Шупашкар хулинче ӗнер кӑнтӑр кунӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Ленин проспектӗнче сиксе тухнӑ.
ҪЙХПИ инкеке кӑтартакан видеокадр вырнаҫтарнӑ. Ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма хура тӗслӗ ҫӑмӑл автомашина ҫапса хӑварать. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкет. Машина инкек вырӑнӗнчен тапса сикмест. Темиҫе метртанах вӑл чарӑнса ларать.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух ҫул урлӑ каҫма васканӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ куракансем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ май ҫулта-йӗрте тимлӗ пулмаллине чӗнсе каланӑ.