Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗ пирки ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.07.2020 17:28 | 2679 хут пӑхнӑ
Культура
Андрей Чэнӑн ҫӗнӗ кӗнеки
Андрей Чэнӑн ҫӗнӗ кӗнеки

Андрей Чэн ҫыравҫӑ вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑларчӗ — вӑл «Пӑлхар ҫар ҫынни». Кӗнекери ӗҫсем Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче пулсан иртеҫҫӗ, ӑна историллӗ-приключениллӗ жанрпа хайланӑ. Вулакансем 13 ӗмӗрти пӑлхар-чӑвашсем тутар-монголсене хирӗҫ епле кӗрешнипе паллашӗҫ.

Икӗ пайран тӑракан (пӗри «Пӑлхар ҫар ҫынни» ятлӑ, тепри — «Шурӑ ҫар ҫынни») 100 страницӑллӑ кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра пин экземплярпа ҫапӑнса тухнӑ.

Туянас кӑмӑл пур пулсан лавккасенче ӑна 100 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Электронлӑ версине туянас кӑмӑл пур пулсан автор ӑна 300 тенкӗпе сутать, сирӗн унпа Andrey_Chen2020@mail.ru адреспа ҫыхӑнмалла. Кӗнекене почта урлӑ та ҫырӑнса илме май пур. Почта тӑкакӗсемпе унӑн хакӗ 250 тенке ларӗ.

#культура, #истори, #кӗнекесем, #Атӑлҫи Пӑлхар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пĕри // 1509.91.9782
2020.08.01 11:01
Проза кĕнеки-и ку, сăвăлла темскер-и е драма? Ним те паллă мар хыпара вуласан. Пĕлмен япалана мĕнле туянас?
2020.08.01 15:41
Аçтахар Плотников
Проза кӗнеки
Andreu // 4062.15.4256
2020.08.02 18:40
Эп кашни ҫын пулнӑ историе тата пулкан историе кунӗн-ҫӗрӗн, эрне-ҫулра, кашни минутра улмаштарса тӑнине ӑнланнипе ҫак проза кӗнекине ҫеҫ вулаттӑмччӗ. Урӑх ним те кирлӗ мар
Agabazar // 1421.39.8861
2020.10.04 23:34
Agabazar
Ашмарина вулăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем