Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна кӗртме сӗнӳсем кӗтеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.06.2020 21:41 | 1659 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли патшалӑх программине хатӗрлеҫҫӗ. Ку вӑхӑт тӗлне хатӗрленӗ программӑн проекчӗпе кунта паллашма пулать.

Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, тӗпчес тата аталантарас тӗллевпе хатӗрленӗ патшалӑх программишӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ пулӗ. Ытти министерствӑсем те айккинче тӑмӗҫ — вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Программӑн тӗп тӗллевӗсем: информаципе ҫыхӑну уҫлӑхӗнче чӑваш чӗлхи валли тулли условисем туса парасси, чӑвашла вӗрентмелли системӑна ҫӗнетесси, халӑх хушшинче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланассине ҫӗклесси, чӑваш йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхсенче чӗлхине упраса хӑварса аталантарма пулӑшасси тата ытти те. Программӑна 2021–25 ҫулсем хушшинче пурнӑҫа кӗртме тӗллев тарлаҫҫӗ.

Енчен те сирӗн ҫак программӑра мӗн те пулин курас килет пулсан, сирӗн сӗнӳсем пур пулсан — Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви (Программӑна калӑплама шаннӑ учреждени) вӗсене кӗтет. chrio@cap.ru адреспа ярса памалла (ку ӗҫе хальтерех, паян-ыран, тумалла!).

#чӑваш чӗлхи, #программӑсем, #аталану, #вӗренӳ, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.06.05 19:05
Тахҫан малтантарах министрпа та калаҫнӑ кун пирки. Кӗскен каласан "эсир ку ыйтупа пӗрремӗш" терӗ. Медаль илме пулки пулкипех чупаҫҫӗ пулсан та пирӗн орденносецсене пӗрине те чӑннипе чӑваш чӗлхи кирлӗ мар. Професси хушнипе анчах ятне тукалани курӑнать. Ӗҫе тӑвас пулсан варинчен мар тытӑнмалла,малтан пуҫлас пулать. Музейсем вӗсем иртни ҫинчен кӑна,пуласлӑх унта ҫук. Пуласлӑх ачасенче. Пӗрремӗш утӑм ача сачӗсенче йӗрке кӗртесси пулмалла . Чӑннипех чӑваш чӗлхи ҫинчен пӑшӑрханакан ӑнланать ҫавна, курнӑҫланса ӗҫлем пекки тӑваканнисем анчах ӑнланмаҫҫӗ. Проектра тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пирки сӑмах ҫук пулсан хута ахаль сая яни кӑна пулӗ. Суйлав умӗнхи юптару.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем