Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашӑн харкам ӑнӗ аталанни

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Родионов 23.04.2020 07:47 | 6614 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

(XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗ)

1905‑1917 ҫулсенчи политика юхӑмӗсем

Чӑваш халӑхӗн иртнӗ пурнӑҫӗнчи пысӑк улшӑнусене виҫӗ паллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтарса пӑхма пулать: чӑваш тӑрӑхӗ Раҫҫейӗн пӗр пайӗ пулса тӑнипе (1551), чӑваш ҫынни православи чиркӗвӗн тӗнне куҫнипе (XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсем) тата Раҫҫейре патша йӗркине пӑрахӑҫа кӑларнипе (1917). Ку статьяра эпир, тӗпрен илсен, юлашки паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ пирки калаҫӑпӑр.

XIV ӗмӗрте пӑлхарсем (ун чухне вӗсем хӑйсене пӳлер тенӗ пулас) тӗн енчен икӗ ушкӑна пайланса каяҫҫӗ: пӗсӗрменсем (мӑсӑльмансем) тата ҫӑваҫсем (халӑх тӗнне уякансем, каярах тутар чӗлхин витӗмӗпе чӑваш тесе калама пуҫлаҫҫӗ). Пӗрремӗшӗсен ытларах пайӗ хуласенче тӳре-шарапа тӗн тата ытти хула ӗҫӗпе, иккӗмӗшӗсем вара ялсенче ҫӗр ӗҫӗпе тӑрмашса, чӳксем ирттерсе тата киреметсене упраса пурӑннӑ.

XVI‑XVII ӗмӗрсенче чӑваш халӑхӗн традицилле сӑнӗ-сӑпачӗ (культурипе йӑли-йӗрки), унӑн этнографи ушкӑнӗсем (анат енчисемпе анатрисем тата турисем), этнотерриторийӗ ҫирӗпленсе ҫитеҫҫӗ. Ку тапхӑрти наци ӑнӗ чӗлхепе культурӑран ытларах тӗнпе (ҫу/ҫӑв чӑваш тӗнӗпе) тачӑ ҫыхӑннӑ (тӗнне улӑштарнӑ чӑваш чӗлхипе ҫи-пуҫне те, йӑлисене те улӑштарнӑ). Мӑсӑльмана куҫнисем тутар, православие куҫнисем крешӗн (вырӑсла крещенный сӑмахран) пулса тӑнӑ. Ун чухне чӑваш кашни халӑха Турӑ хӑйне уйрӑм тӗн уйӑрса панӑ тесе ӗненнӗ, хӑйне унӑн ывӑлӗ тесе шутланӑ.

XVIII ӗмӗр варринчен пуҫласа чӑвашсен тӗп пайӗ хӑйне православи ҫынни тесе хисеплеме тытӑнать, хӑйне Турӑ чури вырӑнне лартса турӑшсене пуҫҫапма пуҫӑнать. Ҫӗнӗ тӗне вырӑссемпе кӳршӗллӗ ытти халӑхсем те уянӑран чӑваш хӑйне ыттисенчен чи малтан чӗлхепе культурӑна кура уйӑрса пӑхма тытӑнать. Турри те патша пекех пӗрре кӑна тет вӑл («Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша»). Патша вара ҫӗр ҫинчи халӑхсене тытса та пӑхса пурӑнать иккен.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне чӑваш халӑхӗ хӑйӗн вӗреннӗ ҫыннисемлӗ (интеллигенцийӗллӗ), кӗнекеллӗ (малтанхи тапхӑрсенче чӑвашӑн кӗнекине «ӗне ҫинӗ» тенӗ, ҫапла калани «кӗнекесем вӑрҫӑ-харҫӑ вутӗнче ҫунса кайнӑ» тенине пӗлтернӗ), шкуллӑ халӑх пулса тӑрать. Унӑн вӗреннӗ ачисем Турӑпа патша ҫинчен мар, хура халӑх пурнӑҫӗ, тӑван халӑхӑмӑр шӑпи, аваллӑхӗпе паянхи тата пуласлӑхӗ пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапларах ҫӗнӗ шухӑш йӗркеленнине тутарсем инкыйраз, чӑвашсем вара ҫухалу хӑрушлӑхӗ тесе палӑртаҫҫӗ.

1917 ҫулта чӑвашсен наци ӑнӗ тата ҫӗнӗ шая ҫӗкленет. Интеллигенци патшапа Турра та сивлет ӗнтӗ. «Эпир, чӑваш вӗреннӗ ҫыннисем, — тесе ҫырать А.Милли тин кӑна ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑнӑ чӑваш хаҫатӗнче (Хыпар. 1917. 3 №), — патша пур чухне нумайччен вӑрттӑн хуйхӑртӑмӑр. Ҫав ухмах патша пур чухне эпир чӑн сӑмаха сире каласа пама та хӑраттӑмӑр. Халӗ патша ҫук, пире чӑнлӑха вӗрентнӗшӗн хӑратакан ҫук. Сире хытӑ саспа чӗнсе калатпӑр: пирӗн те хамӑр пурӑнас тенӗ пек пурӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Чӑвашсем! Хӑвӑршӑн тӑрӑшакан ҫынсемшӗн хытӑ тӑрӑр».

«Чӑвашсем! Пӗрлешсе ӗҫлеме тытӑнӑр!» йышши чӗнӳсем хаҫатра (Хыпар. 1917. 2 №) тӑтӑшах курӑнма пуҫлаҫҫӗ. «Хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатас тесен пирӗн, чӑвашсен, пӗрлешсе, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пӗр ҫын пек, пӗр чун пек ӗҫлес пулать» тесе пӗтӗмлетет А.Милли хӑйӗн пӗр статйинче (Сыхланӑр ӖӖ Хыпар. 1917. 1 №). Шел пулин те, килӗштерсе ӗҫлесси шалти вӑйсемпе туртӑмсенчен кӑна мар, тулашри сӑлтавсенчен (Раҫҫейри политика лару-тӑрӑвӗнчен) те чылай килнӗ. Ҫакна 1917‑1918 ҫулсенчи ӗҫсем аван кӑтартса параҫҫӗ. Ҫав пулӑма тӗплӗнрех ӑнланас тесен маларах пулса иртнисене пӗлни те кирлӗ.

Юман Мӗтри хӑйӗн «1905 ҫул» ятлӑ аса илӗвӗнче (1925) Яковлев ӳстернӗ интеллигенци аслӑ ҫутлӑхҫӑн (просветителӗн) программинчен иртсе кайни, «ун туртинчен тухса урӑх ҫулсем шырама тытӑнни» ҫинчен каланӑ: «Ҫав интеллигенци хушшинче тӗрлӗ туртӑмсем курӑна пуҫлаҫҫӗ: пӗрисем революци еннелле сулӑнаҫҫӗ, теприсем наци культурине тӑвас ӗҫ ҫине ҫеҫ тӗренсе унтан иртеймеҫҫӗ». Юман хаклавӗнче сулӑнӑҫлӑ шухӑш сисӗнсен те вӑл ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи лару-тӑрӑва тӗрӗс кӑтартса парать. Чӑваш хушшинче социаллӑха мала лартакан парттисенче тӑракан ҫынсем ун чухне ҫителӗклех пулнӑ. «Ҫав социалистсем чӑваш интеллигенцийӗн сулахай ҫуначӗ пулаҫҫӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн малашнехи пӗтӗм ӗмӗтне революци ҫине ҫеҫ хураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем пӗтӗм авалхи пурнӑҫа хирӗҫ пыраҫҫӗ, пуринчен ытла вӗсем патшасен патшалӑх йӗркине вӑйпа сирпӗтесшӗн тарӑхса ӗҫлеме тапратаҫҫӗ. Ҫапла Иван Яковлевич ҫавӑрнӑ йӑваранах ерипен социалистсем сиксе тухаҫҫӗ» (Ҫавӑнтах).

Тепӗр, сылтӑм ҫуначӗ тесе Юман буржуаллӑ демократи енне туртӑнакан юхӑма калать, вӗсен ретне Н.В. Никольские, О.Г. Романова, В.И. Кривова тата ытти нумай вӗрентекене, земствӑра ӗҫлесе пурӑнакан, хуласенче патшалӑх вырӑнӗсенче тӑракан чӑвашсене кӗртет. Ҫав юхӑма Юман акӑ еплерех хак парать: «Ҫак буржуаллӑ демократи енне туртӑнакан юхӑм та Иван Яковлевич кӑтартса панӑ ҫула пӗтӗмпех пӑрахать: вӑл хӑй шанчӑкне патшапа улпутсем ҫине, унтан чиркӳ ҫине хумасть, вӑл хӑй ӗмӗтленнӗ пур ӗмӗте буржуази ҫине хурса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл буржуази кӗрешнӗ чухне вӑй ҫитнӗ таран пулӑшу парса тӑрать».

Юман ҫак икӗ хире хирӗҫле юхӑмсемсӗр пуҫне чӑвашсен хушшинче «тӗрлӗ националлӑ юхӑмсем» палӑрни ҫинчен те калать. Вӗсем шкул ӗҫне, кӗнеке кӑларас ӗҫе малалла ярас тесе ҫанӑ тавӑрсах тӑрӑшаҫҫӗ, халӑх историйӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ, чӑваш шкулӗнче чӑваш учителӗ ӗҫлетӗр, чӑвашӑн хӑйӗн архиерейӗ пултӑр теҫҫӗ. Ҫак юхӑм (Юман ӑна наци оппозицийӗн ҫыранӗ тесе палӑртать) «патшасен пусмӑрлӑ йӗркипе те килӗшмест, вӗсене хирӗҫ вӑйпа кӗрешӳ тапратма чарӑнса тӑрса самодержави вӑхӑтӗнчех чӑваш культурине епле те пулсан малалла ямалли мелсем шырать» (Ҫавӑнтах).

Юман палӑртнӑ юхӑмсем, хӑй каланӑ тӑрӑх, чӑвашӑн вӑл е ку «класлӑ сийӗн сунавӗсене» палӑртнӑ: социализм енне туртӑнакан юхӑм хыҫӗнче чухӑнпа вӑтам хресченсем, бурлакланнӑ ял ҫыннисем, унтан пурнӑҫӗпе пролетариата ҫывӑх чӑваш интеллигенчӗсем тӑнӑ; либерализмпа буржуаллӑ демократи енне пирӗн аталанакан вак буржуази сулӑннӑ; Иван Яковлевич ҫулӗпе националистсен ҫулӗ ҫине ялти пуянсем, пупсем, нумай вӗрентекенсем, нумай тӗттӗм хресченсем пусса тӑнӑ.

Ҫак ушкӑнлу чылай хирӗҫӳллӗ. Калӑпӑр, патшан пусмӑрлӑ йӗркипе килӗшмен, тӑван культурӑна малалла яма тӑрӑшакансене националист (тен, автор ӑна патриот пӗлтерӗшӗпе усӑ курнӑ?) тесе хаклани ӑнӑҫсӑр. Наци оппозицине социалистсем те, буржуаллӑ демократсен ретне лартнӑ чӑвашсем те кӗни паллӑ. Эппин, ушкӑнлу критерийӗсене социаллӑ сийсене тӗпе хурса мар, урӑххи ҫине тӗревлесе палӑртмалла. Анлӑрах куҫпа пӑхсассӑн тӗп кӗрешӳ яланах икӗ вӑй хушшинче пынӑ: халӑх чӑмӑртанӑвӗн, аталанӑвӗн мехелӗ тата ӑна чӑрмантарса, чарса пыраканӗсем. Яковлев чӑваша шкулсемпе кӗнекесем парса, ҫӗнӗ интеллигенци ҫитӗнтерсе вӑхӑта хуса ҫитме пулӑшнӑ. ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Раҫҫей техникӑпа ӑслӑлӑх ӗмӗрне ҫирӗппӗн кӗрет. Ку вӑхӑтра тӗн ӗҫӗ мар, вӗренӳпе пӗлӳ ӗҫӗ мала тухать; халӑха пупсенчен ытларах вӗрентекенсемпе ял хуҫалӑх ӑстисем, юристсемпе инженерсем, тӗрлӗ ӑслӑлӑхҫӑсем кирлӗ пулни курӑнса каять. Ҫак наци идейине чӑмӑртакан юхӑм пуҫне ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Николай Васильевич Никольский (1878‑1961) тӑрать. 1903-1917 ҫулсенче вӑл Хусанти куҫару ушкӑнӗнчи чӑваш секцине ертсе пырать. Ҫав ҫулсенче секци сӗннипе 30 ытла чӑвашла кӗнеке тухать, вӗсенче выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ӗҫӗсем, медицина, географи, ачасене вӗрентес ыйтусем ҫинчен ҫырнӑ, халӑх сӑмахлӑхӗпе илемлӗ литература тексчӗсем те пичетленнӗ. 1906‑1914 ҫулсенче Н.В. Никольский ҫулсерен «Ҫулталӑк кӗнеки» пухса кӑларать. Хусан вӗренӳ округӗн управленийӗ ҫумӗнчи куҫару комиссийӗнче ӗҫленӗ хушӑра вӑл 6 кӗнеке редакцилесе кӑларать, ҫав шутрах Н.И. Ашмарин словарӗн («Чӑваш сӑмахӗсен пуххин») чи малтанхи кӑларӑмне те. 1910‑1911 ҫулсенче Никольский вырӑсла-чӑвашла тата славянла-чӑвашла словарьсем пичетлесе кӑларма пултарать. Вӑл шкул чӗлхи пирки пыракан тавсене хутшӑнса яланах тӑван чӗлхемӗрпе культурӑмӑра хӳтӗлеме, тӗрлӗ шовинистсен ҫӑварӗсене хупласа лартма тӑрӑшнӑ.

1911 ҫулта Хусанти дворянсен пухӑвӗнче ҫапларах йышӑнусем тӑваҫҫӗ: 1. Вырӑс мар халӑхсен хушшинче ӗҫлекен шкулсенче вӗрентме вырӑссене кӑна илмелле. 2. Чиркӳсенче те вырӑс ҫыннисем кӑна ӗҫлемелле. «Вырӑс халӑхӗ кӑна тӗрӗс вӗрентме пултарӗ «инородецсене», лешсен вӗреннӗ ҫыннисем час-часах вырӑс культурипе патшалӑхлӑхне хирӗҫ тӑраҫҫӗ» — тенӗ ҫав пухура. Пӗри вара вырӑс мар халӑхсене «этнографилле анахронизм» тесе хак панӑ.

Ҫакӑн пек лару-тӑрура вырӑс мар халӑхсен интеллигенцине ӑслӑлӑх ҫине тӗревленнӗ, шовинистсене шӑплантарма пултаракан аргументсем кирлӗ пулнӑ. Кӗҫех Н.В. Никольский «Христианство среди чуваш Среднего Поволжья в XVI–XVIII веках» ятлӑ пысӑк тӗпчев ӗҫӗ (Хусан, 1912) ҫырса пичетлет. Унта вӑл чӑваш хушшинчи ӗҫсене (чиркӳ е шкул таврашӗсенчи-и вӑл) чӑвашла лайӑх пӗлекенсен туса пымалла текен шухӑша ҫирӗплетет. Ку ӗнтӗ чӑваш хушшинче чӑваш интеллигенцийӗн ӗҫлемелле тенине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа наци идейин тӗп паллисем ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Ҫакна православи тӗнне уякан ытти халӑхсен (ҫармӑссен, арсен (удмуртсен), ирҫесемпе мӑкшӑсен) интеллигенцийӗ хӑвӑрт туйса ӑнланнӑ. 1917 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче патшана сирпӗтсен вӗсем чи малтан Н.В. Никольский тавра чӑмӑртанаҫҫӗ.

Атӑлҫи халӑхӗсене пӗрлештерес тӗллевпе Н.В. Никольский (ун чухне вӑл Хусан университечӗн приват-доцентӗнче ӗҫленӗ) 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн варринче ҫак хулара ӗҫлекен, вӗренекен, ҫар гарнизонӗнче службӑра тӑракан чӑвашсене, ҫармӑссемпе арсене, комисемпе крешӗн тутарсене, мӑкшӑ-ирҫесене пӗрлешӳллӗ пухӑва чӗнет. Ҫав пухӑва пуҫтарӑннисем пӗр-пӗринпе канашласа-килӗшсе «Атӑлҫи вак халӑхӗсен ушкӑнне» («Общество мелких народностей Поволжья») йӗркелеҫҫӗ, правлени пуҫлӑхне чӑваш ӑсчахне лартаҫҫӗ. Ҫапла вара, вырӑс мар халӑхсен ӗҫӗсене хӳтӗлекен, вӗсене вӑхӑт ыйтнӑ пек аталанма пулӑшакан общество юхӑмӗ йӗркеленет, каярах вӑл хӑйӗн ларӑвӗсенче политика ыйтӑвӗсене те хӑюллӑн хускатма пултарать. Ҫак пӗрлӗх ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каярах та калаҫӑпӑр-ха. Халӗ ӑна аркатма май туса панӑ ытти юхӑмсем ҫинчен пуплесе илер.

Н.В. Никольский ертсе пыракан наци чӑмӑртанӑвӗн юхӑмне чылай чухне социал-революционерсем (Юман палӑртнӑ социалистсен юхӑмӗ) чӑрмантарса пынӑ, вӗсен ырӑ пуҫарӑвӗсене хӑйсен чарусӑрлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхне пула пӑчлантарса лартнӑ. Ҫакна Н.В. Никольскин чӑвашла хаҫат кӑларас ӗҫӗнчи лару-тӑру аван кӑтартса парать. Каярах вӑл ун ҫинчен ҫапларах аса илнӗ: «1905 ҫулхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Хусанти учительсен семинарийӗн директорӗ Н.А. Бобровников мана чӑваш хаҫатне кӑларма тытӑнса пӑхма сӗнчӗ, хӑй вара издатель пулма килӗшрӗ. Пӗчӗк канашлура пулас хаҫатӑн плане сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн «Хыпар» ятлӑ хаҫат эрнере пӗрре чӑвашла кӑларма ирӗк ыйтса губернатор патне ҫыру ятӑмӑр. Пӗр виҫӗ кунтан хаҫат кӑларма май ҫук тесе ҫырса пӗлтерчӗҫ.

Раштав уйӑхӗн ҫурринче эпӗ каллех губернатор патне мана «Хыпар» ятлӑ хаҫат кӑларма, унӑн редакторӗ пулма ирӗк ыйтса ҫыру ятӑм. Ҫырура хаҫат мӗнле ыйтусем ҫинчен ҫырассине пӗлтернӗччӗ. 2–3 кун иртнӗ хыҫҫӑн хаҫат кӑларма ирӗк пачӗҫ.

1905 ҫулхи декабрь уйӑхӗн вӗҫӗ хаҫат кӑларма хатӗрленнӗ ӗҫсемпе иртсе кайрӗ. Тӗп типографипе калаҫусем пуҫларӑмӑр.

Хут пирки академи издательствинчен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Унӑн пуҫлӑхӗ Писарев Леонид Иванович профессор та хаҫат кӑларма панӑ хутшӑн аванс укҫи ҫийӗнчех ыйтмарӗ. Почтӑпа калаҫса татӑлма тертлӗ пулчӗ. Унта «Хыпар» редакцин бандеролӗсене ӑсатнӑшӑн пӗр-ик уйӑхшӑн маларах тӳлеме ыйтрӗҫ.

Ялсене ӑсатмалли хаҫат листисемпе брошюрӑсене йӗркелесе пуҫтарма тӗп типографире ӗҫлекен рабочисем килӗшрӗҫ, аслӑ наборщик патӗнче вӗренекен Волков Василий вӗсене почтӑна леҫме сӑмах пачӗ.

Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен 1905 ҫулхи революци юхӑмне хутшӑннӑшӑн кӑларса янӑ ачасем — Семенов Тимофей, Ефим Трофимов т.ыт.те — редакцире ӗҫлекен сотрудниксем пулса тӑчӗҫ. Вӗсемсӗр пуҫне Хусанти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем те, сӑмахран, Васильев Марк, Иванов Семен т.ыт.те «Хыпар» хаҫат валли статьясемпе заметкӑсем ҫырса пама килӗшрӗҫ. Тӗрлемесре, Йӗпреҫре, Тетӗшре, Чистайра пурӑнакан хут вӗреннӗ хресченсене хаҫат кӑларма пулӑшу ыйтса ятӑмӑр.

«Хыпар» хаҫат редакцине малтанах асӑрхаттарчӗҫ: политика ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ статьясене пичетлетӗр пулсан пирвайхи номер тухсассӑнах хаҫата хупатпӑр терӗҫ.

«Хыпарӑн» цензорӗ Николай Иванович Ашмарин пулчӗ. Унпала хаҫат наборлама кашни номер валли хатӗрленӗ материалсен ал ҫырӑвӗсене пӑхса тухасси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр. Хаҫата политикӑлла статьясем кӗртес мар, вӗсене «Хыпарпа» пӗр вӑхӑтрах уйрӑм пӗчӗк кӗнекесемпе кӑларас тесе йышӑнтӑмӑр.

Хаҫат тухасси ҫинчен хӗрлӗ, симӗс, кӑвак хут ҫинче 300 экземпляра яхӑн пӗлтерӳ пичетлерӗмӗр те вӗсене Хусан, Чӗмпӗр, Самара, Ӗпхӳ, Оренбург, Саратов кӗпӗрнисенчи чӑваш ялӗсене ярса патӑмӑр. Ҫак ӗҫсене пурне те 1905 ҫулхи декабрь уйӑхӗн вӗҫӗнче тума тиврӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Хыпар» хаҫатӑн пирвайхи номерӗсен текстне тата 1906 ҫул валли чӑваш календарьне — ҫулталӑк кӗнекине — кӑларма хатӗрлентӗмӗр. Календарьте 1906 ҫулта «Хыпар» хаҫат тухма тытӑнасси ҫинчен пӗлтерӳ патӑмӑр. Кӗнеке магазинӗн хуҫисем Маркеловпа Шаронов календаре хӑйсен укҫипе пичетлерӗҫ, уншӑн вӗсене пирӗн календарӗн 7000 экземплярне сутса тунӑ тупӑшӑн 30%-не памаллаччӗ. Календаре хӑвӑрт туянса пӗтерчӗҫ, редакцин вара хут туянма тата хаҫат наборлама ҫителӗклех укҫа-тенкӗ пулчӗ. Тӗп типографинче ятарласа «Хыпара» ӑҫта ярса памалли адрессене пичетлеттертӗмӗр. Вӑл адрессен шутне чи малтанах чӑваш ачисем ытларах вӗренекен шкулсене кӗртнӗччӗ. Адрессен шутӗнче тата Мускав, Петербург университечӗсен библиотекисене, Гельсингфорс университечӗ ҫумӗнчи «Финно-угорское обществӑна», Лейпциг университетне, Парижри наукӑсен академине, Лондонри наукӑсен академине, Рим, Будапешт, София, Константинополь, Филадельфия университечӗсен библиотекисене яма пичетленӗ адрес-этикетсем те пурччӗ.

«Хыпар» хаҫатӑн кашни номерӗнче мӗнле статьясем пичетлессине эпӗ хам палӑртаттӑм та вӗсене ҫырса хатӗрлеме сотрудниксене хушаттӑм. Статьясене хатӗрленӗ чух унӑн тӗп шухӑшне уҫса пама, ӑнланмалла чӗлхепе ҫырма кирлине асӑрхаттарма тиветчӗ. Сотрудниксене яланах ҫакна асра тытма хушаттӑм: эпир хаҫата тӑван чӗлхепе хаҫат тухассине те ӗненме пӑрахнӑ халӑх валли кӑларатпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн пӗтӗм вӑй-халран статьясене лайӑх ҫырма тӑрӑшмалла теттӗм.

Хресчен-вулакан кӗскен, ӑнланмалла чӗлхепе калаҫнине хисеплет, манӑҫа юлнӑ е никам илтмен ҫӗнӗ сӑмахсем кӗртсе, тӑсса кайнине юратмасть. Хресчен тӗплӗн пӗлсе хак паракан вулавҫӑ иккенне шута илсе, хаҫата вӑл хисеплетӗр тесен пирӗн нумай ӗҫлемелли ҫинчен ӑнлантарса патӑм. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн сотрудниксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫлеме тытӑнчӗҫ, никама та хӑйсен юлташӗсем умӗнче намӑс курма тивмерӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Хыпарӑн» пӗрремӗш номерне типографине патӑмӑр. Пурин чунӗнче те хаваслӑхчӗ. «Хыпар» хаҫатӑн 1-мӗш номерӗ тухни редакцире ӗҫлекенсемшӗн чӑваш халӑхӗн пысӑк уявӗ пек, культурӑллӑ ҫӗнӗ пурнӑҫӑн ҫуркунни евӗр туйӑнчӗ.

Ҫав хаваслӑ шав вӑхӑтӗнчех чӑваш ҫамрӑкӗсем «Хыпарӑн» малалли номерӗ валли тата уйрӑм брошюрӑн кӑларма темӑсем ыйта пуҫларӗҫ. Вӗсен ыйтӑвӗсене пурне те шута илтӗмӗр. Хӑш-пӗр сотрудниксене хӑйсен ӗҫне ӑнӑҫлӑ тата пӗлсе ҫырма пулӑшас тӗллевпе вырӑсла кӑларнӑ кӗнекесемпе брошюрӑсем патӑмӑр.

Ҫу уйӑхӗ тӗлнех сотрудниксен хушшинче группировкӑсем пулни палӑрчӗ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннисем Хусанти учительсен институчӗн студенчӗсем ертсе пынипе редакци умне хаҫата ытларах политикӑлла тата социал-экономикӑлла ыйтусемпе ҫырнӑ статьясем пичетлес тӗллеве кӑларса тӑратрӗҫ. Хусан вузӗсемпе вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсем «Хыпарӑн» тӗп сулӑмӗпе килӗшетчӗҫ.

Чӗмпӗртен килнисем статьясен радикализмне, хаҫатшӑн ку епле хӑрушӑ пулин те, хӳтӗлетчӗҫ. Хусансем, пачах та урӑхла, кун пек тума иртерех тесе шутлатчӗҫ. «Типографиренех жандармерине каять пулсан, тетчӗҫ вӗсем, хаҫат кӑларнин мӗн усси пур. Пирӗн малтан халӑха тӑван чӗлхепе тухса тӑракан хаҫата юратма, уншӑн тӑрӑшма вӗрентес пулать». Ку тавлашусем хӗрӳллӗ иртетчӗҫ: икӗ енӗ те хӑйсен позицийӗнчен пӑрӑнмаҫҫӗ. Хаҫат ҫӗртме уйӑхӗчченех кӑрлачра илнӗ сулӑмпа тухса тӑчӗ.

1906 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче эпӗ хресченсен пурнӑҫӗпе культурине тӗпчеме Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Чикме уесӗсенчи чӑваш ялӗсене тухса кайрӑм. Губернатортан ирӗк ыйтса хам вырӑна редактор ӗҫӗсене туса пыма «Хыпар» сотрудникне Сергей Кириллович Кириллова хӑвартӑм.

Пӗррехинче, Етӗрне уесӗнчи Йӳҫпан ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманпа пынӑ чух, мана пӗр палламан ҫамрӑк велосипедпа хӑваласа ҫитрӗ те: «Сирӗн хаҫата арестленӗ, редакцинче пурте хӑраса ӳкнӗ, хӑвӑртрах Хусана васкӑр, мӗнле те пулсан ӗҫе майлаштарма тӑрӑшӑр», — тесе пӗлтерчӗ.

Хусана таврӑнсан ӗҫ мӗнле пулса иртнине пӗлтӗм. Чӗмпӗрҫӗсем хистенине чӑтаймасӑр тата вӗсем ҫине тӑрса ыйтнине пула С.К. Кириллов ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗр номерте политика ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ статьяна пичетлеме килӗшнӗ. Хаҫата пичетленӗ хыҫҫӑн цензурӑна пӑхса тухма панӑ, унта вара ӑна тытса чарнӑ, пӗтӗм тиражӗ типографинчех юлнӑ. Часах редакцие жандармсем те персе ҫитнӗ, тӗплӗн ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫех тухса кайнӑ. Хаҫат редакцине тутарсен «Азатпа» «Тауш» ятлӑ хаҫачӗсен шӑпи кӗтнӗ — ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче жандармери ҫак хаҫатсене пичетлеме чарса лартнӑ.

Эпӗ ҫине тӑрса тӑрӑшнине пула цензура тытса кайнӑ «Хыпар» листисене ҫӗнӗрен пичетлесе ку номере кӑларса ятӑмӑр. Анчах та кун хыҫҫӑн хаҫат вулакансем патне вӑхӑтра ҫитесси пӑсӑлчӗ, хаҫата ҫырӑнса илекенсем ун пирки вӑйлӑ ӳпкелешсе ҫырма тытӑнчӗҫ. Чӑннипе кунта редакци айӑпӗ пулман — хаҫата вӑхӑтра ярса тӑнӑ. Вулакансен инкек-синкекӗ пӗтӗмӗшпех губернатор канцелярийӗнчен килнӗ, унтан вулӑс правленисене хаҫата хресченсем хушшинче сарассине чарма тӑрӑшмалла тесе вӑрттӑн приказ янӑ пулнӑ.

Сотрудниксен хушшинчи чӗмпӗрҫӗсен ушкӑнӗ ҫине тӑрсах ыйтнӑ хыҫҫӑн хаҫата малалла епле кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма ятарласа канашлу ирттернӗ. Ку канашлура хаҫата ҫӗнетесси ҫинчен, унта ҫуррине яхӑн политикӑлла статьясем пичетлеме, мана хаҫат кӑларас ӗҫрен хӑтарса «Хыпара» канашлу суйланӑ ҫӗнӗ редактор С. Игнатьев аллине пама йышӑннӑ. Эпӗ вара «Хыпар» хаҫат редакци ӗҫӗсене С.Игнатьева парасси ҫинчен губернатора ҫырса пӗлтертӗм. С. Игнатьев хӑй те хаҫат кӑларма ирӗк ыйтса ҫыру ячӗ, часах вара хаҫат кӑларасси ун аллине куҫрӗ».

Н.Никольский хаҫачӗн программи либераллӑ туртӑмлӑ пулнӑ. Редактор влаҫа хирӗҫле шухӑшсенчен асӑрханнӑ, ӑна хупса хурасран шикленнӗ. Ҫав хушӑрах вӑл халӑх пурнӑҫне ҫӑмӑллатма кирли ҫинчен те ҫырать. Хресченсен ҫӗр хӗсӗк, вӗсене ҫӗр касса памалла, ҫӗнӗ ҫӗрсене куҫармалла тет вӑл. Пурнӑҫа лайӑхлатас тесессӗн хут вӗренсе пӗлӳ илмелле. Ялсенче ал ӗҫӗн (ремесло) шкулӗсем уҫмалла тесе ҫырать вӑл хӑйӗн «Хура халӑх нушисем ҫинчен» ятлӑ статйинче.

1906 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче Чӗмпӗр ҫывӑхӗнчи пӗр уҫланкӑра чӑваш ҫамрӑк интеллигенцийӗн «Чӑвашсене вӗренме пулӑшакан союз» ятлӑ ушкӑнӗн сpезчӗ вӑрттӑн иртет. Унта пухӑннисем халӑхӑн политикӑлла ӑнланулӑхне еплерех ӳстермелли ҫинчен калаҫаҫҫӗ, «Хыпар» хаҫата хӑйсен аллине илме палӑртаҫҫӗ. С. Игнатьев редактор пулса тӑрсан хаҫатра революци шухӑшлӑ статьясем ытларах та ытларах пичетленме пуҫлаҫҫӗ. Никольский асӑрхаттарни чӑна килет: 1907 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫата хупаҫҫӗ. Унта ӗҫленӗ Тайӑр Тимккине виҫӗ ҫуллӑха ссылкӑна яраҫҫӗ. Кӗҫех реакци вӑхӑчӗ ҫитет. Вырӑс шовинисчӗсем Яковлевпа Никольский ертсе пыракан юхӑм ӗҫӗсене хытах тапӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫак лару-тӑрура халӑх чӑмӑртанӑвӗн, культурӑмӑр аталанӑвӗн идейи каллех малти вырӑна тухса тӑрать. Самарта ҫав пархатарлӑ ӗҫе Д.Ф. Филимонов, Ӗпхӳре Г.И. Комиссаров (Вантер) кӳлӗнеҫҫӗ, чӑваш ӗҫне официаллӑ влаҫа хирӗҫ каймасӑрах туса пыма пултараҫҫӗ.

1906 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче Д.Ф. Филимонов Никольский патне ҫапла ҫырса пӗлтерет (ҫырӑвне оригинал чӗлхипех илсе кӑтартнӑ): «Глубоко сожалею, что за «Хыпар» достается Вам так много душевных мук и скорбей… Но вы не унывайте, а вооружайтесь терпением и верою в истинность и полезность Вашего служения. Пройдет немного времени, — все сгладится. Ведь золото как ни топчи в грязь, — оно все равно золотом же останется. На моей памяти ни один честный инородческий деятель не оставался без нападок со стороны врагов. Такая уж их судьба… Кто знает, быть может, увлечение «кружка» (кунта сӑмах «Чӑвашсене вӗренме пулӑшакан союз» пирки пырать) чувашской молодежи приведет наших сородичей не к пути прогресса, а к погибели, что и происходит теперь».

Филимонов малалла хӑйӗн ӳсӗмӗ Яковлев ертсе пынипе 30 ҫул ытла чӑваш культурине аталантарни, политикӑран аяккарах тӑма тӑрӑшни ҫинчен ҫырать. Паянхи интеллигенцин тӗллевӗсем анлӑрах пулнине йышӑннӑ хушӑрах вӑл ҫамрӑксене социализм идейисемпе ытлашши айхашаҫҫӗ тесе ӳпкелет. Ҫакӑ вӗсемччен тӑрӑшса тунӑ ӗҫсене харама ярать иккен. Унпа пӗрлех чӑваш пек пӗчӗк йышлӑ халӑхсене социалистсем темиҫе пая уйӑрса яма пултарни те пӑшӑрхантарать ӑна. «Нам необходимо устроить всеобщий чувашский сpезд для обpединения всех чувашских интеллигентов, — хӑйӗн ӗмӗтне палӑртать Даниил Филимонович. — Наша первейшая задача — культурное развитие чуваш, совокупное и политическое». Ҫав хушӑрах вӑл хура халӑхӑн наци туйӑмне аталантарасси пирки те шухӑшлать, «вырӑс пулас», «тутар пулас» тесе калакансем чӑвашра ан пулччӑр тет.

Гурий Иванович Комиссаров (Вантер, 1883‑1969) Хусанти тӗн академийӗнче вӗреннӗ хушӑрах «Чуваши Казанского Заволжья» ятлӑ пысӑк тӗпчев ӗҫӗ ҫырса пичетлет (1911), Ӗпхӳре «Чувашский «саламальник» ятлӑ тӗпчев брошюри (1914), «Смысл мировой истории» ятлӑ философи трактачӗ (1916) кӑларать. 1917 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл ертсе пынипе «Ӗпхӳри Чӑваш Халӑхӗн Ушкӑнӗ» йӗркеленет. Ӗренпур (Оренбург) вӗренӳ округӗнчи тата Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи вӗрентекенсен сpездне ҫак ушкӑн П. Миронова тата Г. Комиссарова ярать. Вӗсем унта чӑваш халӑхӗ ячӗпе тухса калаҫаҫҫӗ, Ӗпхӳре чӑваш вӗрентекенӗсен семинарине уҫма ыйтаҫҫӗ. Кӗҫех Г. Комиссаров «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» ятлӑ ӗҫ ҫырать (1917), ӑна «Ӗпхӳри Чӑваш Халӑхӗн Ушкӑнӗ» 1918 ҫулта пичетлесе кӑларать. Малалла ҫав хайлавӑн уйрӑм вырӑнӗсене илсе кӑтартӑпӑр.

«Кирек кам та малашне ӗмӗтленсе пурӑнать, усалрах пурӑнӑҫран лайӑхрах пурӑнӑҫа тухма тӑрӑшать. Апла пулмасассӑн тӗнче пурӑнӑҫӗ пӗр вырӑнтах тӑнӑ пулӗччӗ, самана лайӑхланни пулман пулӗччӗ. Этем хӑй пурнӑҫне тата пур ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа лайӑхлатма пултараймасан выльӑхран малах пулмӗччӗ. Анчах этеме «ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ» теҫҫӗ; ҫӗр ҫинче унран ӑслӑ чӗрӗ чун ҫук, ҫӗр унӑн аллинче тӑрать. Эпир те, чӑвашсем, ҫав этем ятнех илнӗ, эпир те этем ячӗпех пурӑнатпӑр. Апла пулсан эпир те ҫӗр патши пулатпӑр, пирӗн алра та ҫӗр тӑмалла, пире те ҫӗр ҫийӗнчи ырӑлӑх тивмелле, пире те ҫӗр ҫийӗнчи выльӑх-чӗрлӗх те, пур чӗр чун та юратса пӑхӑнса тӑмалла; эпир те телейлӗ, илемлӗ пурнӑҫпа пурӑнмалла. Халӗ эпир ҫав илемлӗ пурнӑҫа курмастпӑр пулсан вӑл пурнӑҫ малашне те пулин пулмаллах. Хальхи пурнӑҫ начар пулсан вӑл е хамӑр ҫывӑрса пурӑннинчен, е урӑх ҫынсем пире ирӗк паманнинчен килет. 1917 ҫул ҫитсен Раҫҫейри халӑх хӑй пурнӑҫӗ ҫине куҫне уҫса пӑхрӗ те каларӗ: «Пирӗн хальхи пурнӑҫ начар, этеме килӗшӳсӗр пурнӑҫ, телейлӗ те мар, илемлӗ те маар», — терӗ. Урӑхла, телейлӗ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшларӗ те, унӑн чунӗ ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн ҫунса тунсӑхлама пуҫларӗ. Вӑл ҫав пурнӑҫа часрах тупса илесшӗн. Анчах телейлӗ пурнӑҫ вӑл хатӗр выртмасть, ӑна кулачӑ пек пӗҫерсе алла тыттармаҫҫӗ-ҫке, ҫӳлтен те, еврейсемшӗн маннӑ кӗрпи ҫунӑ пек, ҫумасть-ҫке вӑл. Вӑл пурӑнӑҫа этемӗн хӑйӗнех тумалла, ӗҫлесе тумалла. Епле ӑста тимӗрҫӗ тимӗре хӗртсе, сунтал ҫинче мӑлатукпа ҫапса хӑй мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тӑвать, ҫавӑн пекех пур этем те хӑйӗн телей пурнӑҫне тӑвать. Эпир те хамӑр ҫӗнӗ пурнӑҫа хамӑрах тума пултаратпӑр. Халӗ ӗнтӗ ӗлӗк пире ҫыхса тӑракан сӑнчӑрсем хӑйсемех хӑвӑнса ӳкрӗҫ; лайӑха ӗмӗтленме, ырӑ ӗҫ тума пире чарса тӑракан ҫук ӗнтӗ. Усал ӗҫ тума анчах ирӗк пулмӗ пире.

Ҫапла ӗнтӗ пурнӑҫӑмӑра аванлатас вӑхӑт ҫитрӗ. Анчах эпир, ӗлӗкхи пурнӑҫра ҫыхса хунӑскерсем, тапаланса вӑйран кайнӑ. Халӗ пирӗн вӑйланас пулать, хамӑра хамӑрӑн вӑй кӳртес пулать. Вӑйсӑр, чирлӗ тимӗрҫӗ нумаях ӗҫлеймест, хӑй тӑвас тенӗ япалана та тӑваймасть. Ҫавӑн пекех пирӗн те лайӑхрах апатпа тӗрекленес пулать, хамӑр пурнӑҫа пӗтерекен, пурлӑхӑмӑра ҫӗмрекен усалсенчен хамӑр чӑваш халӑхне сыхласа тӑрас пулать. Унсӑрӑн эпир: «Ирӗке тухрӑмӑр, сывлӑш ҫавӑртӑмӑр, ырӑ пурнӑҫа кӗтӗмӗр», — теме пултараймӑпӑр.

Мӗнле пулӗ вӑл эпир кӗтекен малалли пурӑнӑҫ? Курӑпӑр-и вӑл пурӑнӑҫа эпир, чӑвашсем? Эпӗ пӗччен-пӗччен чӑвашшӑн мар, пур чӑваш халӑхӗшӗн калатӑп. Пулӗ-ши телей пурӑнӑҫӗ пирӗн чӑваш халӑхӗ валли те? «Пулмасӑр», — тейӗр эсир. Эпӗ те калатӑп: «Пулмалла ҫавӑн пек пурӑнӑҫ чӑвашшӑн та». Анчах акӑ мӗн калаҫҫӗ пире: «Ҫӗр ҫине рай килсен ҫав вӑхӑтра чӑваш халӑхӗ ҫӗр ҫинче пулӗ-и е вӑл унччен пӗтсе ларӗ?» — теҫҫӗ. Ан тӗлӗнӗр ку сӑмахсенчен. Ҫав эпӗ калани мана пайтах шухӑшлаттарнӑ. Нумай ӗлӗкхи халӑхсем халӗ ҫӗр ҫинче пурӑнмаҫҫӗ, пӑчланса, ҫухалса кайнӑ. Ӗлӗкхи Египет халӑхӗ, Финикия халӑхӗ, келт халӑхӗ, галл халӑхӗ тата нумай урӑх халӑхсем те халӗ ҫук, ҫухалнӑ вӗсем. Халӗ те хамӑр Раҫҫейрах мишер халӑхӗ, тептер халӑхӗ, вогул халӑхӗ тата Ҫипирти ытти вак халӑхсем те сахаллансах пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир те ыйтатпӑр: “Юлӗ-ши чӑваш халӑхӗ хӑй чӑваш хальлӗн е вӑл халӑхӑн пӗтсе лармалла пулӗ?” Хӑшӗ калаҫҫӗ: «Чӑваш халӑхӗ нумая пырас ҫук, пӗтет», — теҫҫӗ. Хӑшӗ тата: «Пӗтмест», — теҫҫӗ. Тахӑшсем чӑн калаҫҫӗ — ӑна пӗлесси ҫӑмӑлах мар. Ҫавна пӗлес тесен чӑваш ӗҫченнине, чӑваш тӗреклӗхне, чӑваш пурӑнма хавассине е хавас маррине тата чӑваш ӑсне-вӑйне сӑнас пулать. <...>

Чӑваш чӗлхин чаплӑхӗ. Тата калаҫҫӗ: “Чӑвашӑн чӗлхи начар, сӑмахӗсем сахал, ҫавӑнпа чӑваш хӑй чӗлхипе нимех те ҫыраймасть, кӗнекесем те вӑл чӗлхепе нумаях кӑларас ҫук; ҫавӑн пирки чӑваш хӑй хыҫҫӑн та нумаях паллӑ (культура) хӑварас ҫук”, — теҫҫӗ. Анчах акӑ мӗн манма юрамасть: нихӑш халӑхӑн та чӗлхи чи малтанах пуян пулман; авал вырӑс чӗлхи те пирӗн чӗлхе пекех пуян пулман. Халӗ вырӑс чӗлхинче нумай ют халӑх чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсем. Тата калатпӑр: лошадь, базар, чапан, нагайка, айда, казак тени вырӑс сӑмаххисем тетпӗр; тӗрӗссипе ҫав сӑмахсем чӑваш чӗлхипе тутар чӗлхин сӑмаххисем пулаҫҫӗ. Авал мадьяр (мишер, венгр) халӑхӗ те пирӗн чӑваш чӗлхинчен пайтах сӑмах илнӗ, ҫармӑссемпе ирҫесем те пирӗн чӗлхерен сӑмахсем илсе хӑйсен чӗлхисене кӗртнӗ. “Чӑваш нумай сӑмах тутар чӗлхинчен илнӗ”, — теҫҫӗ. Ҫакна тутарсем калама юратаҫҫӗ. Анчах чӑваш чӗлхи тутар чӗлхинчен кивӗрех, ватӑрах; тутарсем килессе те каярах килнӗ пирӗн ҫӗршыва. Апла пирӗн чӗлхерен урӑх халӑхсем кирлӗ сӑмахсене илнӗ пулсан пирӗн чӑваш чӗлхи ытла начар чӗлхе мар вара вӑл. Ку таранччен пирӗн чӗлхе еврей чӗлхинчен, араб чӗлхинчен, перс чӗлхинчен кирлӗ сӑмахсем илкелесе пуйса пынӑ. Халӗ тата вырӑс сӑмаххисем тата урӑх, Европӑри халӑхсен сӑмаххисемпе пуйса пырать. Малалла чӑвашла хаҫатсем, кӗнекесем, журналсем ытларах кӑларма тапратсассӑн, чӑваш пухӑвӗсем ытларах пуҫтарсассӑн, ҫав пухусенче ытларах чӑвашла калаҫсассӑн, чӑваш чӗлхин сӑмах пуххине (словарьне) тӗплӗрех ҫырсассӑн пирӗн чӗлхе те пуйса каятех. Пирӗн хушӑмӑрта та Гомерсем, Ломоносовсем, Карамзинсем, Крыловсем, Пушкинсем, Гогольсем, Тургеневсем, Чеховсем тухӗҫ; хитре, илемлӗ калаҫакансем (ораторсем) тухӗҫ. Вара чӑваш чӗлхи те хӑватланса пуйса кайӗ; кӗрик мӗн ҫинчен те калас тесен калама май пулӗ. Хамӑр чӗлхе чӗре патне ытларах пырать, хамӑр чӗлхен илемӗ чуна ытларах хӗпӗртеттерет. Ҫавӑнпа хамӑр чӗлхепе калани, шухӑшлани пирӗншӗн усӑллӑрах та, савӑнӑҫлӑрах та пулӗ. Ют халӑхсем те вара пирӗн чӗлхене те, пире хамӑра та ытларах хисеплӗҫ. Тӑван чӗлхине хурлакансем вӗсем чӗлхене пӗлейментен хурлаҫҫӗ. Чӑнах та чӑваш чӗлхине таса пӗлекен пит сахал. Илемлӗ, ҫыпӑҫуллӑ сӑмахсене нумайӑшне пӗлмеспӗр эпир. Тата нумай авалхи сӑмахсене (карман, сӗнтӗр, ҫӗрпӳ, турхан, тӑрӑн, укҫӳ, ҫӗмрен, шӗкӗр, енчӗк, тевет, ҫут тата урӑххисене те) халӗ эпир манса пӗлми пулатпӑр. Тата пӗр ҫӗрте пӑрахӑҫа тухнӑ сӑмахсене тепӗр ҫӗрте пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пек пур ҫӗрте те пӗлмен чӑваш сӑмахӗсене халапра тата кӗнекесенче кӗрткелесе лартсассӑн вӗсемпе чӗлхе пуйма пултарать. <...>

Пирӗн чӑваш чӗлхи пӗр енчен начар халӗ, тепӗр енчен вӑл пуян, хӑй тӗлӗшрен вӑл вырӑс чӗлхинчен те иртет. Тата пирӗн чӗлхе вӑрӑм халапа, тӑсса каланине юратмасть; халапа пӑнчӑпа (точкӑпа) уйӑрнине юратать, хӳреллӗ пӑнчӑпа уйӑрнине килӗштермест. Ҫавӑн пирки чӑваш чӗлхипе каланӑ шухӑш уйрӑм куҫа курӑнса тӑрать. Чӑваш халапне ӑнланма пуҫ вӑйӗ нумай кирлӗ мар. Тата чӑвашӑн пусса калани (ударени) яланах пекех паллӑ вырӑнта пулать. Тата сӑмахри сасӑсем пирӗн чӗлхере пӗр тӗслисем пӗрле пуҫтарӑна-пуҫтарӑна тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑш сӑмах хыт сасӑллӑ, хӑш сӑмах ҫемҫе сасӑллӑ (пашалу, савӑнтаракан; перекет, ҫемӗҫтерекен). Ҫавӑн пирки чӑваш халапӗ ырӑ саслӑ, музыкӑллӑ тухать; чӑваш чӗлхипе юрӑсем, сӑвӑсем те (стихотворенисем) ҫырма ҫӑмӑлтарах. Тата пирӗн чӗлхе тӗнчери япала ҫинчен каланӑ чух питӗ тӗрӗс калать; «междометие» теекен сӑмахсем пирӗн пит илемлӗ: шӑнкӑр-шӑнкӑр (шыв юхать), вуштин-вуштин (ҫил вӗрет), шӑтӑр-шатӑр, шӑт-шат, пӑт-пат, пӑшӑл-пӑшӑл, йӑкӑлт-йӑкӑлт, вӑр-вар, ҫӑтӑр-ҫатӑр, кӑпӑр-капӑр, йӑлтӑр-ялтӑр, вӑльтӑр-вальтӑр, кӑтӑр-катӑр, вӑш-ваш! кӗрс! пут! туч! хульт! кӑпӑр-капӑр!.. Кӑвакал нарт-нарт! тет. Лаша и-ха-ха! тесе кӗҫенет. Ӗне мук-мук! тесе макӑрать. Йытӑ хам-хам! тесе вӗрет. Сурӑх ме! тесе макӑрать. Качака ме-ке-ке! тет. Сысна ҫури нӑрит-нӑрит! тесе кӑшкӑрать. Автан киккирикук! тесе авӑтать. Чӑх кӑт-кӑтик! кӑт-кӑтик! тет, чӑх чӗппи шит-шит! тет. Ҫакӑн пек улшӑнман сӑмахсем мӗн илтнине, мӗн курнине чӗлхепе каласа пама пит пулӑшаҫҫӗ; вӗсем халапа илемлентереҫҫӗ, сӑмаха ҫӗклесе вӗҫтереҫҫӗ, итлеме ҫӑмӑллатаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче ҫавӑн пек сӑмахсем пит нумай, вырӑс чӗлхинче те, нимӗҫ чӗлхинче те, хрансус чӗлхинче те, акӑлчан чӗлхинче те ҫавӑн пек сӑмахсем чӑвашӑн чухлӗ ҫук та, чӑвашӑн пек тӗрӗс те мар. Ҫав улшӑнман сӑмахсенчен улшӑнакан сӑмахсем пулса каяҫҫӗ: ҫав сӑмахсем те илемлӗ, тӗнчери чӗр чунӑн сассине те, вылянине те тӗрӗс пӗлтереҫҫӗ: чӑх какалать; упа улать; йыт ӳлет; ҫӑмарта тӑвакан чӑх кӑтиклатать; лаша хӑраса хартлатать; укҫа чӑнкӑртатать; хурт сӗрлет... Тата чӑваш чӗлхинче «прилагательное» теекен сӑмахсем умне хушса каламалли сӑмах татӑкӗсем пур: шап-шурӑ, хуп-хура, сап-сарӑ, хӗп-хӗрлӗ, хип-хитре... Ҫав сӑмах татӑкӗсем япалан тӗсне карттин ҫинчи пек уҫӑ кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавӑн пек сӑмахсем пуян чӗлхесенче те ҫук. Тата чӑваш чӗлхинче «сказуемое» теекен сӑмах ялан тенӗ пекех халапӑн вӗҫне ларать. Ку япала халапа уҫӑмлӑ туса парать, музыкӑллӑ, аван саслӑ тӑвать. Пирӗн чӗлхере тата сӑмах вӗҫне лартса чӗлхене пуйтаракан сӑмах татӑкӗсем пур: аттеҫӗм, аттемӗр, аҫу, ашшӗ; килях (килех), иртех, ӗҫсем, ӗҫем-и; ҫи-ха, ҫисем-и. Вырӑсла та, хрансусла та ҫав сӑмахсене пӗрер сӑмахпа куҫарса каламалла мар; ик-виҫ сӑмахпа каласан та чӑвашла каланӑ пек тӗрӗс пулмасть. Тата чӑваш чӗлхи пӗлӗш-хурӑнташа ят панӑ ҫӗрте вырӑс чӗлхинчен пуянтарах. <...>

Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн чӗлхене ытла хурламалла мар. Ӳлӗм вӑл тата чапланса, пуйса каймалла. Чӑваш чӗлхипе илемлӗ калаҫакан ҫынсем пур. Ҫав ҫынсен халапӗ пит ҫыпӑҫуллӑ, тикӗс тухать: вӗсем темӗн те пӗр халапӑн кукри-макрисене, ҫаврӑнӑшлӑ сӑмахсене тупса чӗлхене илемлетеҫҫӗ. Тата чӑвашла илемлӗ кӗнеке ҫыракансем те пулнӑ, халӗ те пур. К.В. Иванов «Нарспи», «Икӗ хӗр», «Тимӗр тылӑ», «Тӑлӑх арӑм» ятлӑ сӑвӑ кӗнекисем ҫырнӑ, Т.К. Кириллов «Тырӑ пулнӑ ҫул» ятлӑ сӑвӑллӑ кӗнеке, Н.В. Васильев «Чӗлӗм юрри», «Хитре чӗкеҫ» тата урӑх сӑвӑсем те ҫырнӑ; М. Федоров «Арҫури» ятлӑ сӑвӑллӑ халап ҫырнӑ. И.Н. Юркин та, урӑх чӑваш кӗнекеҫисем те илемлӗ чӑваш халапӗсем ҫыраҫҫӗ. Ҫав чӑвашсен сӑмаххисене итлесессӗн е вуласассӑн чӑваш чӗлхипе те пуҫ мӗн шухӑшланине, чӗре мӗн сиснине калама хал пурри курӑнать.

1906 ҫулта чӑвашӑн «Хыпар» ятлӑ хаҫат та туха пуҫларӗ. Библи кӗнекине куҫарса пӗтернӗ ӗнтӗ, чиркӳ кӗллисен кӗнекине те нумайӑшне куҫарса ҫаптарнӑ. Нумай чӑваш халӑхӗн юррисене, юмахӗсене, халапӗсене пуҫтарса кӗнеке тунӑ. Халӗ чӑвашран сӑвӑсем тата урӑхла та шухӑшласа ҫыракан кӗнекеҫӗсем (писательсем) тухрӗҫ (К.В. Иванов, Т.К. Кириллов пачӑшкӑ, Н.В. Васильев, И.Н. Юркин, Н.К. Кузьмин тата урӑххисем те). Хӑшӗ вӗсенчен хӑйсем ҫырнине станпа ҫаптарнӑ; нумайӑшӗ ҫырса анчах хатӗрленӗ, укҫа ҫитмен пирки ҫаптараймасӑр тӑраҫҫӗ. Вырӑс кӗнекеҫисем ҫырнине: Пушкинӑнне, Лермонтовӑнне, Крыловӑнне, Толстойӑнне — хӑшне-хӑшне пирӗн чӗлхене куҫарса станпа ҫаптарнӑ. Чӑвашсенчен вырӑсла ҫыракан писательсем те пур. Ҫав чӑваш ҫырни пурте пирӗн литература пулать. Ҫапла ӗнтӗ пирӗн литература пур. Халӗ пирӗн литература хӑватлах мар, анчах вӑл хӑватланасси малалла. Халӗ пирӗн пӗр хаҫат анчах мар тухать. Хусанта та, Чӗмпӗрте те хаҫатсем туха пуҫларӗҫ. Ӗпхӳре (Уфара) те чӑвашла журнал, кӗнекесем кӑларасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ ҫамрӑк чӑвашсем хаҫатсене ҫыркаласа чӑвашла ӑста ҫырма вӗренеҫҫӗ. Ҫав ҫамрӑк чӑвашсенчен ӳлӗмрех чаплӑ, кревнай кӗнекеҫӗсем тухма пултараҫҫӗ.

Чӑваш малалла кайӗ-ши? Ҫапла ӗнтӗ, эпир чӑвашӑнне ыррине те, усаллине те сӑнаса тухрӑмӑр; чӑваша начарланса пӗтме пуҫланине кӑтартакан хӑрушӑ паллӑсене те, чӑваш хӑватлӑхне кӑтартакан, вӑл малалла кайма тытӑннине пӗлтерекен ырӑ паллӑсене те куртӑмӑр. Ҫав паллӑсене танлаштарса пӑхсассӑн чӑвашӑн хӑватлӑхӗ ҫиеле тухнине куратпӑр. Чӑваш хушшинчи ырлӑх усаллинчен ытларах пек туйӑнать. Ҫавӑнпа чӑваш халӑхӗ вӑрӑм ӗмӗре пырассине, малалла каяссине пит ӗненмелле. Чӑваш хушшинче чуна кӳрентерекен, чӗрене ыраттаракан япала унтан-кунтан тухать; ҫав япаласем ӳлӗм иртсе каймалли япаласем. Чӑваш ӗрчени, ӗҫлеме, вӗренме юратни, пӗрлешме пуҫлани, ушкӑнсем туни, хӑватлӑ пухусем туни, хӑй чӗлхипе хаҫатсем, кӗнекесем кӑларни, чӑваш авалранпах ырӑ шухӑшлӑ, ӑста, суту-илӳ тӑвакан халӑх пулни, ытти халӑхсемпе тан пулма тӑрӑшни; илемлӗ юрӑсем, сӑвӑсем кӑларма, тӗрӗсем, пирсем тума пултарни; кирлӗ япалана килте тума пӗлни: ялсене, ҫуртсене тӑрӑшса лартни; пахча ҫимӗҫ, тырӑ-пулӑ тӑрӑшса туни, ялсене йывӑҫсем лартса илемлетни; вӗлле хурчӗ усрама юратни; ҫанталӑк улшӑннине сӑнама пӗлни; юрлама, музыка калама юратни, чӑвашран вӗреннӗ ҫынсем йышланни, тӗрлӗ ӑста, кӗнекеҫӗсем, поэтсем туха пуҫлани; чӑваш шкулӗсем, чиркӳсем, монастырьсем тӑрӑшса тутарни, — ҫаксем пурте чӑваш малалла каяссине, унӑн пурнӑҫӗ аванланассине, вӑл хӑй пурӑнӑҫне хӑех упраса усрама пултарнине пӗлтереҫҫӗ; чӑваш та культура туса пӗтӗм тӗнче пурӑнӑҫне малалла кайма пулӑшма пултарассине кӑтартаҫҫӗ.

Ҫакна астӑвӑпӑр, тӑвансем! Чӑваш ятне ҫӗртекен, чӑваш хӑватне пӗтерекен усала хамӑртан аякалла сирсе ярӑпӑр. Пӗр шухӑшлӑ пулса, ӳлӗмхи пурӑнӑҫ ҫине шанса малалла пӗр-пӗринпе ыталанса утӑпӑр. Авӑ ҫурӑмпуҫӗ килчӗ, тул ҫутӑлать, ҫӗнӗ кунсем ҫитрӗҫ. Ҫывӑрса юлар мар, кун ҫутинче кӑмака ҫинче йӑваланса выртар мар текех. Тӑрӑр, аллӑрсене мӑлатуксем илӗр, хамӑр пурӑнӑҫа хӗртсе, сунтал ҫине хурса мӑлатуксемпе ҫапа-ҫапа тӳрлетсе, Турӑ хушнӑ пек, хамӑр чун килӗштернӗ пек тӑвӑр. Хамӑр ӗҫлеме ӳркенменнине кура, ку таранччен нумай асапланнине кура ҫав ҫӗнӗ пурӑнӑҫа курма эпир юрӑхлӑ пулӑпӑр. <...>

Чӑвашӑн малалли пурӑнӑҫӗ, манӑн шухӑшпа, илемлӗ, чаплӑ пулмалла. Чӑвашсем ҫӗнӗ Раҫҫейре ытти халӑхсемпе пӗр тан пулӗҫ: Пӗтӗм Раҫҫей Пуххинче ларӗҫ, чӑваш хушшинчи ӗҫсене чӑваш суйланӑ ҫынсем туса тӑрӗҫ, суд таврашне чӑвашла тӑвӗҫ; чӑвашӑн тӗп хысни, тӗп правленийӗ яланах пулӗ, чӑвашӑн яланах хаҫатсем, журналсем, кӗнекесем тухса тӑрӗҫ, кӗнекесем ҫаптарма хамӑрӑн машшинсем пулӗҫ, асӑнмалли чӑваш япалисен пуххисем (музейсем), кӗнеке пуххисем (библиотекӑсем) пулӗҫ; пухусем пуҫтармалли, хаҫатсем кӑлармалли, чӑваша ҫырӑва, ӑс-тӑна вӗрентмелли, каласа кӑтартмалли (лекци тумалли), кӑтартӑмасем (спектакльсем) тумалли чӑваш ҫурчӗсем пулӗҫ; чӑваша ҫӗр хушса парӗҫ; сапаланнӑ чӑвашсем пӗр вырӑнарах пуҫтарӑнӗҫ; чӑвашсем хӑйсен ячӗшӗн, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшакан пулӗҫ. Чӑваш хушшинче тӗслӗрен ӗҫе вӗренмелли шкулсем лартӗҫ, чӑваш тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренӗ; ҫӗртен нумай усӑ илме вӗренӗ. Чӑвашран чаплӑ поэтсем, кӗнекеҫӗсем тухӗҫ; хамӑрӑн композиторсем (юрламаллисене ҫыракансем), музыка ӑстисем, сӑн ҫыракансем, сӑн ӳкерекенсем, халап ӑстисем (ораторсем) тухса чапланӗҫ. Чӑвашсем пӗрлешсе халӑхпа таварсем тума, тырӑ-пулӑ тума, выльӑх-чӗрлӗх усрама, суту-илӳ тума тапратӗҫ, Вӗсем апат-ҫимӗҫ лайӑхрах ҫийӗҫ, кӗлеткене тӗреклӗрех усрӗҫ, ачи-пӑчисене авантарах пӑхса ҫитӗнтерӗҫ; чир-чӗрпе кӗрешмешкӗн ытларах эмелсем тӑвӗҫ, эмеллемелли ҫуртсем лартӗҫ; кил-ҫурта аслӑрах лартса тасарах тытса усрӗҫ; эрех-сӑра ӗҫсе ҫӳрес, чӗлӗм паккас вырӑнне халӑх ҫурчӗсене чуна тӑрантаракан япалана илтсе курма ҫӳрӗҫ. <...>

Ҫав ӳлӗмхи пурӑнӑҫ чӑнах та илемлӗ пулӗ. <...>».

Чӑннипех те сӑвӑлла прозӑн янӑрать ҫак хайлав. Унта ҫыравҫӑн шанчӑкӗпе чун хавалӗ тапса тӑни сисӗнет, унта халӑхӑмӑрӑн мал ӗмӗчӗ палӑрать.

Ӗпхӳре Г. Комиссаровпа пӗрле И. Ефимов (Тӑхти) та чӑваш ӗҫӗшӗн ҫуннӑ, ҫар гарнизонӗнчи чӑвашсене пухса патша тытӑмӗ пӗтни, халӑхӑмӑрӑн чӑмӑртанма кирли ҫинчен ӑнлантарса пысӑк ӗҫ тунӑ.

1917 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ «Хыпарта» ҫапла пӗлтернӗ: «Хусан 12.10. Хусанти чӑваш вӗренекенӗсен ушкӑнӗн раштав уйӑххин 10-мӗш кунӗнче, каҫпа 8-мӗш сехетре пуххи пулчӗ. Ҫак пухӑва Хусана Окружной Чувашский Военный сpезда килнӗ чӑваш салтакӗсен делегачӗсем те пычӗҫ, пурӗ пӗр 300 ҫынна яхӑн пухӑннӑ.

Малтан ҫак пуху И.Е. Ефимов «История чувашской литературы» ҫинчен каланине итлерӗ. Вӑл пуҫламӑшӗнче кашни халӑхӑн словесная (сӑмахпа), письменная (халӑх вӗреннӗ пулсан) литератур(а) пуррине каларӗ. «Литература халӑхӑн мӗн пур чаплӑхне кӑтартать. Этемӗн ӑс-шухӑш, чӗре, чун вӑйӗ ҫакӑнта ӳкет; халӑхӑн пурӑнма пултарни, пурӑнӑҫ хӑвачӗ пӗтӗмпех литература кӗрет… Ҫавӑнпа эпир, чӑвашсем, хамӑрӑн литература историне питӗ вӗренмелле…» Унтан Ефимов пирӗн чӑвашӑн чӑн авалтан пуҫласа хальхи вӑхӑта ҫитиччен литература (устная, письменная) мӗнле тӑнине кӗскен-кӗскен каласа хучӗ <…> Юлашкинчен: “Ҫакӑнта пухӑннӑ салтак, вӗренекен — хисеплӗ чӑвашсем! Ҫак вӑхӑтри пурӑнӑҫа аса илсен пирӗн чӗре витӗр сивӗ ҫил вӗрнӗ пек туйӑнать, пурӑнӑҫ апла йывӑр пулин те эсир ан кулянӑр! Эпир, чӑваш халӑх, чӑваш историйӗ, хамӑр литература ячӗпе пӗрлешер!..”»

Ҫак вӗҫӗнчи чӗнӳ сӑмахӗсене каярах Ҫеҫпӗл Мишши «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар» тесе тепӗр хут каланӑ (1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ваҫанкка патне янӑ ҫырура). Ку ӗнтӗ сӑмахлӑх, литература ячӗпе пӗрлешме йыхӑрнинех пӗлтернӗ. Чӑваш историйӗ ячӗпе пӗр пулма чӗнесси интеллигенци хушшинче Н.И. Ашмаринӑн «Пӑлхарсемпе чӑвашсем» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухсан (Хусан, 1902) пуҫланнӑ. Н.В. Никольский, Г.И. Комиссаров тата вӗсем хыҫҫӑн туртӑнакан ытти чӑваш яшӗсем халӑхӑмӑр аваллӑхне тӗпчеҫҫӗ, унӑн тымарӗсене шыраҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн историне ҫырма Турхан Энтри 1915 ҫултах пуҫӑнать, ӑна вӑл тепӗр икӗ ҫултан «Хыпар» хаҫатра пичетлесе кӑларать.

Э. Турханӑн «Чӑваш историйӗ» ҫапла пайсенчен тӑрать: Умӗнхи сӑмах. Чӑвашӑн авалхи ячӗ. Атӑл вилсен. Дунай пӑлхарӗсем. Пӑлхар хулисем. Пӑлхар тӗнӗ. Пӑлхарсемпе вырӑссем. Тутарсем килсен. Хусан патшалӑхӗ. Вырӑс аллинче. Кунта чӑвашӑн виҫӗ пине яхӑн авалрах пулса иртнисене, халӑхӑмӑр историне ҫырса кӑтартнӑ. Мӗн пурӗ чӑвашӑн харкам ӑнне вӑратассишӗн, наци туйӑмне хускатассишӗн ҫырӑннӑ ҫав хайлав. Автор типӗ чӗлхеллӗ хронист мар, вӗри чӗреллӗ, халӑх шӑпи ҫинчен шухӑщласа чунне ыраттаракан, ӑна чунтан-вартан савакан публицист. Ҫакна уйрӑмах «Хусан патшалӑхӗ» пайра аван туйса илме пулать. Вырӑссемпе тутарсен хушшинче тӑнӑ чӑваш халӑхне мӗн тери йывӑр килнине ӑнлантарас тӗллевпе автор риторика мелӗсемпе усӑ курать: «Шухӑшласа пӑхӑр-ха, мӗнле мӑшкӑл чӑтман-ши ун чухне чӑвашсем, мӗнле вӗсем йӑлтах пӗтмен-ши, вилейменнисем епле тыткӑна кайса пӗтмен-ши? Чӑваш пек тертлӗ халӑх пулман пуль тӗнчере. Мӗнле вӗсем, касӑлманнисем, тыткӑна лекменнисем хӑраса сехрисем хӑпнипе ухмаха ермен-ши? Мӗнле вӗсем ҫав тери асап витӗр аслашшӗсем пухнӑ пуҫӗнчи ӑса ҫухатмасӑр тухайнӑ-ши? Ан хурлӑр, ҫынсем, чӑваш халӑхне! Эсир усалтан вӑл ҫапла начара юлнӑ. Сиртен хӑраса ӗлӗкхи хавас, суту-илӳ тума, тӗрлӗ халӑхсемпе курнӑҫса калаҫма юратакан чӑваш вӑрмана пытанса упа пек пурӑннӑ».

Калуҫӑ халӑхра тӗл пулакан хыткукарлӑха та, чӗмсӗрлӗхе те, йӑпӑлтатулӑха та ҫав пусмӑр вӑхӑчӗпе ҫыхӑнтарса ӑнлантарать: «Ҫак ӗлӗкхи сехӗрленӳллӗ вӑхӑтра чӑвашсем вӑйран хӑраса, вӑйлисене йӑпӑлтатса хисеплеме вӗреннӗ. Вӑйлӑ мар ҫынна, тӑван пулсан та, нимӗн вырӑнне хумасӑр, унран тӑрӑхласа кулма, ӑна тертлентерме вӗреннӗ. Ҫапла туса пирӗн асаттемӗрсем хӑйсен пуҫне касасран хӑтӑлнӑ авал».

Очеркри калу хальхи вӑхӑта куҫать, кунта ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пурнӑҫ варкӑшӗ аванах сисӗнет: «Ҫавӑнтах халӗ те чӑваш ялӗсенче вырӑс пупсем, вырӑс вӗрентекенӗсем ырӑ курса кӑна пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш вӗрентекенӗсене чӑвашсемех тӗрлӗ майпа мӑшкӑлаҫҫӗ, кӳрентереҫҫӗ, ялтан хӑваласа кӑлараҫҫӗ».

Чӑваша хурлаканӗсем, «эсир» текенӗсем чӑваш хушшинче ырӑ курса пурӑнакансемех иккен. Калуҫӑ вӗсене куҫран чӑр! пӑхса ҫапла хӑюллӑн калать: «Ҫук, чӑваша юратман ҫынсем! Авал чӑваш апла та, капла та пулман! Ӑна сирӗн пек чӑваша курайман ҫынсем тертленсе, ҫапла кайӑк чӗреллӗ хӑравҫа, хура чӗреллӗ кӑлӑхсӑра кӑларнӑ. Ку чӑвашӑн айӑпӗ мар. Ку сирӗн айӑп вӑл, чӑвашӑн тӑшманӗсем!»

Хайлава Турхан Энтри ҫапларах кӗлӗ сӑмахӗсемпе вӗҫлет: «Юлашкинчен, савнӑ халӑхӑм, сана ырӑ сунатӑп. Ӗмӗрӗнте нумай чап куртӑн, анчах мӑшкӑлпа тертне те пуринчен ытла куртӑн. Пӗрлешсе пурӑннӑ чухне вӑйлӑ пултӑн. Мӗнпур тӗнчене чӗтретсе тӑтӑн. Ӑсна-пуҫна кӑтартма вӑхӑт ҫитсен, сан ӑсу-чапу ҫинчен мӗнпур тӗнче пӗлчӗ, чӑвашпа чӑваш уйрӑла пуҫласан мӗнпур халӑх хушшине саланса пӗтрӗн, тӑкӑнса кайрӑн. Тӗнче мӑшкӑлӗ пултӑн, хурлӑхлӑ пултӑн.

Эй, Туррӑм. Ҫӳлти пӗр Турӑ! Чӑваш халӑхне ӗмӗр усра, ку таранччен чӑтнине кура малашне ӑна пӗтме ан пар! Авалхи вӑхӑтра ыррине курманскер, халь, ирӗк саманара, савӑнӑҫ кӑтарт. Вӑл саланса, ытти халӑхсем хушшинче йӑлтах тӑкӑнкаласа пӗтесрен хӑтарса тӑр ӑна! Сехӗрлӗ вӑхӑтра чунне ернӗ чирӗсене ырӑлӑх кӑтартса тӳрлет» (палӑртни пирӗн. — В.Р).

Ҫапла вара, наци юхӑмӗн йышӗнче унӑн ертӳҫипе (Н.В. Никольскипе) харӑсах ытти хастар чӑвашсем те хӑйсен сассисене панӑ. 1917 ҫулта ҫак юхӑм пӗр тапхӑр социалистсене те хӑйне май ҫавӑрать. Ҫав хушӑрах эсерсен витӗмне пула «Хыпар» хаҫатӑн девизне «Пӗтӗм чӑваш хаҫачӗ» мар, «Хура халӑх хаҫачӗ» тесе ҫырма йышӑнаҫҫӗ. «Хыпар» чӑваша вӗренме чӑрмантаракан ҫынсене, чӑваш пупӗсен консервациленнӗ, хытса ларнӑ пӗр пайне кӑна сивлет. Хаҫат редакцийӗ ячӗпе А. Милли ҫапларах чӗнсе калать: «Пурте — пуянни те, чухӑнни те, ҫукки те — вӗренме, вӗренме тӑрӑшӑр. Вара эпир, чӑвашсем, часах ҫуталса кайӑпӑр, нумай вӗреннӗ ҫынсем пулса тӑрӑпӑр. Нумай вӗреннипе пӗрле пирӗн пурнӑҫ йӗрки те ҫӑмӑлланса кайӗ. Ӑҫта кайсан та пирӗн сӑмах витӗмлӗ пулӗ, тӗнчене тухсан та кирек мӗнле халӑх ҫине те хӑюллӑ пӑхма тытӑнӑпӑр. Тӗнче йӗркине пӗлсе ҫитӗпӗр… Чӑвашсем! Пирӗн малалла каймалли ҫул хатӗр. Ҫав малалла каяс ҫулпа ертекенни пирӗн питӗ шанчӑклӑ! Ҫав ертекенни вӑл — чӑвашсен харсӑрлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, чӑвашсен хастарлӑхӗ, ӑсӗ. Вӗренӗр, чӑвашсем! Пиртен тӗлӗнмелле халӑх пулса тӑрасси курӑнса тӑрать» (Хыпар. 1917. 23 №).

Ҫак наци юхӑмӗн чи пысӑк ҫитӗнӗвӗ тесе Раҫҫейри Аслӑ Пухӑва (Учредительное собрание) Хусан кӗпӗрнинче суйламалли списока чӑвашсем хӑйсен номерӗпе (1 №) тухма пултарнине шутламалла. Ҫав списока ун чухне Чӑваш Халӑхӗн хучӗ (Чувашский Национальный список) тенӗ, ун пирки «Хыпарта» ҫапла ҫырнӑ: «Пӗтӗм чӑвашӑн мӗн пур вӑйӗпе ҫав хутшӑн тӑмалла. Астумалла: пӗрлешсен вӑй пулатпӑр, ҫӗнтеретпӗр; сапалансан пӗтӗм чӑваш ӗмӗртенпе ҫутта тухма, ирӗклӗх тупма, ытти халӑхпа танлашма ӗмӗтленнӗ ӗмӗте пӗтеретпӗр» (41 №).

Списока 7 ҫын кӗнӗ: Г. Алюнов, Патшалӑхри Хура Халӑх Канашӗн членӗ; И. Васильев, Мускаври ҫӗр виҫевҫисен институтӗнче вӗренекен; С.Николаев, Шупашкарти мировой судья; А. Краснов, Хусанти Чӑваш салтакӗсен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ; И. Сергеев, Шупашкар Уезд земстви ертӳлӗхӗн пуҫлӑхӗ; Д. Петров (Юман Мӗтри), Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи хресченсен канашӗн пуҫлӑхӗ; С. Павлов, Хусан кӗпӗрнин земство ертӳлӗлӗн членӗ, Хусан университетӗнче вӗренекен.

«Хыпарта» номерсерен Чӑваш Халӑхӗн хучӗшӗн сасӑлама чӗннисем пичетленнӗ. «Пӗр чӑваш суйлакан вырӑс хучӗшӗн (списокшӑн) сас пани те пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк намӑс, — тесе ҫырнӑ хаҫат. — Чӑваш ҫынни! Хресчен-улпут-и, салтак-и, ахвицер-и, вӗренменни-и, вӗреннӗ-и, арҫын-и, хӗр арӑм-и, ҫамрӑк-и, ватӑ-и, тӗне кӗнӗ-и, тӗне кӗмен-и, — эсӗ пуринчен те малтан ху чӑвашне асту та Учредительное Собранине суйланӑ чухне чӑвашсен хучӗшӗн, 1-мӗш нумершӗн сасӑ пар» (45 №).

Суйлав хыҫҫӑн Аслӑ Пухӑва 4 чӑваш кӗни паллӑ пулать. Юпа уйӑхӗнчи пӑлхавӑр (революци) хыҫҫӑн халӑх чӑмӑртанӑвне хирӗҫле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ. Г. Алюнов Чӑваш Халӑх Ушкӑнӗпе «Хыпара» сылтӑмалла туртса каять, ҫӗнӗ влаҫа хирӗҫ тӑрать. Ку тӗлӗшрен Юман Мӗтри чӑваш ӗҫне влаҫпа хирӗҫмесӗр, ҫураҫӑнса туса пырас ҫул ҫине тӑни паллӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн интересӗсене мала лартать, совет влаҫӗ чӑвашӑн пӗртен-пӗр хаҫатне хупса лартасран асӑрханас тӗллевпе «Хыпар» хаҫата сылтӑм эсерсенчен туртса илсе «Канаш» ятпа кӑларма пуҫлать. 1918 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче унӑн пӗрремӗш номерӗ тухать. Ака уйӑхӗнче хаҫата Чӑваш тӗп Канашӗпе сулахай социалистсен Комитечӗ кӑларма пуҫлать.

Наци юхӑмӗн пӗрлӗхне хытах хавшатакан сӑлтавсен шутне шурӑ чехсен 1918 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи пӑлхавне кӗртмелле. Вӗсем Самар хулине туртса илнӗ хыҫҫӑн эсерсем советсене хирӗҫле влаҫ (КОМУЧ) туса хураҫҫӗ, халӑх ҫарне йӗркелеҫҫӗ. Ҫав ҫар ҫурла уйӑхӗнче Хусана туртса илсен Г. Алюнов тепӗр хут «Хыпар» кӑларма пуҫлать, хӗрлисем таврӑннӑ чухне халӑх ҫарӗпе тухса тарать. М. Юман та, И. Васильевпа С. Николаев та шуррисемпе пӗрлешеҫҫӗ. Ҫапла вӗҫленет пӗтӗм чӑваш халӑхӗ Аслӑ Пухӑва суйланӑ ҫынсен политикӑри пурнӑҫӗ. Тӗрӗссипе влаҫпа хирӗҫӗве кӗрсе вӗсем хӑйсем сисмесӗрех Н. Никольскипе унӑн юлташӗсем йӗркелесе ҫитернӗ наци идейине те, чӑвашлӑха та хирӗҫле ӗҫсем тунӑ. 1917 ҫулхи кӗркунне чӑмӑртанса ҫитнӗ наци юхӑмӗн пӗрлӗхӗ большевиксен пӑлхавӑрне, влаҫа вӑйпа туртса илнине пула пуҫӗпех арканса каять. Большевиксен 1918 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Хӗрлӗ террор» декречӗ тухнӑ хыҫҫӑн влаҫпа килӗшменнисене судсӑр-мӗнсӗрех персе пӑрахма, тӗрмесене лартма пуҫлаҫҫӗ. Шуррисемпе кайнӑ учредиловецсене тата ытти чӑвашсене арестлемелли хушу тухать. Унта Г. Комиссарова та тытса хупма хушни пулнӑ. Лешӗ шуррисемпе ҫыхӑнман пулсан та влаҫрисене вӑл ҫырнисем килӗшмен. 1918 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Заволжский летописец» журналта (10 №) Г. Комиссаров революционерсене халӑха пӑлхатнӑшӑн айӑпласа ҫапла ҫырнӑ: «К сожалению, не созидание, а разрушение было поставлено некоторыми партиями целью революции, и они привели Россию к гибели. Их работа, к прискорбию нашему, коснулась и мелких народностей Поволжья: слепые служители партийного эгоизма и примостившиеся к диктаторствующей партии служители своего кармана начали сеять семена разделения и человеконенавистничества и среди чувашей и других поволжских народностей. И среди этих народностей появились, к сожалению, личности, которые идею народа и христианского всеединства хотят заменить идеей партийного сепаратизма и ненависти ко всем инакомыслящим».

Кунта Г. Комиссаров чи малтан большевиксемпе сулахай эсерсене айӑплани иккӗленӳсӗр. Вӑл чӑваш интеллигенцийӗн 1917 ҫулхи кӗркунне пулса иртнӗ чӑмӑртанӑвне тепӗр хут тавӑрасшӑн. «Нужно сохранить дело прошлого года и упрочить новую жизнь общими дружными усилиями народа, не разделяя его на враждующие партии», — тесе пӗтӗмлетет ӑсчах. Шел пулин те, унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланма пултараймасть. Кӗҫех граждан вӑрҫи анлӑран анлӑ сарӑлса каять, тӑван тӑвана, чӑваш чӑваша касма пуҫлать.

Автономи авӑрӗнче

Хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче Д. Элмен ҫапла аса илни пур: «Чӑваш коммунисчӗсен хушшинче икӗ ушкӑна пайланса кайни область йӗркеленӗ чухнех палӑрчӗ: пӗрисем большевиксен ҫулне-йӗрне ҫирӗппӗн тытса пычӗҫ, теприсем чӑваш националисчӗсен, интеллигенцийӗпе кулакӗсен кӑмӑлӗсене ҫырлахтарма тӑрӑшрӗҫ».

Ҫыру авторӗ «большевикла тӗрӗслӗх» тенине чи малтан тӗп комитет йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ, ҫӳлтен хушнине яланах итленӗ тесе ӑнланмалла: «Ревком тата облӗҫтӑвком, обком ертсе пынипе тӗп влаҫ директивисене пурнӑҫа ҫирӗппӗн кӗртсе пычӗ».

Иккӗмӗш ушкӑнрисем чи малтан парти директивисене мар, халӑх интересӗсене хӳтӗленӗ, центр хушнисене лешӗсем пек хыпӑнса ӳксе пурнӑҫламан иккен. Ҫав ҫулсенче Сталин, партин тӗп секретарӗ пулнӑскер, влаҫа хӑйӗн аллине ытларах та ытларах ярса илсе пынӑ. Ҫакӑ Чӑваш облаҫӗнче те сисӗннӗ. Чи малтанах центр хушнипе Элмен ревкома (унӑн автономи облаҫӗ йӗркелемелле пулнӑ) большевиксен партийӗн обкомӗнче тӑракансене кӑна кӗртет, чӑваш коммунисчӗсем сӗннӗ Г. Савандеевпа Ф. Сергеева пӑрса хӑварать. Сталин аппаратӗнчисем ҫак ӗҫе (авторитарлӑ влаҫ туса хунине) ырласа йышӑннӑ.

Элмен ертсе пынипе Чӑваш автономи облаҫӗ Мускавран ярса панӑ продразверстка планне (халӑхран тырӑ вӑйпа пухас ӗҫе) 136 процент тултарать. Влаҫа хытӑ тарӑхнӑ чӑваш хресченӗсем пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ, тырӑ пухакансене хӑвалаҫҫӗ, хӗнесе пӗтереҫҫӗ. 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗнче обком секретарьне Элмен вырӑнне Г. Савандеева лартаҫҫӗ. Ҫав выҫлӑх ҫулта Элменпе унӑн хӑш-пӗр тусӗсем тутӑ Ҫӗпӗре тухса тараҫҫӗ. Облаҫри влаҫ обкомран облаҫри советсен ӗҫтӑвкомӗн аллине куҫать. Унӑн председателӗ С. Коричев тата обком секретарӗ Г. Савандеев пӗр шухӑшлӑ пулни сисӗнет.

Сталин аппарачӗ влаҫа парти обкомне тавӑрса парасшӑн пулнипе Элмене Ҫӗпӗртен каялла чӗнсе илет те ӑна каллех секретаре ларма пулӑшать. Хирӗҫӳсем ҫӗнӗрен пуҫланса каяҫҫӗ. Парти обкомӗн секретарӗ советсене хӑйне пӑхӑнтарттарасшӑн, С. Коричевпа унӑн майлисене хӗстерет, ӗҫрен кӑларса ярать. Ҫав хирӗҫӳре Коричев Чӗмпӗр чӑвашӗсем (Г. Савандеев, И. Лукьянов тухтӑр, Юман Мӗтри) ҫине таяннӑ, хӑйсен тӗрекӗ пуласса шанса Чӗмпӗртен А. Миллине чӗнсе илет (1922 ҫулхи пуш уйӑхӗнче). Центр пулӑшнипе Элмен ушкӑнӗ вӑй илсех пырать, Шупашкартан 1923 ҫулта А. Миллин, тепӗр ҫулне Юман Мӗтрин тухса кайма тивет. Кӗҫех Элмене хӑйне те секретарь ӗҫӗнчен кӑлараҫҫӗ. Тарӑн тымар яма ӗлкӗрнӗ хирӗҫӳ 20-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче те аванах сисӗнет-ха. Ку тапхӑрта Элмене хӑйне те айӑплаҫҫӗ ӗнтӗ. Сталин парти аппаратне ҫине-ҫинех ҫӗнетсе тӑни, ҫӗнӗрен ларнисене малтанхисемпе хирӗҫтерме тӑрӑшни ҫыравҫӑсен хушшинчи ушкӑнланусене вӑй илме чылай пулӑшать.

Элменпе Савандеев (Коричев) хушшинчи хирӗҫӳсем 1918 ҫултах пуҫланнӑ. Чӑваш хресченӗсемпе ӗҫлекенӗсен ҫӗртме уйӑхӗнчи тӗп пухӑвӗнче «Чӑвашӑн Тӗп Комиссариачӗпе унӑн пайӗсем ҫинчен» ятлӑ докладпа харӑсах икӗ ҫын калаҫнӑ — Д. Петров (Юман Мӗтри) тата Д. Элмен. Пӗрремӗшӗ асӑннӑ органӑн чӑваш ӗҫӗшӗн тӑрӑшмалла тенӗ, иккӗмӗшӗ вара унӑн пӗлтерӗшне Мускавран янӑ хушусене пурнӑҫласа пынинче кӑна курнӑ.

Юман Мӗтри шуррисемпе кайни Элменшӗн ал май пулса тӑрать. Вӑл чӑваш хушшинче культура автономийӗ е республика мар, ӗҫ коммуни йӗркелеме тӗв тӑвать. Ревком йышне хӑйӗн ҫыннисене кӗртни ӑна хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама май парать: Чӑваш облӑҫне Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш ҫӗрӗсем кӗреймеҫҫӗ. Ҫав тӑрӑхра ҫуралса ҫитӗннисене «внеобластниксем» тесе влаҫ тытӑмӗнчен тӗрлӗ майпа пӑрма пуҫӑнаҫҫӗ. «Они (Коричев, Михайлов тата Юман Мӗтри. — В.Р.) же ведь думают дать управление в Чувреспублике внеобластникам-чувашам, чтобы во чтобы ни стало хоть на йоту осуществить идеи культурной автономии, осужденное ленинизмом», — тесе ҫырнӑ Н. Золотов Д. Элмен патне 1926 ҫулта.

Ҫак влаҫшӑн пынӑ хирӗҫӳ культурӑпа литературӑра вирьяллӑхшӑн тӑрӑшакан юхӑма вӑйлатса ярать. Яковлев шкулӗнче анатри чӑвашсем пуҫ пулса тӑни, литература чӗлхи те вӗсен диалектне тӗпе хурса аталанни тури чӑвашсен пӗр пайне кӳрентернӗ. Вӗсем хӑйсен вырӑнти калаҫӑвӗпе культурине хисеплени, ыттисене те хисеплеме ыйтни йӗркеллӗ япалах пулнӑ ӗнтӗ. Ҫав хушӑрах ентешлӗх туйӑмӗ вӑйланни халӑх чӑмӑртанӑвне чӑрмантарма пултарни те курӑнсах тӑнӑ. Элмене пӑхӑнса тӑракан «Канаш» хаҫат (унта ытларах тури чӑвашсем ӗҫленӗ) «Чухӑнсен сассипе» (малтан унӑн редакторӗ А. Милли пулнӑ), «Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ» хаҫатпа (редакторӗ Г. Савандеев), «Атӑл юрри» журналпа (редакторӗ А. Милли) хирӗҫкелесех тӑнӑ. Тӗпрен илсен вӗсем чӗлхе тата культура ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ.

1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа А. Милли «Хыпар» хаҫатӑн редакторӗнче, каярах «Канаш» сотрудникӗнче ӗҫлет. 1918 ҫулта «Чухӑнсен сасси» редакторӗнче вӑй хурать, пичет ӗҫне И. Ахаха, Н. Золотова тата ыт. ҫамрӑксене те явӑҫтарать. А. Миллипе Н. Золотов хушшинчи хирӗҫӳ ҫав ҫулсенчех пуҫланнӑ пулас.

1920 ҫулта Чӗмпӗрте А. Милли «Атӑл юрри» ятлӑ журнал кӑларма пуҫӑнать. Унӑн чи малтанхи номернех тиркесе йышӑнаҫҫӗ канашҫӑсем. «Милли стихӗсене стихсем тесе шутламастпӑр… Ивановӑн «Стихсем» ятлӑ статйи хӑй ӗмӗрне ирттерсе янӑ статья, вӑл статья вилни чылай вӑхӑт пулать ӗнтӗ, — хирӗлет Лукка Эрхипӗ, унтан ҫапла пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Атӑл юррин» малтанхи номерӗ чӑвашла ҫыракан юлташсене йӑнӑш ҫул ҫинелле туртать, ӑна тӳрлетме редакци коллегине ҫӗнетмесӗр пулмасть пулӗ» (Канаш. 1921. 2 №). Ҫавӑнтах Ютӑн (Н. Золотовӑн хушма ячӗ) А. Миллине ятласа ҫырнӑ статйи («Чӑваш чӗлхин паттӑрӗсем») те пур. Вӑл «Атӑл юррине» тӗрӗс ҫул ҫине тухма чӗнет.

Мӗнле ҫул ҫине тӑнӑ-ши ҫав Чӗмпӗрти чӑвашла ҫыракансен ушкӑнӗн (вӑл 1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗш кунӗнче уҫӑлнӑ) журналӗ? Ҫакна унӑн редакторӗн «Чӑвашла ҫыракансен ушкӑнӗ мӗншӗн кирлӗ» ятлӑ статйине вуласа пӗлме пулать. «Канаш» ятлӑ хаҫатӑн 259-мӗш номерӗнче «Чӑнах-ши?» ятлӑ статья тухнӑ, — ӑнлантарса ҫырать автор. — Унта Ют «Хӗрлӗ Уралӑн» 47-мӗш номерӗнче Чӗмпӗрти Чӑвашла ҫыракансен ушкӑнӗн ӗҫне ырӑ сунса ҫырнӑ сӑмахсене илсе хӑйӗн малтанхи сӑмахӗнчех: «Пирӗн хавас ҫакӑ кӑна пулӗ-ши?» тесе ыйтать… Вӑл хӑйӗн статйинче ак ҫапла калать: «Эпир те мӗскӗн чӑваш халӑхӗ ҫак виҫӗ ҫул хушшинче «пӗчӗк утӑмсемпе пырсах» халӑхӑн литературине ҫирӗплетсе пыратпӑр, юлашкинчен пирӗн литература пур тесе калама хӑйнӑччӗ... Ҫавӑнпа та эпир Вантер юлташа: «Йӑнӑшатӑн, юлташ, чӑваш литературине чӑвашсен кӗнеке-хаҫат ӗҫӗ виҫӗ ҫул хушшинче пӗр чарӑнмасӑр малалла пынӑ хыҫҫӑн тин тухма хатӗрленекен «Юмах» тумасть…» Ҫак тарӑхсарах сӑмахсене Ют ҫӑварӗнчен Вантерӗн … сӑмахӗсем калаттарнӑ пулмалла. Вантер сӑмахӗсенчен пуринчен те ытла Юта «Юмах» ятлӑ журнал ҫав литературӑна тума шухӑшлать» тесе каланисем тарӑхтарнӑ пулмалла, тата «чӑваш литературӗ пур тесе калама пултараймастпӑр» тенисем».

Малалла автор чӑн-чӑн илемлӗ литература, тӗнче классикине ҫитме пултаракан илемлӗ хайлавсем тӑван литературӑра питех те сахалли, чӑвашла ытларах тӗн кӗнекисем пичетленсе пыни ҫинчен калать. Унтан вӑл ушкӑнӑн тӗп тӗллевӗсене палӑртать. Вӗсем ҫаксем иккен:

  1. Чӑваш халӑхӗн ӗҫлӗ ҫыннисене Европӑри вӗреннӗ халӑхсен ушкӑнне кӗртес тесен, вӗсене хӑйсен чӗлхипе илемлӗ, ӑнланмалла сӑмахсемпе тӗнчери этемлӗхӗн пурте йышӑнмалли шухӑшӗсене йышӑнтармалла. Ӑна чӑваш халӑхӗн пултарса ҫыраканӗсем пӗрлешсе тусан анчах тума пулать.
  2. Чӑваш халӑхӗн юррисемпе халапӗсене пуҫтармалла.
  3. Чӑвашсен илемлӗ литературине (пултаруллӑ ҫырулӑхне) араслантарасшӑн ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
  4. Чӑваш халӑхӗ хушшинче хастарлӑ ҫыракансем курӑнсанах, вӗсене пур енчен те пулӑшу парса тӑмалла.
  5. Чӑвашла пултарса ҫыракансен чӑваш ялӗсене тӑтӑшах кайса, чӑвашӑн илемлӗ литератури ҫинчен калаҫмалла.
  6. Ют халӑхсен чаплӑ ҫыраканӗсен пултарӑвӗсене чӑвашла куҫармалла. Пуринчен малтан чухӑн халӑхӑн асапӗсене кӑтартса ҫырнисене куҫарарах парас пулать.
  7. Чӑвашла эрешлесе (илемлетсе) ҫырмаллин йӗркисене чӑваш халӑхӗн юрри-халапӗсене вӗреннинчен кӑларса майлаштармалла.

Илемлӗ литература хаҫат вӗҫҫӗн кӑна аталанма пултарайманнине асӑрхаттарать А. Милли, ӑна журнал-кӗнеке кӑларни питех те кирлӗ пулнине аса илтерет. Кунта чӗлхен халӑхлӑхӗ, унӑн тасалӑхӗшӗн тӑрӑшмалли пирки шухӑшлани пур. «Эпир те, чӑвашсем, хамӑр камне пӗлнинчен пуҫласан тин культурлӑ халӑх пулӑпӑр», — тесе пӗтӗмлетет ҫыравҫӑ.

«Атӑл юрри» пӗтӗмӗшле ырӑ сунуллӑ, никама та хурламасть. «Хӗрлӗ Урал» хаҫат та ҫавнашкал кӑмӑллӑ. Ҫав хушӑрах мӗнпур хирӗҫӳллӗ ыйтусене «Канашра» хускатаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрне область тулашӗнчи чӑвашсем хӑйсен сассине пани килӗшмест. Ку тӗлӗшрен уйрӑмах Ют хастар. «Стаканри шывра ҫил-тӑвӑл кашлать» статьяра (Канаш. 1921. 10 /) вӑл Миллипе Вантере каллех тустарса илет. Унӑн 37-мӗш номерте пичетленнӗ «Чуралӑх «пылакӗпе» ирӗклӗх сиенӗ» стайинче вирьял чӑвашӗсене анатрисемпе хирӗҫлетсе кӑтартнӑ. «Хальхи хӑйсене анатри текен чӑвашсем хӑйсен аслашшӗсен аваллӑхне хӑйсене тутар сӑнӗ ҫӗнтерсе пынӑ майӗпе калаҫӑва улӑштараҫҫӗ, мӑкшӑ сӑнӗ ҫӗнтерсе пынӑ майӗпе тумтирне улӑштараҫҫӗ, — тиркештерет вӑл чӑваш халӑхӗн пӗр пайне тата унӑн культурине. Ҫавна май автор хӑй ҫуралса ҫитӗннӗ тӑрӑха мухтаса илет. — Ҫак енчен вирьял чӑвашӗсем телейлӗрех. Вӗсен шурӑ тумӗ чӑвашсен аваллӑхӗ ҫинчен асӑнтарать… Вирьял чӑвашӗсен калаҫӑвӗ каллех анатрисен пек тутар калаҫӑвӗпе хутшӑнасси ҫинчен шухӑшламасть. Ҫакна хирӗҫ тутине тавӑракансем пулӗҫ, анчах вӗсене ҫакна асӑнтармалла. Анатри чӑвашсен йӑлисене, пурнӑҫне вӗренсе ҫитнӗ Рекеев анатри чӑваш чӗлхи тутарсен енне сулӑнни ҫинчен ҫапла ҫырать… Вӗсен калаҫӑвӗнче чӑваш чӗлхин тасалӑхӗ ҫухалса пырать… Вирьял чӑвашӗсем ҫак енчен таса, вӗсем вырӑса тухасси ҫинчен те, ҫармӑссем еннелле пӑрӑнасси ҫинчен те шухӑшламан. Вӗсен чӗлхинче авалхи чӑвашсен уҫӑ, ҫӑвар туллин тухакан сасӑ илтӑнет».

64-мӗш номерте Н. Золотов татах та хаярланни сисӗнет. Унта вӑл хаҫата вуламаҫҫӗ текенсене ҫапла вӑрҫать: «Ҫапкаланчӑксем, чӑваш чӗлхине виҫӗ пуслӑх та пӗлеймеҫҫӗ, ҫапах та вӗсем Крыловӑн юптарса каланинчи ашак пек, революци тунӑ майсене тиркеме (критиклеме) пӑхаҫҫӗ. Вӗсем пурте: «Канаш» чӑваш чӗлхине пӑсать. Унта ютран кӗрекен сӑмахсене чӑмласа, урӑхлатса пӗтереҫҫӗ, вуламалли те ҫук, теҫҫӗ. «Канаш» чӗлхипе ӗлӗк куҫарнӑ евангели чӗлхи хушшинче тӗпсӗр ҫыран выртать. Евангели чӗлхи яп-яка, «Канаш» чӗлхи тикӗс мар, теҫҫӗ... Ҫапкаланчӑксемшӗн евангели чӗлхи вутран та хӑватлӑ».

Кунта автор чӗлхе тавне идеологи юхӑмне кӗртсе яма, ҫавна май турӑ кӗнекисенче ҫирӗпленсе, вӑй илсе пынӑ литература чӗлхине сивлеме тӑрӑшни сисӗнет. Вӑл ҫулсенче чиркӳсене вӑйпа хупма, ӗненекенсене хӗстерме пуҫлани паллӑ ӗнтӗ. Чӗлхе тавне пуҫараканӗсем Яковлев ӗҫне сивлени, чӑваш культурине икке пайласа ярас ҫул ҫине тӑни халӑхӑмӑр чӑмӑртанӑвне чылаях чӑрмантарма пултарнӑ. «Атӑл юрри» пӗтӗмпех Пӑва чӗлхипе ҫырнӑ, ҫавӑнпа ӑна Чикме чӑвашӗсем, Етӗрне чӑвашӗсем юратсах каяс ҫук, — чӗлхе тавӗ пирки шухӑшласа ҫырать Ванеркке. Малалла теприсен куҫӗпе пӑхса ҫапла калать: «Канаш» чӗлхи те, брошюрӑсен чӗлхи те ҫавӑн пекех: пӗриншӗн лайӑх, теприншӗн ниме те юрӑхлӑ мар» (Канаш. 1922. 21 №).

Ҫавӑн йышши хирӗҫӳ ҫармӑссен (марисен) те пынӑ. Туҫи ҫармӑссем улӑх ҫармӑссен калаҫӑвне тӗпе хунӑ литература чӗлхине йышӑнасшӑн мар пулса облаҫ тӗп хулине Чикмене куҫарасшӑн тапаҫланаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен калаҫӑвӗпе кӗнекесем, хаҫат кӑлараҫҫӗ. Ҫав хирӗҫӳ тарӑна кайни икӗ литература чӗлхи тӑвасси патне илсе ҫитерет. Ирҫепе мӑкшӑсен те ҫавах. Вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланманран (уйрӑм литература чӗлхисем йӗркелени чӑвашсене те икӗ ушкӑна уйӑрса янӑ пулӗччӗ) хутшӑннӑ чухне вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Акӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать халӑх чӑмӑртанӑвне хирӗҫ тӑракан «хамӑр ял» патриотизмӗ!

Ун чухне ҫав ерекен «чирпе» хӑш-пӗр ҫыравҫӑ чылай асапланнӑ, ҫапах та вӑл хӑвӑртах иртсе кайнӑ. Ҫак «хамӑр яллӑх» туртӑмне интеллигенцин тӗп пайӗ пачах йышӑнман. Енчен те вирьял чӑвашӗсен сpездне (вӑл 1917 ҫулта Элӗкре пуҫтарӑнмалла пулнӑ) Г. Комиссаровпа Ф. Павлов малтан ырланӑ пулсассӑн, каярах вӗсем чӑвашӑн ҫак «хамӑр яллӑх» чирӗнчен сывалнӑ, пӗтӗм халӑхӑмӑра чӑмӑртасшӑн ҫунма пуҫланӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ Г. Комиссаров тавлашусене Н. Золотовпа Н. Шупуҫҫынни пек «хамӑр яллӑха» шута илсе хутшӑнмасть, ун пек чухне вӑл наци интересӗсене маларах лартать.

Чӑваш литературинче авторитарлӑ шухӑшлав ҫирӗпленсе ҫитни Д. Элмен тата Н. Золотов хӑйсен оппоненчӗсене 1923‑1924 ҫулсенче пуҫӗпех ҫапса ҫӗмӗрнипе тачӑ ҫыхӑннӑ. С. Коричевӑн та, А. Миллипе М. Юманӑн та Шупашкартан пуҫӗпех тухса кайма тивет тенӗччӗ маларах.

Ушкӑнлӑх, авторитарлӑх 20-мӗш ҫулсен вӗҫнелле татах та вӑйланса пырать. Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ ӳсӗм (С Петров, И. Кузнецов т. ыт.те) Д. Элмен ушкӑнне аркатать, Мускавра А. Милли, С. Коричев, Юман йӗркеленӗ культура обществине салатать. 1930‑1936 ҫулсенче ҫыравҫӑсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яраҫҫӗ, вӗсем ҫине тӗрлӗ ярлӑк ҫакса тултараҫҫӗ. 1937 ҫулхи репрессие вара пурте — малтанхи ӳсӗмӗн икӗ ушкӑнӗ те, ҫамрӑккисем те — тивӗҫеҫҫӗ. Хӑрушӑ самана тапранса каять… Ҫак синкерлӗ пӑтӑрмахсем пӗтӗмпех большевиксен пӑлхавӑрӗ хыҫҫӑн пуҫланаҫҫӗ. Класс кӗрешӗвӗн ячӗпе витӗнсе Раҫҫейри пур халӑха та пайласа-хирӗҫтерсе яраҫҫӗ. Ҫав ӳкерчӗк чӑваш ҫыравҫисен хушшинче те аван курӑнать.

Халӗ хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсем тӑвар. XX ӗмӗрӗн малтанхи ҫирӗм ҫулӗнче чӑваш халӑхӗ чӑмӑртанса, цивилизацире хӑйӗн вырӑнне тупнӑ наци пулса ҫитет: унӑн тӗрлӗ социаллӑ сийӗсем уйрӑм партисене ушкӑнланаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-кӗнеке тухсах тӑрать, наци идейи палӑрса ҫитет. Тӑван чӗлхепе шкулшӑн пынӑ кӗрешӳ юлашкинчен наци автономийӗ, республики йӗркелесе ярасси патне илсе ҫитерет. Ҫак ирӗклӗхпе пӗр танлӑх ҫулне 1917 ҫулта пулса иртнӗ нарӑс тата юпа уйӑхӗнчи пӑлхавӑрсем те уҫса пыма майсем туса панӑ.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче И.Я. Яковлевӑн ҫутлӑх программи чӑваш интеллигенцийӗн тӗп пайне ҫырлахтармасть ӗнтӗ. Нацин ҫӗнӗ идейине чӑмӑртакансен пуҫне ун чухне ҫамрӑк тӗпчевҫӗ тата публицист — Н.В. Никольский — тухса тӑрать. Вӑл пуҫарнипе ял хуҫалӑхӗ, ҫӗр ӗҫӗ, географи, медицина ыйтӑвӗсемпе чӑвашла вӑтӑр ытла кӗнеке кун ҫути курать, халӑх сӑмахлӑхӗпе илемлӗ литература тексчӗсем пичетленеҫҫӗ. Чӑваш тӗпчевҫи хӑйӗн ӗҫӗсенче чӑваш хушшинчи ӗҫсене тӑван халӑх ҫыннисенех туса пымаллине ӗнентерсе ҫирӗплетет, Атӑлҫи халӑхӗсен ушкӑнне чӑмӑртама хал ҫитерет. Вӑл наци ӗҫне политика ыйтӑвӗсемсӗрех ӑнӑҫлӑн татса пама май пуррине кӑтартса ӗнентерет.

Г.И. Комиссаров та чӑвашлӑх ӗҫӗнче тӗп туртарах пырать. Гуманитари ӑслӑлӑхне кӳлӗнсе вӑл чӑваш халӑхӗ пуян чун-чӗреллӗ те аваллӑхлӑ пулнине, унӑн иртнипе хальхи кӑна мар, пуласлӑхӗ те пуррине ӗненмелле кӑтартса парать. Ҫак ыйтӑва халапласа вӑл 1917 ҫулта «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?»ятлӑ публицистикӑлла хайлав-тӗпчев шӑрҫалать, Ирӗклӗх ҫулӗпе утакан тӑванӑмӑрсен чӗрисенче шанӑҫ вучӗ чӗртме пултарать.

Г.И. Комиссаров чӑваш литературинче вун-вун ҫул тӑтӑшах хускатнӑ ыйтӑва — Ырӑпа Хаяр, Турӑпа Шуйттан хушшинче пыракан хирӗҫӗве — философи трактачӗ шайӗнче пӑхса тухнӑ пӗрремӗш чӑваш тӗпчевҫи. Ҫав хирӗҫтӑрӑва И. Юркин, К. Иванов, Н. Шупуҫҫынни тата ытти ҫыравҫӑсем кашни хӑйне май ӑнланса сӑнланӑ. Вл. Соловьевӑн шухӑшӗсене ӑша хывнӑ чӑваш философийӗ те Шуйттан-Ҫын (сатаночеловек) хушшинчи хирӗҫӳ хивреленсе пырассине ӗненет. Ҫав хушӑрах унӑн хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ пур: тӗнче арканса каясси патнех ҫитмест, ырӑ вӑйсем Ҫынран, Халӑхран тата Космосран йӗркеленнӗ аслӑ ҫураҫуллӑ Пӗрлӗх (Всеединство) ҫирӗплетсе ҫитерме пултарайӗҫ.

Н.В. Никольский пуҫарнӑ ӗҫе истори ӑслӑлӑхӗнче Турхан Энтрийӗ, литература пӗлӗвӗнче Илле Тӑхти малалла аталантараҫҫӗ. 1917 ҫулта «Хыпар» хаҫат ҫӗнӗрен кун ҫути курать, вӑл пӗтӗм чӑваша чӑмӑртас ӗҫе пуҫӑнать, халӑха вӗренӳ идейипе пӗрлештерме тытӑнать. Наци юхӑмӗн пӗрлӗхӗ Раҫҫейри Аслӑ Пухӑва суйланӑ чухне питӗ лайӑх палӑрать: чӑваш халӑхӗн списокӗпе (1№) харӑсах тӑватӑ ҫын суйланма пултарать. Юпа уйӑхӗнчи пӑлхавӑр хыҫҫӑн ҫав ирӗклӗхпе пӗр танлӑх юхӑмӗ хӑвӑрттӑн хавшама пуҫлать. Кунта чи малтан большевиксен партийӗн советсене хирӗҫле туса пынӑ ӗҫӗсене аса илмелле. Политикӑри пӑтрашусем ҫыравҫӑсене те ушкӑнласа яраҫҫӗ, Яковлев шкулӗнче ҫирӗпленсе ҫитнӗ литература чӗлхине тӗн тата чиркӳ чӗлхи вырӑнне антарса лартма пуҫлаҫҫӗ. Ушкӑнлӑх тата авторитарлӑх вӑхӑчӗ ҫитсе пырать...

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Ӗпхӳ, #Хусан, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #истори, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2012.2.0499
2020.04.23 00:40
Agabazar
Элмене Чаппан вăрçи хыççăн катертнĕ.

Анчах та тÿрех мар. Майĕпен.

Малтан обком пуçлăхĕнчен, кайран ĕçтăвком ертÿçинчен.

Анчах та çакна влаç обкомран ĕçтăвком енне çаврăннă темелле мар пулĕ. Мĕншĕн тесен вăл та, ку та Элмен аллинче пулнă. Ĕçтăвкомĕ (пуçламăшĕнче ревком тенĕ) вара пурпĕрех çÿлерех. Мĕншĕн тесен обкомĕ малтанлăха вăхăтлăх çеç шутланнă-ха.

Элмене катертнĕ хыççанхи тапхăра эп хам енчен дуумвират тесе хаклатăп. Мĕн Сергей Порфирьевич Петров киличченех.

Д. С. Элмен — Савандеев Георгий Степанович (1921, март — 1921, июль)
Коричев Сергей Андреевич — Г. С. Савандеев (1921, июль — 1921, октябрь)
С. А. Коричев — Ласточкин Антон Тихонович (1921, октябрь — 1922, март)
С. А. Коричев — Михайлов Гавриил Михайлович (1922, март — октябрь)
С. А. Коричев — Д. С. Элмен (1922, октябрь — 1924, май)
С. А. Коричев — Томасов Михаил Тимофеевич (1924, май — 1925, октябрь)
С. А. Коричев — Алексеев Василий Алексеевич (1925, октябрь — 1926, июль)
Яковлев Александр Яковлевич — В. А. Алексеев (1926, июль — 1926, ноябрь-декабрь)
Вулакан // 3149.7.3940
2020.04.23 10:52
Интереслĕ статья. Шел, Шăрпăк Çеркейĕ чăвашла пĕлменрен ку статьяна вулаяс çук.
2020.04.23 11:05
Аçтахар Плотников
Ӑна валли Яндекс.Тӑлмач пур. //вулатех — ку тематика уншӑн кӑсӑклӑ.
Тус // 3000.76.3861
2020.04.24 13:03
Харкам ăн мар, харкам ăнлану темелле пуль.
Ашмарин: харкам – бесполезный, напрасный; бесполезно, напрасно, зря; легко достающийся; дармоед; вместительный; добыча
[16:57–58].

Agabazar // 3018.78.3476
2020.04.24 16:25
Agabazar
Лаша пирки сăмах пырать пулсан — лаша темелле.
Ăнлану пирки сăмах пырать пулсан — ăнлану темелле.
Ăн пирки сăмах пырать пулсан — ăн темелле.

Кунта мĕн пирки сăмах пырать?

Ашмарин сăмахсарĕ — практикăлла пĕлтерĕшле сăмахсар мар. Ăна ăслав тĕллевĕсемпе ăсталанă.

Хальхи чăваш чĕлхинче ниме юрăхсăр япалана "харкам" темеççĕ. "Харам" теççĕ.

Тепĕр тесен лере пичетленĕ чухне йăнăш та кайма пултарнă.
Вот и // 1977.69.9930
2020.04.28 18:07
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Agabazar // 3055.97.2779
2020.05.01 15:46
Agabazar
«Учредительное Собрание» тенине чăвашла калама хăтланса пăхнăччĕ.

Йĕркелĕмлев Пухăвĕ.

Унта пилĕк чăваш суйланнă. Тăваттă мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем