Ҫӗртме уйӑхӗ шӑрӑхах пулмарӗ. Ку уйӑх еплерех пулӗ-ши? Синоптиксем мӗн пӗлтернине тишкерер.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче ҫумӑр нормӑран сахал ҫӑвӗ. Ҫитес кунсенчех Чӑваш Енре 30 градус шӑрӑх хуҫаланма тытӑнӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш декадинче те шӑрӑх пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра та хӗвел хӗртсе пӑхӗ. Апла уйӑхӗпех шӑрӑх пулӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, хушӑран термометр 35 градусран та ытларах кӑтартма пултарӗ.
Ҫапах кашни кунах шӑрӑхра нушаланма тивмӗ. Кӑштах уҫӑрах кунсем те пулӗҫ паллах.