Шупашкарта пакунлисенчен хӗрарӑм-сутуҫӑ пулӑшу ыйтнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ ҫурчӗсен пӗринче ӗҫлекенскер каланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗр арҫын тавар туяннӑ. Сӑмах май тенӗ пек вӑл сутуҫӑна хӑйӗн вак укҫине пысӑкрах купюрӑсемпе ылмаштарса пама ыйтнӑ. Пурӗ 25 пин тенкӗ. Арҫыннӑн 100 тата 500 тенкӗлӗххисем пулнӑ. Хӗрарӑм укҫана шутланӑ чух 500 тенкӗ ҫитменнине палӑртнӑ.
Арҫын пачкӑна илсе ҫӗнӗрен шутланӑ. Унтан вӑл укҫа хушнине хӗрарӑм курнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах пачкӑра 14 пин тенкӗ ҫитмен. Шел пулин те, укҫана сутуҫӑ арҫын кайсан ҫеҫ тепӗр хутчен шутласа пӑхнӑ.
Хӗрарӑма улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫын видеокамера объективне лекнӗ. Ӑна паллакансене 8-906-133-82-07 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.