Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Кинемей чӑвашла сӑвӑ вуласа палӑрнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.05.2020 06:33 | 1760 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.

Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.

#люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ.

Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ.

#Тутарстан, #вулавӑшсем, #ватӑсем, #ачасем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Тӑрмӑш, #Тӑвай районӗ, #Пранькка, #Шупашкар районӗ, #Пушкӑртстан, #Самар, #Чӗмпӗр, #Красноярск

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем