Шупашкар районӗнче арӑмӗпе упӑшки ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Пӑтӑрмах вырсарникун каҫхине 20 сехет те 50 минутра «Вятка» ҫул ҫинче пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар енчен каякан «ВАЗ-2115» автомашина Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси енне пӑрӑнма тӑнӑ. Ҫавӑнта транспорт хирӗҫ пыракан «BMW» машинӑна ҫул паман имӗш. Инкекре водитель тата 51 ҫулти хӗрарӑм васкавлӑ пулӑшу бригади пырса ҫитиччен вилнӗ. Вӗсем упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ, Шупашкар районӗнче пурӑннӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи 29 ҫулти водитель (вӑл – Патӑрьел районӗн ҫынни) аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна маларах административлӑ майпа 18 хутчен явап тыттарнӑ.