Ҫӗнӗ Шупашкарта спорт комплексне ӗҫлеме чарнӑ. Унти «Солнечный» комплекс республикӑра санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара чылай предприяти-организацие хупрӗҫ. Вӗсенче халӑх йышлӑ пухӑннӑран чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти спорткомплекса тӗрӗслевҫӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Унта спорт вӑййи иртнӗ. Пурӗ 10 ҫын ытла пухӑннӑ. Саккуна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен протокол ҫырнӑ, ӑна суда ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексне суд ӗҫлеме чарнӑ. Яланлӑха мар. 22 кунлӑха. Эпидемиологи тӑрӑмӗ япӑхнӑ вӑхӑтлӑха. Спорткомплекса суд приставӗсем пырса кӗнӗ, алӑксене хупса хунӑ.