Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Культура: Ҫыравҫӑ тӑван чӗлхене хӳтӗленӗшӗн айӑпа кӗнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 07.07.2020 17:49 | 1715 хут пӑхнӑ
Культура
Семен Ислюковпа Ҫемен Элкер
Семен Ислюковпа Ҫемен Элкер

Семён Матвеевич Ислюков вӑтӑр ҫул ытла Автономиллӗ Чӑваш Республикине КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Верховнӑй Совет Президиумӗн председателӗ тата премьер-министр пулса ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра халӑх хуҫалӑхӗ хӑвӑрт аталанса пынӑ. Республикӑра электротехника предприятийӗсем, пир-авӑр комбиначӗ, хими завочӗсем ӳссе ларнӑ. Вӑл сӗннипе РСФСР Министрсен Совечӗ Чӑваш АССРӗн халӑх хуҫалӑхне малалла аталантарас енӗпе Постановлени кӑларнӑ. Шупашкарта университет уҫас тесе те вӑл Мускава татӑш чупнӑ иккен. Ҫак пысӑк ӗҫсем ӑна мухтава кӑларнӑ.

Анчах… Ислюков влаҫра ларнӑ чухне начар ӗҫсем те пулкаланӑ. Ҫав ӗҫсене ертӳҫӗ хӑй йӗркелесе ертсе пынӑ. Сӑмахран, ҫак пуҫлӑх пуҫарнипех чӑваш чӗлхине хисепрен кӑларас тесе те «вирлӗ» ӗҫленӗ.

Паллах, ҫӳлтисем «халӑх ыйтнипе» каҫӑхса кайсах тӑван чӑлхене пусарнипе пурте килӗшмен. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Васильевич Элкер. Вӑл хӑйне кнеҫ пек туякан ертӳҫӗрен ҫак пӳтсӗр политикӑна улӑштарма ыйтса ӳкӗтленӗ. Анчах Ислюков ӑна ӑнланасшӑн пулман, обкома чӗнсе «ӑшши» панӑ анчах мар, ватӑ ҫыравҫӑн сӑвви-калавӗсене хаҫат-журналта кӑларма чарнӑ, тӗрлӗ пленумсенче ӑна политика тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ ҫын тесе те айапланӑ. «Юлташла ҫырнӑ ҫырушӑнах Эсир кун пек тавӑрнине ӗненес те килмест, – пӑшӑрханса пӗлтернӗ ертӳҫе Элкер. – Мӗн калас, ку 1937 – 1938 ҫулсен сӗрӗмӗ каялла тавӑрӑннӑ пекех. Ҫав тапхӑрта ҫыравҫӑсенчен Чалтун, Иван Мучи тата эпӗ кӑна темле майпа хӑтӑлса юлма пултартӑмӑр».

Элкер сӑмахӗ паян ларса ҫырнӑ пекех туйӑнать. Ун чухне хускатнӑ ыйтусем халь те кӗл айӗнчи кӑвар пек тӗлкӗшсе выртаҫҫӗ.

С.В. Элкер ҫырӑвӗсем поэтӑн килти архивӗнче тупӑннӑ пулнӑ. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов «Хурапа шурӑ» кӗнекере пичетленӗ. Кун пирки «Московский комсомолец» в Чебоксарах» хаҫат республика аваллӑхне уҫса панӑ май каласа панӑ.

#МИХсем, #истори, #культура, #пултарулӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4035.77.1936
2020.07.07 18:00
Agabazar
Ислюков, — малашне татах та ĕçлес шучĕ пулсан, — урăхла тума пултарайман.

Малалла ĕçлес шучĕ вара унăн пулнах.
Ялтан // 1969.96.9614
2020.07.09 08:19
Карьерист пулнă вăл, çакна Элкер хăйĕн çырăвĕнче аван кăтартса панă. Хăй вăхăтенче писательсен съездĕнче ăна Урташ вирлĕ хак панă: "Кам вăл Ислюков? Вăл вилсен пĕр купа пăх юлать, эпĕ вилсен таватă кĕнеке юлать..."

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем