Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра шыва кӗмелли вӑхӑт пуҫланман. Тӗрӗссипе, пляжсене официаллӑ майпа уҫман. Апла пулин те пляжсене шыва кӗме хатӗрлеҫҫӗ.
Ӗнерхи кун тӗлне илсен Чӑваш Ен Гражданла хӳтӗлев ӗҫӗсен тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн шыравпа ҫӑлав служби республикӑри 13 пляжа хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӗсем – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Етӗрнере, Улатӑрта тата Улатӑр районӗнче.
Пӗлтӗр ялсенче шыва кӗме 108 вырӑн хатӗрленӗ. Кӑҫал вӗсене 68 пӗвепе кӳлӗ тата юханшывсем хӗрринче хатӗрлӗҫ.
Шел те, путакансем халех пур. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Йӗпреҫ районӗнчи 63-ри арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ялти пӗвере пулӑ тытнӑ чух шыва кӗме шухӑшлани инкекпе вӗҫленнӗ. Атӑлта вара 15-ри ача путса вилнӗ.