Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Анатолий Кибеч: «Пурне те килӗшме официант мар»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.06.2020 19:29 | 1733 хут пӑхнӑ
Персона

«Икӗ чӑваш юратӑвӗнче пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа пуласлӑх. Тепӗр халӑх ывӑл-хӗрӗпе пӗрлешсен чӑваш ҫухалса каять», — тесе шухӑшлать чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч. Тата вӑл халӑхӑмӑра «таса, ӑслӑ» тет.

Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Анатолий Кибеч ҫинчен Лидия Филиппова кӑларнӑ «Анатолий Кибеч. Душа и разум» кӗнекене тӳрӗ эфирта хӑтлама май туса пачӗ. Унта вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева, Ара Мишши ҫыравҫӑ, ҫавӑн пекех Анатолий Кибеч тата Лидия Филиппова хутшӑнчӗҫ.

Шурсухал-ҫыравҫӑпа тӗрлӗ темӑна хускатрӗҫ.

«Эп Кибече вуламан-ха, анчах вӑл мана темшӗн килӗшмест тенине илтетӗп. Килӗшме пултараймастӑп эп пурне те», — терӗ Анатолий Ильич. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурне те килӗшме официант мар, стюардесса та мар».

Ҫынна тавӑрмалла мар тесе шухӑшлать ҫыравҫӑ тата философ. «Тавӑру ҫулӗ ҫине тӑтӑн пулсан икӗ тупӑк хатӗрле. Хӑвна тата тӑшманна валли», — тет вӑл.

Ҫӗнӗ кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче 1000 экземплярпа кӑларнӑ.

#хӑтлавсем, #кӗнекесем, #чӑвашлӑх, #вулавӑшсем, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Якрут // 1774.01.5316
2020.06.10 23:09
Анатоли Кипеч, ЛидиВаннă Филиппова, Ара Мишши... Çаксем-и ĕнтĕ халĕ чăваш литературин шайĕ? Совет самани пулнă пулсан, вĕсене литература карти çывăхне те яман пулнă пулĕччĕç мар-ши?
efim // 4062.15.4256
2020.06.13 12:39
Ҫынсене кашни сӑлтавра ситуацире пӑхмалла. Ку тӗнчене проблемӑсӑр чунсем килмеҫҫӗ. Ҫыннӑн мар, унӑн хӑш пӗр чух мӗн тунине пӑхмалла теҫҫӗ
вулакан // 3747.69.9327
2020.06.13 17:13
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
вулакан // 3747.69.9327
2020.06.14 07:58
Автор пирки мар.кенеки пирки калани аван пуль

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем