Шупашкар хулинчи «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ҫул хута ярасшӑн. Вӗсене кӑҫалхи виҫҫӗмӗш квартал вӗҫлениччен уҫма палӑртаҫҫӗ. Ку хыпара Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
Сити-менеджер хыпарланӑ тӑрӑх, ҫула тӑваканӗсем — икӗ подряд организацийӗ: «Дорожно-строительная компания № 1» (чӑв. 1-мӗш номерлӗ ҫурт-йӗрпе строительство компанийӗ) тата «Дорстройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем. Ӗҫе вӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчи шыв шайӗ хӑпарнине пула проект документацине хӑш-пӗр улшӑну кӗртме тивнӗ-ха.
Ҫулсем икӗ полосаллӑ пулӗҫ, тротуарсем те тӑвӗҫ, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарӗҫ.