Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Укҫа ыйтакана тупса палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.07.2020 09:35 | 1468 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
grad-product.ru сӑнӳкерчӗкӗ
grad-product.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 20 ҫулти хӗртен палламан ҫын укҫа ыйтма тытӑннӑ. Каччӑ пикен тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи страницине кӗме май тупнӑ. Унта хӗрӗн сӑнӳкерчӗкӗсене асӑрханӑ. Ҫавсене тӗнче тетелӗнче сарассипе хӑратса 10 пин тенкӗ тапӑннӑ.

Пӑтӑрмах пирки пике йӗрке хуралҫисене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Пакунлисем тӑрӑшни сая кайман. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗнчен укҫа тапӑнакан ҫынна тупса палӑртнӑ. Сӗмсӗрскер Краснодар тӑрӑхӗнче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ ытти ҫынран та ҫавӑн пек мелпе укҫа тапӑнманнине те тӗрӗслӗҫ.

Халӗ ку ӗҫе Краснодар тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчӗҫ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #Краснодар, #ҫамрӑксем, #укҫа-тенкӗ, #пӑтӑрмахсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 2306.60.4724
2020.07.15 11:27
Тусӑмсем!
Лайӑх, тӑрӑшса ӗҫлетӗр, тав сире!
Анчах чӑвашла ҫырнӑ чух ЧӐВАШЛА ҫырӑр-ха!!!
Валери Туркай.
Базиль Кириллов // 1406.72.2805
2020.07.15 11:47
Çакна (заголовокне) тарласа вуласан та ăнланма май çук.
Agabazar // 4000.91.1818
2020.07.15 12:31
Agabazar
Укçа илме тапăннă.
Agabazar // 4000.91.1818
2020.07.15 14:48
Agabazar
Çарамас хĕр.
Agabazar // 4000.91.1818
2020.07.15 14:49
Agabazar
Çарамас хĕре укçа илме тапăннă.
Agabazar // 3132.83.5776
2020.07.16 14:19
Agabazar
Укçа кама тапăннă?
Agabazar // 3132.83.5776
2020.07.16 14:19
Agabazar
Укçа кама тапăннă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем