Ҫулла чӳречесенчен ачасем тухса ӳкни – хӑрушӑ пулӑм. Кӑҫал 22 ача ҫапла майпа шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен 3-шӗ вилнӗ, иккӗшӗ суранланнӑ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин травматалогипе ортопеди уйрӑмӗн заведующийӗ Игорь Ластухин каланӑ тӑрӑх, пысӑках мар ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ачасен ҫеҫ чӗрӗ юлас шанчӑк ытларах. 7-9-мӗш хутсенчен ӳкекенсем вилеҫҫӗ.
Ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳкни аслисен тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑннӑ. Нумайӑшӗ кантӑк ҫине блокировка лартмасть. Халӗ асӑннӑ уйрӑмра икӗ ача выртать: пӗри – иккӗмӗш, тепри тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗ.