Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: «Черчен чунлӑ чечен» Галина Изратовӑна халалланӑ фильм кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.07.2020 20:32 | 1844 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Паян «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) ирхи 9 сехет те 30 минутра Галина Изратова ӳнерҫӗне халалланӑ фильм эфира тухнӑ.

«Илемлӗ ҫынччӗ Галя. Черчен чунлӑ чечен хӗрарӑмччӗ. Унӑн тӑмран, кӗҫҫерен, пусмаран ӑсталанà кӗлеткисем ытла та селӗмччӗ – чӗм вӗрсе кӗртетчӗ тейӗн вӗсене маҫтӑр...», – тесе ҫырнӑ Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, сценарист.

«Халӑх хӗрӗ» ярӑмри фильма пӑхма сӗнетӗп. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Галина Изратова ӳнерҫӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 3 ҫул ҫитнине асӑнса хатӗрлес терӗм», – пӗлтернӗ чӑваш тӗнчинчи пултаруллӑ та кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллаштаракан тележурналист.

Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавалта ҫуралнӑ. Галинӑн аппӑшӗ Татьяна Шаркова та – ӳнерҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Галина Васильевна хӑйӗн пуканийӗсене тӑмран, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, йывӑҫран тунӑ. Вӗсем чунлӑ-юнлӑ тейӗн пулса тухнӑ. Ӑста пурнӑҫран йывӑр чире пула уйрӑлнӑ.

#ӑстасем, #чӑвашлӑх, #телекурав, #МИХсем, #культура, #ӳнер, #астӑвӑм, #художниксем, #Елчӗк районӗ, #Кавал

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем