Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри ҫулшӑн ятланӑ.
531 метр тӑршшӗ ҫула юсама 8 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ объектра пулнӑ. Вӑл подряд организацине асфальта начар хунӑшӑн ӳпкеленӗ. Министра ним те килӗшмен: тикӗс марри те, асфальт хулӑнӑшӗ. Подряд организацийӗн кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Шӑнкӑртамри Уй урамӗ пирки пырать. Ҫула «Комплексное развитие сельских территорий» (чӑв. Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси ҫинчен) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Контракта «Стройкомфорт» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ.