫын сывалнӑ (ун пирки республикӑри тӳре-шара ӗнерхи статситикӑра пӗлтернӗччӗ). Тутарстанра — 3 ҫын сывалнӑ, Мари Элте — 2. Вилнисен статистикинче пирӗн республика та кӳршӗсем те ҫук.

Раҫҫейре паян яланхи пекех ҫӗнӗ «ҫитӗнӳ» — +2 186 ҫын кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ. Ҫаклатасса вӗсем, паллах, темиҫе кун маларах ҫаклатнӑ-ха та... статистикӑна вара паян лекнӗ.

Яланхи пекех кӳршӗсенчен Чулхула облаҫӗ малта — 42 ҫӗнӗ ҫын хушӑннӑ. Мӑкшӑ республикинче ӗнер кӑна 19 ҫын кӑначчӗ, пӗр ҫӗнӗ тӗслӗх те ҫукчче — паян вара 42 ҫынна ҫитнӗ (+23). Тутарстанра та паян пӗр ҫӗнӗ тӗслӗх те тупман тет-ха (вӗсен йышӗ епле ӳссе пынине Яндекс.Карттӑри график ҫине пӑхсах паллӑ).

Мари Элте 7 ҫӗнӗ тӗслӗх, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 8. Ҫапла май, кӳршӗсем хушшинче пирӗн республика халӗ те аялтан иккӗмӗш вырӑнта-ха.

Статистика расналӑхӗ пирки: кӑшӑлвируса тупса палӑртакан лабораторисем республикӑра вырнаҫманнипе пулас, анализсене ытти тӑрӑхсене яраҫҫӗ. Пӗр енчен пирӗн республикӑра медицина япӑх мар аталаннӑ темелле, нумай-нумай укҫа-тенкӗ унта хываҫҫӗ, анчах та анализсене Чулхулана е ытти тӑрӑхсене яраҫҫӗ. ЧПУ-н медицина факультечӗ те япӑххисенчен мар-ҫке...

Ҫавна май ӗнтӗ результатсем тӳрех ҫитмеҫҫӗ пулас. Эпир хамӑр республикӑн статистики ҫине таянса ӗҫлӗпӗр. Паллах, ыттисене те пӗлтерсех тӑрӑпӑр.

Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав министерстви тата «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Пӑшӑрханусӑр Чӑваш Ен» ушкӑн ҫӗнӗ информаци хальлӗхе вырнаҫтарман-ха. Кӗтетпӗр.

Раҫҫейри паянхи статистика хатӗр:

Паянхи куна пӗтӗмлетсе ҫакна палӑртма пулать:

• COVID-19 вируса ҫаклатнисен йышӗ 1,77 млн ҫын таран ҫитнӗ.

• Вилнисен йышӗпе АПШ малти вырӑна тухнӑ (+1 557 паян) — унта 20,3 пин ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

• Кун хушшинче нумай ҫӗнӗ тӗслӗх тупӑннӑ патшалӑхсен йышӗнче: АПШ (+22,7 пин), Аслӑ Британи (+5,2), Турци (+5,1), Франци (+4,8), Итали (+4,7). Кӑшӑлвируса ҫаклатнисен йышӗпе Аслӑ Британи ырансене Китайран иртсе кайӗ пулас, Турци вара Ирана хӑвалама пуҫлӗ. Асаилтерер, Иран кӑшӑлвирус вучахӗ пек маларах палӑрнӑччӗ.

• Малти 10 вырӑна шута илмесен пин ытла ҫӗнӗ ҫынна Раҫҫейре (+1,7 пин), Голландире (+1,3 пин) тата Канадӑра (+1 пин) тупса палӑртнӑ.

• Вирус ҫаклатнисен йышӗ 10% ытларах Раҫҫейре, Перура (+951), Индире (+846), Мексикӑра (+403), Пӗрлешӳллӗ Арап Эмиратӗнче (+376), Украинӑра (+308), Беларуҫре (+245), Кувейтра (+161), Узбекистанра (+143), Бахрейнра (+115) ӳснӗ.

• Ӗнер ҫӗнӗ тӗслӗхсемпе (+2,1 пин) питӗ вӑйлӑ палӑрнӑ Эквадорта вара паян 96 ҫынна кӑна тупнӑ...

Ан чирлӗр! Хӑвӑра упрӑр! Сывӑ пулӑр!

АПШ тӳри-шари кӑшӑлвирусшӑн Китая явап тыттарасшӑн: вӗсене пула имӗш халь ӗҫсӗрлӗх пысӑк, вируса пула вилекенсем чылай: ren.tv/news/politika/684778-v-ssha-predlozhili-nakazat-kitai-za-koronavirus

Ӗпхӳри пульницӑра 170 тухтӑрпа чирлӗ ҫынна кӑшӑлвирус ертни пирки следстви комитечӗ тӗпчев пуҫланӑ тет: ufacitynews.ru/news/2020/04/11/sledkom-bashkirii-nachal-proverku-posle-massovogo-zarazheniya-vrachej-i-pacientov-rkb-koronavirusom/

Дмитрий Песков пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнтерӳ Парадне урӑх куна куҫарасси пирки шухӑш пур.

//аса илтерер, маларах тӗрлӗ регионсенчи суйлав кунне куҫарма йышӑннӑччӗ. Авӑнӑн 13-мӗшӗнчи пӗрлехи суйлав кунӗ пирки те сас-хура тухнӑччӗ, анчах ӑна хальлӗхе куҫарман-ха.

Кӑшӑлвирус тупман регионсен йышӗ иккӗ юлнӑ. Алтай Республики тата Чукотка автономи округӗ.

Ӗҫсӗр тӑрса юлнисем валли: ӗҫпе тивӗҫтерекен центр инҫет мелпе епле ӗҫлени пирки кунта пӗлме пулать: mintrud.cap.ru/news/2020/04/07/vazhnaya-informaciya-po-registracii-i-pereregistra (регистрацилесси, регистрацине тӑсасси тата ытти те…)

Статистика расналӑхӗ пирки.

www.worldometers.info/coronavirus/ — кунти информацие тӗпе хурас пулсан ырансене Раҫҫей кӑшӑлвирус ҫаклатнисен йышӗпе Австринчен иртсе кайӗ.

Тинех статистикӑри пӑтрануллӑ самант пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министерствинчен хыпар пур: 6 ҫӗнӗ тӗслӗх тет. Иккӗшӗ — республикӑра ҫаклатнӑ, тӑваттӑшӗ — ытти тӑрӑхран ҫаклатса килнӗ.

Чулхула облаҫӗнчи лаборатори результачӗсем киличченех вӗсене пульница хунӑ тет, кампа-кампа хутшӑннине маларах палӑртнӑ тет...

Кунта: medicin.cap.ru/news/2020/04/11/chislo-zaregistrirovannih-sluchaev-zarazheniya-cov

Раҫҫейри оперативлӑ штаб статистики тӑрӑх кӳршӗсенчи лару-тӑру йывӑрланса пырать. Чулхула облаҫӗ Раҫҫейпе 5-мӗш вырӑна тухнӑ, ытларах Мускавра, Мускав облаҫӗнче тете Питерта тата Коми Республикинче ҫеҫ. Тутарстанра +23 тӗслӗх (ӗнерех ҫӗнӗ тӗслӗхсем вӗсен пулман), Чӗмпӗр облаҫӗнче — +22 тӗслӗх (чылай вӑхӑт хушши 1 ҫын кӑна тупнӑччӗ вӗсен патӗнче...). Мари Элте тата Мӑкшӑ республикинче — паян хушӑнман. Анчах ырансенех тӑрук пысӑк хисеп хушӑнмассине пӗрре те шанма май ҫук.

Сывлӑхлӑ пулӑр! Ан чирлӗр!

Стопкоронавирус.рф сайтри статистика. «Пӑшӑрханусӑр Чӑваш Ен» те, республикӑн сывлӑх сыхлав министерстви те 34 пирки кӑна калать. Раҫҫей статистики тӑрӑх вара — +7 ҫын...

Кисан облаҫӗнче вара кӑшӑлвируспа кӗрешекенсем ытлашши нумай шухӑшласа тӑман — илнӗ те икӗ яла хупса лартнӑ. Заокское тата Коростова яла кӗрекен хытӑ ҫулсене хупласа хунӑ, таврари ахаль ҫулсене вара канав чавса хупланӑ. Сӑлтавӗ вара — ку ялсенче чирленисем чылай пулнинче (Кисан облаҫӗнчи пӗтӗм йышран 34% вӗсенче пурӑнать имӗш).

Те ку лару-тӑру тавра пысӑк шӑв-шав ҫӗкленнине пула, те урӑх сӑлтава пула Кисан облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Николай Любимов ҫавах та паян кӑнтӑрла карантина ку икӗ ялта пӗтерес тенӗ. Ҫавах та ял ҫыннисене килте ларма хушнӑ.

Кунта тӗплӗрех вулама пулать: progorod62.ru/news/22218

Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑри лару-тӑру пирки информацие ҫӗнетнӗ:

• тухтӑрсен сӑнавӗнчен ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пурӗ 2 503 пулнӑ (+105);

• хальхи вӑхӑтра 861 ҫын сӑнавра тӑрать (+47);

• кӑшӑлвируса 34 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ (0);

• икӗ ҫын сывалнӑ (+1).

Кунта пӑхма пултаратӑр: medicin.cap.ru/

Кӑшӑлвирус сиен кӳнипе АПШ-ра ҫапларах кӗрешеҫҫӗ: пӗчӗк бизнеса 168 млрд доллар уйӑрнӑ. Енчен те ку укҫана усламҫӑсем хӑйсен ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳлеме усӑ кураҫҫӗ пулсан — тавӑрмасӑр та пултараҫҫӗ. Экономикӑна тӗрев пама вара пурӗ АПШ 2 трлн доллар пӗтересшӗн пулас.

Кун пирки ахаль сайт мар, ТАСС пӗлтерет: tass.ru/ekonomika/8218465

Кашни хӑйне хӑй ирӗксӗрлесе килте мӗнле тытмалли пирки тата гигиенӑна епле пӑхӑнмалли ҫинчен «Машӑпа Упа» мультфильм урлӑ пӗлтересшӗн иккен. «Animaccord» (мультфильма ӳкерекен студи ячӗ) пӗрремӗш ролике паян, акан 11-мӗшӗнче Ютубри официаллӑ каналта кӑтартмалла.

Сӑмах май вырнаҫтарнӑ та иккен: www.youtube.com/watch?v=VOIbLDK4uBU

ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейре паянхи кун тӗлне тухтӑрсем 159 пин ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Кунта вуласа пӗлме пулать: tass.ru/obschestvo/8218901

Ҫӗнӗ Мускавра хӑпартакан пульница чӑн та хӑвӑрт ӳсет. Ӗнерхи сӑнсене пӑхас пулсан — 2-3 хутлӑ ҫуртсен тӳррисене витме те ӗлкӗрнӗ. Китайпа танлашма йывӑртарах пулӗ-ха та ӗнтӗ, анчах та кунти масштаб пысӑкрах пулнине кура мухтамалли пур!

Хотя... Китайри стройкӑпа паллашсан — пирӗннисем вӗсене ҫавах ҫитеймеҫҫӗ пулас. 10 кун хушшинче хӑпартса лартнӑ пульница Китайра ҫав-ҫавах 1 пин чирлӗ ҫын валли. Ҫӗнӗ Мускаври вара — 500–600 валли ҫеҫ...

Пулӑшакансем тата та пур: АПШ хӑйӗн пулӑшӑвне Италие ярӗ. Хӑйсен лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑлах мар пулин те ҫапла май вӗсем тӗнчере малта пынине кӑтартасшӑн, унсӑр пуҫне малашлӑхра инфекци сарӑлассине чарасшӑн.

Сӑмах май, АПШ-ра ӗнер 2 пин ҫын ытла кӑшӑлвируса пула вилнӗ тет.

Сӑмах май, Китай тухтӑрӗсем Раҫҫее кӑшӑлвируспа кӗрешес ӗҫре пулӑшма килӗҫ. Кун пирки Китайӑн ЮҪӖМӗ (МИД) пӗлтерет. Миҫе ҫын килесси паллах мар-ха. Анчах паян ирхине вӗсем Раҫҫее килме тухнӑ та ӗнтӗ.

Раҫҫей ӑстисем, сӑмахран, вырӑнти тухтӑрсене Италире, Сербире тата Боснипе Герцеговинӑра пулӑшаҫҫӗ.

Китайри сывлӑх сыхлав ыйтӑвӗпе ӗҫлекен наци комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян Китайра ҫӗнӗ 42 тӗслӗх тупса палӑртнӑ — пурте ҫӗршыва килнисен йышӗнчен. 3 ҫын вилнӗ тет, 70 ҫын сывалнӑ.

Кунта пӗлтереҫҫӗ: www.nhc.gov.cn/xcs/yqtb/202004/be5fdf84937844bcb88841c2c6bb8145.shtml (Гугл е Яндекс урлӑ куҫарма пултаратӑр).

Тӗнчери статистика:

• вилнисен шучӗ тӗнчере 100 пинрен иртнӗ. Кунта малта Итали пырать, анчах ырансене АПШ иртсе каять пулас. Францире тата Аслӑ Британире вилӗм статистики пӑшӑрхануллӑ — ку патшалӑхсенче паян пин ҫын патнелле вилнӗ.

• Тунтикунсене Аслӑ Британи чирлисен йышӗпе Китая хуса иртсе кайӗ пулас. Паян унта 8,9 пин ҫын кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ. Китайра вара — 42 кӑна. Вӗсенчен чылайӑшӗ — чикӗ леш енчен кӳрсе килнисем. Сӑмах май Аслӑ Британи паян Иранран иртсе кайнӑ — 7-мӗш вырӑна хӑпарнӑ.

• Францире ҫӗннисене чылай палӑртма пуҫланӑ. Паян — 7,1 пин. Турцире йыш 10% ытла ӳснӗ — +4,7 пин (пурӗ 47 пин).

• АПШ-ра кӑшӑлвируслӑ ҫын йышӗ ҫурмиллиона ҫите пуҫланӑ — 490 пин. Ыран 500 пин урлӑ каҫатех ӗнтӗ (кунне унта 20 пин ытла ҫӗнӗ тӗслӗх тупаҫҫӗ!).

• Тӗнчере, сӑмах май, 1,681 млн. — тепӗр май каласан, пӗтӗм йышран 1/3 патнелле пайӗ АПШ ҫынни.

• Малти 10 вырӑна шута илмесен кунне пин ытла ҫынна паян Эквадорта (+2,1 пин), Раҫҫейре (+1,8), Португалире (+1,5), Ирландире (+1,5), Бразилире (+1,5), Голландире (+1,3), Канадӑра (+1,2) тупса палӑртнӑ.

• Раҫҫей 17-мӗш вырӑна хӑпарнӑ. Ӗнер Израильти йышран иртнӗччӗ пулсан, паян Кӑнтӑр Корейӑран ҫӳлерех хӑпарнӑ. Чирлекенсен йышӗ ӳснин хӑвӑртлӑхӗ чакайсан Австри темиҫе кун ҫӳллӗрех тӑрӗ-ха та... Чакаймасан — ырансене е вырсарникунсене иртсе кайма та пултаратпӑр. Малта вара — йышпа пысӑкрах патшалӑхсем, вӗсене хуса ҫитме йывӑртарах пулӗ. Ирландипе Эквадор йышшисем хуса ҫитсе иртсе кайсан вара аяларах йӗркене те йышӑнма пултарӑпӑр.

• Пӑшӑрхануллӑ лару-тӑру ҫак патшалӑхсенче (кунне 10% ытла хушӑннӑ): Инди, Пӗрлешӳллӗ Арап Эмирачӗ, Доминикана Республики, Украина, Беларуҫ, Молдави, Венгри, Бангладеш. Юлашкинче пурӗ 424 тупса палӑртнӑ пулсан та кун хушшинче 94 ҫӗнӗ тӗслӗх хушӑннӑ. Ку патшалӑхсенче эпидеми пуҫланать кӑна пулас-ха.

Ан чирлӗр! Сывӑ пулӑр!

Раҫҫейри статистика:

• паян пурӗ тата 1786 ҫӗнӗ тӗслӗх хушӑннӑ, ҫав шутра Чӑваш Енри 15 ҫын (республикӑра тупни ыранхи статистикӑна ҫеҫ каять пулас...);

• кӳршӗсене пӑхсан Чулхула облаҫӗнче чи нумаййи. Иккӗмӗш вырӑнта вара Мари Эл. Унта 63 ҫын ҫак вируса ҫаклатнӑ.

• Тутарстан статистики кӑсӑклӑ — унта ҫӗнӗ ҫынсен йышӗ кашни 3 кунтан хушӑнса пырать (чылай чухне — самай ӳсет). Хальлӗхе унта 50 ҫын шутланать.

• Кӳршӗсене илес пулсан хальхи вӑхӑтра Мӑкшӑ Республики йышпа кайра — унта 19 ҫынна ҫеҫ тупса палӑртнӑ. Анчах манмалла мар — чылай вӑхӑт хушши вӗсем малтаччӗ... Чӗмпӗр облаҫӗ кайраччӗ те халь Чӑваш Енрен иртсе кайнӑ (40 ҫын). Мари Элте чылай вӑхӑт хушши пӗр ҫын та ҫукччӗ... — халь вара иккӗмӗш вырӑнта вӗсем...

Паянхи статистика. Малтан Чӑваш Республикинчи:

• тухтӑрсен сӑнавӗнче пурӗ 814 ҫын тӑрать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен 2 398 ҫын тӗрӗслев урлӑ тухнӑ.

• кӑшӑлвируса 34 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ, вӗсенчен пӗри сывалнӑ.

• йывӑр чирлекенсен йышӗнче — 4 ҫын (ку ӗнерхи информаци, паян ӑна ҫӗнетмен).

• вилнисене палӑртман.

Софья Савнеш2020.04.10 19:47

Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен списокӗ сарӑлнӑ. Ӳкерсе илнӗ хут ҫинче чирлисен ятне-шывне, вӗсем ӑҫта пурӑннине палӑртнӑ. Ку инфомаци тӗнче тетелне епле майпа лекнӗ? Ҫав ҫынна тупнӑ, 1 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Софья Савнеш2020.04.10 19:44

Паян Чӑваш Ен чиккинче йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем ытти регионтан килекенсене тӗрӗслеме пуҫланӑ. Ҫакна республикӑна кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын килесрен тӑваҫҫӗ. Тухтӑрсем пассажирсемпе калаҫаҫҫӗ, вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ, иккӗленӳ пур тӑк ӳт температурине виҫеҫҫӗ.

Тӗнчери лару-тӑру:

• кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ ҫынсен шучӗ тӗнчере 1,5 миллионтан иртнӗ;

• Испанире чирлисен йышӗ 150 пин урлӑ каҫнӑ;

• Франци Германирен иртсе 4-мӗш вырӑна тухнӑ;

• Аслӑ Британи чирленисен йышӗпе Ирана хуса тытма пуҫланӑ, ырансене иртсе те каймалла пек;

• Раҫҫейре кӑшӑлвирус ҫаклатнисен шучӗ 10 пин урлӑ каҫнӑ — 18-мӗш вырӑна хӑпарнӑ;

• Китайра кун хушшинче 63 ҫӗнӗ ҫын ку чире ҫаклатнӑ, Кӑнтӑр Корейӑра — 39.

• кун хушшинче нумай ҫӗнӗ ҫынна нумай Перура (+914), Индире (+809), Эквадорта (+515), Беларуҫре (+420), Бангладешра (+112, пурӗ 330 ҫеҫ), Украинӑра (+224, пурӗ 1892), Азербанджанра (+104, пурӗ 926) тупнӑ. Кашнинче 10% ытла хушӑннӑ.

Ан чирлӗр, сывлӑхлӑ пулӑр!

Софья Савнеш2020.04.09 19:33

Республикӑра искусствӗннӑй майпа сывлаттармалли 422 аппарат пур. Вӗсемпе коронавируспа чирлисене кӑна мар, ытти пациента та сиплемелле. Ҫавӑнпа ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Ен тепӗр 36 аппарат туянасшӑн. Ҫу уйӑхӗнче тепӗр 94 аппарат ҫитмелле.

Софья Савнеш2020.04.09 19:28

Хулари ача-пӑча клиника пульницин филиалӗсенче тата поликлиникисенче коронавирус сарӑнӑ тапхӑрта пациентсене скайп урлӑ сӗнӳсем парӗҫ. Вӗсем дистанци мелӗпе ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ Чӑваш Енре тата тепӗр 15 ҫын хушӑннӑ.

www.rbc.ru/rbcfreenews/5e8efdc59a79471dc29aee08 — кӑшӑлвирус ересрес профилактика тума тӑварлӑ шыв аван тет. Кун пирки Сывлӑх сыхлав министерствин информацийӗ ҫине таянса РБК пӗлтерет.

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесе хальхи вӑхӑтра пульницӑра сипленекен 18 ҫынран (пӗри, 19-мӗшӗ, сипленсе тухнӑ) тӑваттӑшӗ хӑйне йывӑр туяҫҫӗ-мӗн. Вӗсене кислородпа сывлаттараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ.

Вулаканӑмӑрсем! Ӗнер чирлерӗм (шӑннӑ пулас та пуҫ ыратрӗ), ҫавна май онлайн пирӗн кӑшт ҫӗнелмесӗр тӑчӗ. Пӗлтермелли вара чылайччӗ: Путин виҫҫӗмӗш хут халӑх умне тухса калаҫрӗ, кӑшӑлвируса вара тутарсемпе ытти чылай халӑхӑн мӑн асллашӗсене епле ҫӗнтернӗ ҫавнашкалах ҫӗнтерӗпӗр тесе шантарнӑ; Раҫҫейре халь кунне пин ытла ҫын кӑшӑлвируса ҫаклатать (ҫапла май эпир Швеципе Израильтен иртсе кайрӑмӑр...) тата ытти, тата ытти хыпар... Онлайна анлӑрах каҫалапа паян ҫутатма пуҫлас тетпӗр (пухӑнса кайнӑ ытти ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн).

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр икӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар ҫынни, вӑл чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ. Тепри Мускавран Комсомольски районне килнӗ.

Тӗнче шайӗнчи паянхи статистика:

• АПШ (391 пин /паян +23,6 пин хушӑннӑ/; вӗсенчен 12,5 пин вилнӗ);

• Испани (140 пин /+3,8 пин/; вӗсенчен 13,9 пин вилнӗ);

• Итали (136 пин /+3,0 пин/; вӗсенчен 17,1 пин вилнӗ);

• Франци (109 пин /+11,1 пин/; вӗсенчен 10,3 пин вилнӗ);

• Германи (107 пин /+4,1 пин/; вӗсенчен 2,0 пин вилнӗ);

• Китай (82,6 пин /+32 ҫын/; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ);

• Иран (62,6 пин /+2,1 пин/; вӗсенчен 3,9 пин вилнӗ);

• Аслӑ Британи (55,2 пин /+3,6 пин/; вӗсенчен 6,2 пин вилнӗ);

• Турци (34,1 пин /+3,9 пин/; вӗсенчен 0,7 пин вилнӗ);

• Швейцари (22,3 пин /+596 ҫын/; вӗсенчен 0,8 пин вилнӗ).

Пӗтӗмлетсе ҫапла калама май пур: Франци тӑваттӑмӗш вырӑна хӑпарнӑ. Кун хушшинче чи нумай ҫӗнӗ ҫын палӑртни тӑрӑх вӑл иккӗмӗш вырӑнта. Пин ытла кун хушшинче Бразилире (1,5 пин); Бельгире (1,4), Канадӑра (1,2), Раҫҫейре (1,2) тупса палӑртнӑ. Пилӗкҫӗртен ытла: Голландире (+777), Португалире (+712) тата Индире (+533).

Раҫҫей йышпа халь те 20-мӗш вырӑнта юлнӑ, анчах ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ Швеципе Израильтен пысӑкрах. Паян Раҫҫейре 1 154 тӗслӗх пулнӑ пулсан, Швецире — 487 (пурӗ 7 693), Израильте — 344 (9 248). Кӑнтӑр Корея та инҫех мар — унта 10 331 ҫын (паян +47 ҫеҫ).

Раҫҫейре йыш ӳссе пыни юнашарти патшалӑхсене те витӗм кӳрет: Белоруҫре паян +161, Украинӑра — +143. Казахстан +35 кӑтартнӑ, Армени +20, Грузи +8, Азербайджан +76 (кунта ҫавӑн пекех Турци витӗмӗ сахал мар).

Паян, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр 9 тӗслӗх шута илнӗ. Кун республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ЧР Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче пулнӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене унта йышӑнма хатӗррине тӗрӗсленӗ.

vk.com/bezpaniki21?w=wall-181162659_4487 — кӗҫнерникун, акан 9-мӗшӗнче, Олег Николаев тӳрӗ лини ирттерӗ, пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене епле пулӑшасси пирки сӑмах пулӗ.

Ыйтусене «Чувашия без паники» (Пӑшӑрханман Чӑваш Ен) ушкӑнра та йышӑнаҫҫӗ пулас.

Раҫҫейрипе Чӑвашри статистика пӗртан марри пирки «Пӑшӑрханман Чӑваш Ен» (Чувашия без паники) ушкӑнра пӗлтернӗ:

«Эпир те ҫак ыйтӑва ҫӗклерӗмӗр. Шел пулин те, федераци агрегаторӗпе регион министрӗсен даннӑйӗсен хушшинчи йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ пӗртен-пӗр регион кӑна мар (маларах эпир чӑваш Енре чирленисен пӗр пайне Мускавра анализ панӑран унта кӗртнӗ тесе ҫырнӑччӗ). Ҫавӑнпа регионти тӗрӗсленӗ даннӑйсене ҫеҫ пӗлтеретпӗр тата пирӗн пата килекен информацие тӗплӗн тӗрӗслетпӗр» — ҫапла ҫырнӑ (ку Яндекс.Тӑлмач куҫарӑвӗ).

Ҫӑлкуҫӗпе кунта паллашма пулать: vk.com/bezpaniki21?w=wall-181162659_4480_r4496  

Пӗтӗмлетсе каласан, пӗртан марри пирӗн ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхсенче те пур. Саккӑрӑшӗнчен иккӗшӗ апла-тӑк Мускавра шутланаҫҫӗ...

Раҫҫейре кун хушшинче пӗр пин ытла кӑшӑлвирус ернӗ ҫӗнӗ ҫынна палӑртнӑ. Пурӗ 1154 ҫын.

Чӑваш Республикинче — +3 ҫын. Ҫапла май 6 ҫын шутланать. Раҫҫейрипе вырӑнти статистика мӗншӗн пӗрешкел мар? Сӑлтавӗ пирӗн шутпа 2 ҫынни Мускавра шутланнинче (лешсем, хайхи тарса килнисем). Шел те, оперативлӑ штаб ку тӗлӗшпе пире нимӗн те калаймарӗ.

Кӳршӗсене илес пулсан, чылайӑшӗнче ӳсмен. Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫеҫ 2 ҫын хушӑннӑ. Халӗ унта 4 ҫын шутланать.

Паянхи кун Чӑваш Республикинче ҫакнашкал статистикӑпа пуҫланать:

• ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2105 ҫынна тӗрӗсленӗ (+158);

• 704 ҫынна (+142) сӑнаса тӑраҫҫӗ;

• 8 тӗслӗх тупнӑ (+2);

• 1 ҫын сывалнӑ;

• 0 вилнӗ.

Тӗнче шайӗнчи паянхи статистика:

• АПШ (356 пин /паян +19,7 пин хушӑннӑ/; вӗсенчен 10,5 пин вилнӗ);

• Испани (135 пин /+3,4 пин/; вӗсенчен 13,2 пин вилнӗ);

• Итали (133 пин /+3,6 пин/; вӗсенчен 16,5 пин вилнӗ);

• Германи (102 пин /+1,4 пин/; вӗсенчен 1,7 пин вилнӗ);

• Франци (98 пин /+5,2 пин/; вӗсенчен 9,0 пин вилнӗ);

• Китай (82,6 пин /+39 ҫын/; вӗсенчен 3,3 пин вилнӗ);

• Иран (60,5 пин /+2,3 пин/; вӗсенчен 3,7 пин вилнӗ);

• Аслӑ Британи (51,6 пин /+3,8 пин/; вӗсенчен 5,3 пин вилнӗ);

• Турци (30,2 пин /+3,1 пин/; вӗсенчен 0,7 пин вилнӗ);

• Швейцари (21,7 пин /+552 ҫын/; вӗсенчен 0,8 пин вилнӗ).

Кун хушшинче кӑшӑлвируспа чирленӗ пин ытла ҫынна Бельгире кӑна тупса палӑртнӑ. Пӗр пин патнелле: Канадӑра (986), Раҫҫейре (954), Голландире (952). Пакистанра чирлисен йышӗ хӑвӑрт ӳсет (+609), Индире (+489), Португалинче (+452), Филиппинра (+414).

Кӑшӑлвирус тупса палӑртнин йышӗпе Раҫҫей 20-мӗш вырӑна хӑпарнӑ ӗнтӗ — Австралипе Норвегине иртсе кайнӑ. Малта Швеци тата Израиль. Паянхи пекех пӗр пин патнелле ҫӗнӗ тӗслӗх тупмасан вӗсене хӑвӑртах иртсе каймалла мар пек. Швецинче те Израильте те COVID-10 кӑшӑлвируслӑ ҫынсене кун хушшинче сахал мар тупаҫҫӗ. Швецинче паян 376 тупнӑ, Израильте — 181. Анчах палӑртас пулать — Израильте ку вӑхӑт тӗлне 8,6 пин ҫынӑнне тупса палӑртнӑ, Раҫҫейре вара 6,3 пинӗшӗнне ҫеҫ.

Белоруҫ статистики хумхантарать. Паян унта 138 ҫӗнӗ ҫынна тупса палӑртнӑ, пурӗ вара — 700 кӑна. Кӑркӑсстанра 69 кӑшӑлвируслӑ ҫӗнӗ ҫынна паян тупса палӑртнӑ, ҫапла май унта пӗтӗмӗшле йыш 216 ҫитнӗ!

Ираида Зейналова НТВ эфирӗнче суя информаци панӑ тет: Раҫҫейре кӑшӑлвирусран 40 пин ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ун хыҫӗнчи экран ҫинче официаллӑ майпа палӑртнӑ информаци курӑннӑ.

Кун пирки, сӑмахран, «Газета.ру»-ра вуласа пӗлейретӗр: www.gazeta.ru/social/news/2020/04/06/n_14255635.shtml (аса илтерер, паян ирхи те Чӑвашра миҫе ҫынна ерни пирки пӑтрануллӑ лару-тӑру пулса иртрӗ..)

ППЭ кӑҫал каярах пуҫланмалла. Чи пӗрремӗш экзаменсене ҫӗртмен 8-мӗшӗнче ирттересшӗн. Ачасен пӗлӗвне ун чухне географи, литература тата информатика предмечӗсемпе тӗрӗслесшӗн. Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне экзаменсем вӗҫленмелле.

Кун пирки ТАСС пӗлтерет: tass.ru/obschestvo/8173875

Медицина ӗҫченӗсем кӳршӗри тӑрӑхсенче те кӑшӑлвирус ҫаклатаҫҫӗ: Пушкӑртстанра — пилӗкӗшне ертнӗ, Чулхулара та пӗри ҫаклатнӑ теҫҫӗ.

Пушкӑртстан пирки кунта итлеме пултаратӑр: vk.com/video-172931669_456239067?list=8ef6dadb03a5ca891b

Софья Савнеш2020.04.06 19:04

Православи тӗнне ӗненекенсен Мӑнку ҫывхарать, чиркӳре вара пухӑнма сӗнмеҫҫӗ хальхи вӑхӑтра. Шупашкарти чиркӳсем кӗлӗ службисене тӳрӗ эфирта ирттерӗҫ.

Софья Савнеш2020.04.06 19:02

Пушӑн 28-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑх патне тӳрӗ эфира тухнӑ чухне федераци амӑшӗн капиталне илме тивӗҫ ҫемьесене пандеми вӑхӑтӗнче 5-шер пин тенкӗ парассине пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енре кунашкал тӳлеве 34 пин ача тивӗҫӗ. Ӑна 3 уйӑх тӳлӗҫ.

Софья Савнеш2020.04.06 18:59

Хулари 2-мӗш пульница стационарне карантина хупнӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ пациент е тухтӑр /кӑна хальлӗхе пӗлтермен/ пур-мӗн. Поликлиника вара унчченхи йӗркепех ӗҫлет. Тӗплӗнрех кунта: chuvash.org/news/24828.html.

Паллӑ ҫынсен пурнӑҫне сӑнама юратакансем валли: Лев Лещенкӑпа Игорь Николаев кӑшӑлвирусран сывалнӑ, вӗсене киле янӑ.

Кунта вулӑр: www.kommersant.ru/doc/4315705#id1878415

Чӗмпӗр облаҫӗнчи ҫӗнӗ чирлӗ ҫын пирки:

• Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Балирен канса таврӑннӑ.

• «Мускав–Самар» пуйӑс ҫине ларса Сызраньте тухнӑ; пушӑн 21-мӗшӗнче Новоспасска киле ҫитнӗ.

• 21–22-мӗшсенче никампа та хутшӑнман, амӑшӗпе ҫеҫ.

• 23-мӗшӗнче пульница хутне хупас тӗллевпе Новоспасск пульницине офтальмолог патне кайнӑ.

• Тепӗр кунхине, пушӑн 24-мӗшӗнче, хӑй ӗҫлекен шкула кайса ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ.

• Пушӑн 25-мӗшӗнче хӑйне япӑх туйнине пула терапевт патӗнче пулнӑ.

• Пушӑн 27-мӗшӗнче вӑл вара сӑнав йышне лекнӗ.

• Пушӑн 30-мӗшӗнче кӑшӑлвирус тӗлӗшпе анализ панӑ.

• Пушӑн 31-мӗшӗнче ОРВИ палӑрӑмӗсем пулнӑран ӑна сыватма пуҫланӑ.

• Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ хӗрарӑмӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ, ҫавна май иккӗмӗш тӗрӗслеве Мускава янӑ.

• Акан 6-мӗшӗнче Мускав лабораторийӗнчи тӗрӗслев хӗрарӑм чирленине ҫирӗплетнӗ.

Кун пирки кунта пӗлме пулать: drugoigorod.ru/new-zaragen-korona/

Паянхи график:

Кӑшӑлвируса пула импӗр, ыхра тата лимон хакланса кайни пирки пӗлетӗрех пулӗ. Халь вара ку тӗлӗшпе Тӗп прокуратура тӗрӗслев ирттерӗ. Монополипе кӗрешекенсенчен ку мӗншӗн ҫапла пулса тухнине ыйтнӑ.

Кунта вулама пулать: life.ru/p/1317013

Татарстанра ятарлӑ сайт ӗҫлет: rt-covid19.ru/  

Унта та вӗсен информаци пӗр пекех. Хусанти аэропорт хӑйӗн ӗҫне чарса лартманнине пула ӗнтӗ вӗсен ҫавӑн пекех миҫе пассажира тӗрӗслени пирки информаци пур.

Чулхула облаҫӗн сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернипе Раҫҫери пӗтӗмӗшле статистика хушшинче уйрӑмлӑх ҫук. Унта та кунта та 56 тесе ҫыраҫҫӗ (пирӗн тӑрӑхри лару-тӑру: Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав министерстви 8 тесе палӑртать (паян +4), Раҫҫейри пӗтӗмӗшле статистикӑра вара — 3).

Унсӑр пуҫне вӗсен ҫирӗплетсех ҫитерейменнисен йышӗ те пур. 31 ҫын вӑл списокра тет.

Кунта пӑхса илме пултаратӑр: zdrav-nnov.ru/

Михаил Мурашко Пӗрремӗш каналти «Познер» программӑра пурне те маскӑпа ҫӳреме чӗнсе каланӑ.

Аса илтерер, маска чирлисемшӗн кӑна усӑллӑ. Тата ан манӑр: ун ҫине лекнӗ вирус унта эрне таран пурӑнма пултарать.

Михаил Мурашко ҫапларах каланӑ тет: «Камӑн вирус пуррипе ҫуккине эпир пӗлместпӗр-ҫке. Енчен те пӗри усӑ курать, тепри ҫук — шанӑҫӗ сахалрах. Енчен те пурте пӗр-пӗр хӳтӗлевпе усӑ кураҫҫӗ пулсан — ку лайӑхрах». Кунта вулама пулать: ria.ru/20200406/1569640928.html

Кӑшӑлвирус тӗлӗшпе кашни ҫын тӗрӗсленме пултарать. Анчах куншӑн тӳлеме тивӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх хакӗ 1250 тенкӗ тӑрӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене ҫул укҫишӗн тата тӳлеме тивӗ (ара, киле пырса тӗрӗслӗҫ-ҫке...).

Хальлӗхе сӑмах Мускав хулипе Мускав облаҫӗнче пурӑнаканнисем пирки пырать: ria.ru/20200406/1569634797.html

Кремль Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне палӑртма 65 ҫултан аслисене чӗнмелле марри пирки Правительствӑна ҫыру янӑ тет. Кун пирки «Эхо Москвы» пӗлтерет: echo.msk.ru/news/2620115-echo.html  

Ҫӗнтерӳ Парадне урӑх вӑхӑта куҫарасси пирки хальлӗхе сӑмах-юмах тухманччӗ-ха.

Кӑнтӑрлапа палӑртнӑ чӑшӑлвируспа чирлесе ӳкнӗ икӗ ҫын пирки кӑшт информаци пур: пӗри Шупашкартан. Тепри — Вӑрмартан. Кун пирки «Чувашия без паники» (чӑвашла «Чӑваш Енре хӑрамалли ҫук» е «Пӑшӑрханман Чӑваш Ен» пек куҫармалла ӗнтӗ) ушкӑнра пӗлтернӗ: vk.com/bezpaniki21?w=wall-181162659_4176_r4224

Тӗп прокуратура Чӑваш Енре суя хыпарлавҫӑсене тупнӑ (фейк-ньюс текен япалана). Сӑмах «Мы из Чувашии» ятлӑ пӗрлӗх пирки пырать иккен. Унта Шупашкара тӗппипех хупасси пирки сӑмахланӑ. Ку вара суя информаци пулнӑ. Информаци вырнаҫтараканӑн халь ҫакӑншӑн явап тытмалла пулӗ. Кун пирки кунта ҫырнӑ: genproc.gov.ru/smi/news/genproc/news-1821006/  

Эпир, сӑмах май, тӗрӗсленӗ информаци кӑна лартатпӑр, вырнаҫтарнин ҫӑлкуҫне кӑтартатпӑр.

«Ирхине пӗтӗмпе паянхи кун тӗлне республикӑра 6 ҫынна чирлӗ тесе шута илнӗ пулсан, каярахпа тата ҫӗнӗ хыпар килсе ҫитнӗ, тепӗр 2 ҫынна COVID-19 инфекцийӗпе чирлӗ пулнине пӗлтернӗ. Ҫапла вара Чӑваш Енре коронавируспа чирлекен 8 ҫынна тупса палӑртнӑ, вӗсенчен пӗр ҫын сывалнӑ, халӗ вӑл килте пурӑнать», — пӗлтереҫҫӗ ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗнчен:

gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=e1b9cc03-580e-4330-806e-e1f13b54d90d&type=c01b5ae8-2883-494d-95eb-7eb4575c9e35

www.cap.ru/news/2020/04/06/v-chuvashii-slozhilasj-napryazhennaya-situaciya-c — 8 ҫын таран ӳснӗ. Ирхине 6 пулнӑ, халь 8 тет.

Юрий Шакеев ертсе пыракан Телеграмри каналта Патӑрьел районӗнче Таджикистан ҫыннинче кӑшӑлвируса тупса палӑртнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.

tass.ru/ekonomika/8170771 — медицина маскисем таврашӗнче чарусем кӗртнӗ. Аптекӑсем 10 пусран ытларах хакне хӑпартмӗҫ, опт мелӗпе пурте сутаймӗҫ пулас...

Сӑмах май, Шупашкарта аптекӑсенче ку тавар сайра тӗл пулать пулас... ӑна ытларах кӗпе-тумтир ҫӗлекен предприятисем хатӗрлеҫҫӗ... вӗсемех сутаҫҫӗ...

Медицина маскинче кӑшӑлвирус эрне таран пурӑнма пултарать тет. Кӑна Гонгонгри университетӑн тата аллергипе инфекци чирӗсен Америкӑри наци институчӗн эксперчӗсем тупса палӑртнӑ. Вӗсем COVID-19 тӗрлӗ материалсем ҫинче мӗн чухлӗ пурӑннине тӗпченӗ:

• хут — 3 сехетрен кая;

• йывӑҫ тата мамӑк пусми ҫинче — 1 талӑк та пурӑнайман;

• кантӑк тата хут укҫа ҫинче — 3 талӑк;

• тимӗр тата пластик — 4–7 кун;

• медицина маски ҫинче вара — 7 кун.

Тӗплӗнрех кунта вулӑр: www.interfax.ru/world/702699

medicin.cap.ru/news/2020/04/06/poliklinika-n1-i-2-gorodskogo-klinicheskogo-centra — Шупашкар хулин клиника центрӗн 1-мӗш тата 2-мӗш № поликлиникисене карантина хупнӑ. Сӑлтавӗ: унта ӗҫлекен пӗр ҫын кӑшӑлвирус ҫаклатма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫуртсене дезинфекцилеҫҫӗ, унта ӗҫленӗ кашни ҫынран анализ илнӗ.

Михаил Мишустин регионсем пӗр-пӗрин хушшинчи чикӗсене хупнине хирӗҫ тет: www.kommersant.ru/doc/4315334

yandex.ru/maps/covid19?ll=41.830512%2C57.560117&z=5 — Яндексӑн кӑшӑлвирус сарӑлнине кӑтартакан карттӑна ӗненес пулсан Раҫҫей Австралипе Норвегинчен иртсе кайса 20-мӗш вырӑна хӑпарнӑ.

Ӗнер Чулхула облаҫӗнче 2 карчӑк вилни пирки информаци пурччӗ... официаллӑ информацие вара вӗсем лекмен пулас: кӳршӗри Чулхула облаҫӗнче халӗ те вилнӗ ҫынсен шучӗ 0-пе танлашать.

Кӳршӗ тӑрӑхсенчи информаци пирки. Хушӑннӑ:

• Тутарстан +16 (пурӗ 41);

• Мари Эл +9 (пурӗ 13);

• Чулхула облаҫӗ +9 (пурӗ 56);

• Чӑваш Ен +2 (пурӗ 3);

• Мӑкшӑ Республики +1 (пурӗ 6);

• Чӗмпӗр облаҫӗ +1 (пурӗ 2).

Ҫапла май чи лайӑх лару-тӑру кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнче шутланать.

Паянхи информаци тӑрӑх Раҫҫейре 954 ҫӗнӗ тӗслӗх регистрациленӗ. Пурӗ — 6 343. Талӑк хушшинче 2 ҫын вилнӗ. Пӗри Мускав облаҫӗнче, тепри — Коми республикинче.

Чӑваш Республикинче 2 ҫын хушӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ... Пурӗ 3 пулать.

Халь ӗнтӗ Раҫҫейри статистика ҫине куҫма та вӑхӑт (Чӑвашри тӗрӗс информацие палӑртнӑ хыҫҫӑн)...

«Чӑваш Ен» ПТРК та 6 пирки пӗлтерме пуҫланӑ: chgtrk.ru/novosti/zdravoohranenie/po-utochnennym-dannym-v-chuvashii-6-zarajennyh-covid-19/

Тинех министерство сайтӗнче информацие ҫӗнетрӗҫ: чӑннипе 6 чирленӗ тет.

Сывлӑх сыхлав министерствин тӳри-шари умӗнче ҫак ыйтусене тӑратмаллах ӗнтӗ:

Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх 4 ҫынӑнне кӑшӑлвирус тупнӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1967 ҫынна тӗрӗсленӗ (+97), медицина ӗҫченӗсем 542 ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ (-279). Вилнисем, турра шӗкӗр, хальлӗхе ҫук.

Тем тесен те сывлӑх сыхлав министерствинче ӗҫлекен тӳре-шаран Кӑнтӑр Корейӑран тӗслӗх илмелле: кӑшӑлвируса ҫӗнтерме май панӑ сӑлтавсенчен пӗрин хушшинче информаципе тӑтӑш тата тӗрӗс паллаштарса тӑрасси пулнӑ. Пирӗннисенчен вара ӑнланма йывӑр информаци тухать. Те ҫиччӗ, те улттӑ — сайтра вара тӑваттӑ ҫеҫ тесе палӑртнӑ. Тӗрӗс информаци илме «Контактри» «Чувашия без паники» ушкӑна кайса пӑхмалла иккен!

chuvash.org/news/24823.html — ку хыпара тӳрлетрӗмӗр. Тепӗр икӗ ҫын Доминикана республикинчен килнӗскерсем. Вӗсем килсенех хупӑнса ларнӑ, ҫавна май ыттисене ертеймен теҫҫӗ.

Итак, «Чӑваш Ен» ПТРК тӗрӗс мар информаци панӑ тет: vk.com/bezpaniki21?w=wall-181162659_4060  

Тӗрӗссипе ултӑ ҫын пулмалла тет. Сывалнине, лешне, акан 4-мӗшӗнче киле янине, икӗ хут шутланӑ тет.

Эпир хамӑрӑн онлайна малалла тӑсатпӑр. Чӑваш Енре тупса палӑртнӑ COVID-19 тӗслӗхӗсем 7 ҫитнӗ текен информаци пур. Вӗсем «Чӑваш Ен» ПТРК сюжечӗ ҫине таянаҫҫӗ, анчах вӑл информацие сайтра хальхи вӑхӑтра кӑларса пенӗ.

Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче кӑтартакан информаци тӑрӑх 4 ҫынна кӑна тапнӑ.

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем