Кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, сӑвӑс сахалрах пек. Пӗлтӗр вӗсем ҫын ҫине кӗрсе ларнӑ тӗслӗх те нумайрах пулнӑ.
Кӑҫал икӗ уйӑхра, ака тата ҫу уйӑхӗсенче, ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑран 130 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кунашкал статистикӑпа Роспотребнадзор паллаштарать. 130 ҫынран 63-шӗ – ачасем. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ку тапхӑрта тухтӑрсенчен 163 ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫинчен кӑларнӑ 106 сӑвӑса лабораторире тӗпченӗ. Пӗлтӗр вара 610 сӑвӑса лабораторире пӑхнӑ.