Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ медале тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.04.2020 18:12 | 2428 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Николай Плотниковӑн Фейсбукри, cap.ru тата Вера Титова сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж
Николай Плотниковӑн Фейсбукри, cap.ru тата Вера Титова сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар (Николай) Плотников пысӑк чыса тивӗҫнӗ. Ӑна республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне хатӗрленӗ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Олег Алексеевич паян алӑ пуснӑ.

Тӑван чӗлхен пуянлӑхне тӗнчене кӑларас, ӑна ҫитес ӑру валли упраса хӑварас тӗллевпе Аҫтахар Плотников пурнӑҫлакан капашсӑр калӑпӑшлӑ ӗҫе тӳре-шара ҫакӑн пек сума суни халиччен пулманччӗ-ха. Маттур чӑваш арне чыслани чӑвашлӑхшӑн таса чунпа хыпса ҫунакансене тата тӑван чӗлхемӗре хисеп туниех. Чӑваш тӗнчин хастарӗсемшӗн кӑҫалхи Чӑваш чӗлхи кунӗ чылайлӑха асра юлӗ.

Николай Плотникова паян Шупашкарта иртнӗ «Тӑван чӗлхе наци культурине упраса хӑвармалли хатӗр шутланать» ҫавра сӗтеле те йыхравланӑ. Вӑл унта «Яндекс.Куҫаруҫӑн» ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Тӑлмача Аҫтахар Плотников ертсе пыракан маттурсем ҫине тӑнипе кӑҫал ӗҫлеттерсе яма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Видеоконференци ҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ ҫавра сӗтеле республика ертӳҫи Олег Николаев, культура министрӗ Роза Лизакова хутшӑнчӗҫ.

Юбилей медалӗ парасси ҫинчен паян алӑ пуснӑ списокра, сӑмах май, Алевтина Долгова, Анна Егорова, Александр Степанов тата Татьяна Цыркунова пурришӗн те Чӑваш халӑх сайчӗн редакцийӗ савӑнать.

#уявсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #культура, #ҫавра сӗтелсем, #чыславсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1690.83.2790
2020.04.26 12:58
Agabazar
Тимер,

пĕр йышши журналистсем тепĕр йышши журналистсене «мочить туни» — питĕ йĕркеллĕ япала.

Кунтан та ытларах: журналист вăл хăйĕн коллегисене çеç мар, ытти професси çыннисене те «мочить тума» пултарать. Паллах пăшалпа персе мар, чышкăпа тĕксе мар. Унăн хăйĕн меслечĕ. Перо. Радио. Челевисăр. Интернет.

Ку — унăн ĕçĕ.

Никама та «мочить тума» пултарайман журналист — кирлĕ мар.
Лешкукша // 2140.69.7903
2020.04.26 13:10
Микула! Тӗрӗс калатӑн.
Микула патша медале Микула Аҫтахара панине хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене витсе хума тӑрӑшни тесе йышӑнмалла.
Аҫтахар,САЛАМСЕМ савӑнса йышӑн!
Алина Сосаева // 1442.43.6049
2020.04.26 17:33
Николай, саламлатӑп. Ҫулсем уҫӑлса пыччӑр.
Улатимĕр // 1031.10.0130
2020.04.26 17:35
Саламлатӑп. Ӑнӑҫу сунатӑп.

Микула // 9259.3.8429
2020.04.26 20:55
Медальсӗр пуҫне нимех те парасшӑнах мар пулсан мӗн калӑр тата? Хуҫалӑхра вӗт унтан ним усси те ҫук ? Тен ҫумне укҫа памалла,троллейбуссенче тӳллевсӗр ҫӳреме майсем тумалла,е тата ытти ырлӑх? Мӗн шутлаҫҫӗ саламлакансем ?

Александр Твардовский
Награда
Два года покоя не зная
И тайной по-бабьи томясь,
Она берегла это знамя,
Советскую прятала власть.Скрывала его одиноко,
Закутав отрезком холста,
В тревоге от срока до срока
Меняя места.И в день, как опять задрожала
Земля от пальбы у села,
Тот сверток она из пожара
Спасла.И полк под спасенное знамя
Весь новый, с иголочки, встал.
И с орденом «Красное Знамя»
Поздравил ее генерал.Смутилась до крайности баба,
Увидев такие дела.
— Мне телочку дали хотя бы,
И то б я довольна была…
Микула // 9259.3.8429
2020.04.26 21:18
Памятная медаль не является государственной наградой Чувашской Республики.
Медаль,анчах "награда "мар ? Чеелӗх е ултав ?
Тимер // 3844.36.2824
2020.04.26 23:07
Маттур Аҫтахар.Ан итле никама та.Тӑвалла пулсан та малалла.Олег Николаев сана кӑна мар,ку сайтри пур чӑваша хисеплени пулать.Темле тиркесен те урӑх сайт пирӗн ҫук,пурте кунта ларатпӑр.Саламлатпӑр.
Микула // 9259.3.8429
2020.04.27 18:39
Ӑҫтахарӗ маттур пирӗн,анчах та Тимӗрпе килӗшсен, "пур чӑваша хисепленипе" анчах чӑваш чӗлхишӗн ҫав тери ырӑ саккун хатӗрленӗ пулса тухать? Ӑҫта паян Николаева саккуншӑн тиркекеннисем ? Черетре , унтан медаль илме васкаҫҫӗ ? Ҫапла чӑвашсем,ҫапла. Медаль панипех "ырлӑх ҫитрӗ","элтепер" тесе пӑравусран мала чупма тытӑнни питӗ айванла . Ӗҫне мала хурас пулать,Тимӗр,ӗҫне ,медаль парса "хисепленине" мар. Николай Плотникова медаль пани хисеплеме тытӑнни пулмаҫ. Сайтне аталантарма грант е министерствӑра вырӑн памасӑр медальпе кӑна ҫырлахма ҫук.
Варык // 1726.84.3785
2020.04.28 18:45
Микула,кала эс Владимир Владимировича ма ге Рошаль тухтӑра металь патӑн тесе?.Мӗнле этем эсӗ?.Мӗн ӗҫ турӑн хӑв?.Уҫ ха хӑв тепӗр сайт.Пулӑшӑп сана.Кунта ан чӑрмантар ҫынсене.
Микула // 9259.3.8429
2020.05.02 17:38
Сайтне аталантарма "медалька" уйрӑм кирлӗ мар, грантпа анчах пӗрле кирлӗ тенине мӗнле майпа хирӗҫле Варык пулчӗ тата ? Микула сайт валли грант ыйтса чӑрмантарать имӗш ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем