Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
#люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ.
Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ.
Шупашкар районӗнчи Пранькка ялӗнче ҫуралнӑ Станислав Малютин экономика наукисен докторне асра тытса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинче астӑвӑм хӑми уҫнӑ.
Станислав Малютинпа пӗр вӑхӑтра ӳснисем унӑн нушаллӑ пурнӑҫне аван астӑваҫҫӗ. Пӗчӗклех тӑван амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ вӑл. Вӗренес кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ унӑн. 10 ҫухрӑм ытла инҫӗшре вырнаҫнӑ Ҫӗтӗк пушмак тӑхӑнса Ишек шкулне ҫул такӑрлатнӑ вӑл. Пӗрех пуҫса усман. Вӗренсе ҫын пулма ӑнтӑлнӑ.
Станислав Малютин Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх тата наука-тӗпчев институчӗсенче ӗҫленӗ.
Унӑн асӑну хӑмине вӑл чылай ҫул пурӑннӑ Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Экономика докторне хисеплесе ирттернӗ пухӑва АПК ветеранӗсен союзӗн председателӗ Петр Ивантаев йӗркеленӗ.
Эпир ача чухне пирӗн, Шупашкар районӗнчи Пранькка ялӗ ҫывӑхӗнче, киремет йывӑҫҫисем виҫҫӗччӗ. Ват хурама патӗнче кӗтӳ кӗтнине астӑватӑп. Хуҫӑлса ӳкнӗ унӑн тураттине те тытма чаратчӗ кукамай. Пирӗн тӑрӑхри ҫав киремет йывӑҫҫисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн типсе-хӑрса ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалчӗҫ.
Тӑван районӑмри Кӑшавӑш ялӗ патӗнчи ват юмана ҫак уйӑхра «Деревья — памятники живой природы» (чӑв. Йывӑҫсем — чӗрӗ ҫут ҫанталӑк палӑкӗсем) Пӗтӗм Раҫҫейри программӑн Авалхи йывӑҫӗсен реестрне кӗртнӗ. Вӑл унти «Ясна» этнокомплекс территорийӗнче ӳснӗрен юмана ҫав списока илме комплексӑн пуҫаруҫи Марина Федорова ыйтнӑ.
Авалхи ват юман, вырӑнтисем ӑна киремет йывӑҫҫи теҫҫӗ иккен, Карачура вӑрма хуҫалӑхӗн территорине кӗрекен вӑрманта ӳсет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |