Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Хӑрт

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.06.2020 13:50 | 4990 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

«Вӑрман хӑртрӑм...» «Эх тур-тур, ҫав усал ҫын кашнинех сӑмахӗпе хӑртать ӗнте…»

Хӑртрӑм, хӑртать — пурте вӗсем хӑрт сӑмахран пулса кайнӑ.

Хӑрт — пысӑк пуртӑ, ҫар пуртти, унпа вӑрман касма та, йывӑҫ кӑклама та лайӑх пулнӑ. Хӑртпа вӑрман кӑкланине хӑртни тесе каланӑ. Этеме сӑмахпа хӑртни — ҫивчӗ тимӗрпе касса татнӑ пекех калани.

Епле хитре чӗлхе! Сӑнарлӑх — кашни утӑмрах...

Хушса калани. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххине е Скворцов редакциленӗ чӑвашла вырӑсла словаре пӑхсан, эпир чӑн та «хӑрт» сӑмаха тупатпӑр. Юлашкине вара Ашмарин словарӗнченех кӗнӗ пулас — ним улшӑнусӑр. Словарьте ӑна «секира», «алебарда», «сабля», «шашка», «сабля» сӑмахсемпе куҫарма сӗнеҫҫӗ.

Ҫавах та каласа хӑвармалли пурах: Ашмарин унсӑр пухне «хӑртӑ» вариантне те кӗртнӗ — кунта вара тӗплӗрех ӑнлантарса панӑ: «обоюдоострый топор, употреблявшийся в битвах»; «палка с топориком на конце».

Литературӑра усӑ курнине илес пулсан ку сӑмахпа усӑ курман теме май ҫук. Юхма Мишшин хайлавӗсене шута илмесен те «хӑрт» Геннадий Юмартӑн, Валем Ахунӑн сӑввисенче тӗл пулать (кӑна электронлӑ вулавӑшри шырав кӑтартрӗ). «Библие» куҫарнӑ Ева Лисина та «секира» сӑмаха шӑп «хӑрт» сӑмахпа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне халӑх пултарулӑхӗнче те «хӑрт» тӗл пулать. Калӑпӑр, ак ҫак юрӑра: Пӑтӑр-пӑтӑр тар йохать, / Тарне шӑлма тоттӑр ҫок, / Тоттӑр тума арӑм ҫок, / Арӑм илме укҫа ҫок, / Укҫа тума орпа ҫок, / Орпа тума хӑртни ҫок, / Хӑртне тума вӗтлӗх ҫок, / Вӗтлӗх тума вӑрман ҫок, / Вӑрман тума канав ҫок.

Юхма Мишши «хӑрт» сӑмаха ҫак ҫар пурттипе ҫыхӑнтарать. Кунпа вара килӗшессӗм килмест. «Вӑрман хӑрт» тени ҫав-ҫавах «хӑр» сӑмаха ҫывӑх тесе шутлатӑп — «тип», «куш», «кушӑрка», «шан» тенисемпе пӗр килет. Тепӗр май каласан, вӑрмана хӑртнӑ чухне малтан йывӑҫӑн хуппине сӳсе илнӗ, ҫавна май, сӗткен илейменнине пула, вӑл хӑрма пуҫланӑ. «Хӑр» сӑмаха словарте пӑхсанах ҫакна лайӑх куратпӑр. Е «хӑрӑк» сӑмаха илер: вӑл та «хӑр» ӗҫхӗлтен пулнӑ: «хӑрӑк турат» — типсе кайнӑ турат. Этимологи словарӗсем те (Егоровӑн та, Федотовӑн та) ҫакна лайӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Вӑрман хӑртни пирки каланӑ чухне шӑп «хӑр» пирки сӑмах пырать, лешӗ вара чылай тӗрӗк чӗлхисенче пур.

Ҫавах та Юхма Мишшин шухӑшӗнче шухӑшлаттарма пултараканни пурах. Вӑрмана хӑртни ҫар пурттинчен пулса кайман пулсан та вӗсен хушшинче ҫыхӑну пурах. Пуртӑ ячӗ «хӑрт» ӗҫхӗлӗн «вӗлерсе тӑк» куҫӑмлӑ пӗлтерӗшӗнчен пулса кайма пултарнӑ: историрен пӗлнӗ тӑрӑх ҫак пуртӑ ҫын пуҫне касма меллӗ пулнӑ (танлаштарӑр: выр. «секира» та «секать», «отсечь» ӗҫхӗлтен пулса кайна)

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #ылтӑн ҫӳпҫе, #вӑрҫӑ, #этимологи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем