Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Культура: Этнофутуристпа паллашни

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 24.07.2020 12:00 | 1487 хут пӑхнӑ
Культура
«Этно – Я – Funurum» кӗнеке хуплашки
«Этно – Я – Funurum» кӗнеке хуплашки

Георгий Фомиряков ӳнерҫӗн пултарулӑх меслечӗ хӑйне евӗрлӗ аталанса вӑй илнӗ. Ҫакна Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче пичетленсе тухнӑ «Этно – Я – Funurum» кӗнеке-альбом аван ҫирӗплетсе парать. Асӑннӑ издание тивӗҫлӗ хак парса Атнер Хузангай чӗлхеҫӗ тата литературовед «Литературная Россия» хаҫатра (28 №) «Этнофутуризм как образ жизни» пысӑк статья пичетлесе кӑларнӑ.

Георгий Фомиряков иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче хӑюллӑн сас панӑ. Вӑл пуҫарнипе ӳнерҫӗсен «Саркиль» пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗ. Ҫав тапхӑрти картинӑсенче вӑл нацилӗхпе интернацилӗх пирки хӗрсе «калаҫать», импрессионистсем евӗрлӗ тӗссене вӑйлатса кӑтартма пӑхать, чӑваш тӗрринчи пек кӗтессем ҫине куҫса кайса философи шырать, ялан малтан та мала йыхӑракан вӑхӑта чарса хӑй чӗрин сассине итлеме хӑнӑхать. Атнер Хусанкай шучӗпе, Фомиряков пултарулӑхӗнче «рунӑпа алфавит» тапхӑрӗ те пулнӑ. 2017 ҫулта кӑтартнӑ куравра вӑл этнофутурист пек «пиҫсе» ҫитни палӑрнӑ.

Статьяна вӗҫленӗ май автор ҫакна палӑртса хӑварать: «Ӳнерҫӗ ним хыпаланмасӑр вӗҫӗм малалла туртӑнать. Вӑл пӗлтерӗшлӗ картинӑсем ӳкересшӗн, шухӑша анлӑн ҫавӑрса ярса пысӑк стильпе ӗҫлеме пултарать. Апла пулсан ӑнӑҫу унпа юнашар ҫӳрет…»

#кӗнекесем, #культура, #хаклавсем, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем