Ӗнер республикӑра ҫанталӑк тӗлӗшӗнчен лӑпках пулчӗ-ха. Анчах хӑш-пӗр тӑрӑхра пӑр ҫунӑ иккен.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче 11 сехетре ҫумӑр ҫума пуҫланӑ. Кӑштахран ҫил те вӑйланнӑ. Унччен те пулман – пар ӳкме тытӑннӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӑр 20 минута яхӑн ҫунӑ. Вӑйлах ҫунӑран ҫынсен панулми те тӑкӑнма пуҫланӑ.