Паян 17 сехет те 40 минутра Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари «Терминал» базӑна хирӗҫ пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ сигналсем ҫутнӑ васкавлӑ медпулӑшу машини пӑрӑнма пуҫланӑ, ун ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Вӑл Кӳкеҫ енчен килнӗ, светофор симӗс ҫутӑ чухне пынӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини аяк ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ те «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Аварире 4 ҫын аманнӑ: «Шевроле» пассажирки, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ тата икӗ медик. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен суранӗсем йывӑрах мар. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машининче пациент пулман. Тухтӑрсем шӑпах ун патне кайма тухнӑ пулнӑ.