Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари ыйтӑвӗсемпе тата эпидемие хирӗҫ ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Кизилов ертсе пынӑ. Ларӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакансенчен 60 процентран кая мар йышне грипран прививка тума палӑртнӑ. Чир хӑвӑрт ерес хӑрушлӑх пур ҫынсене илсен вакцинаци кӑтартӑвӗ 75 процентран кая мар пулмалла.
Эпидемиологи тапхӑрӗнче тухтӑрсен пульницӑри амбулатори тата стационар уйрӑмӗсенче ҫеҫ мар, ҫынсем патне киле ҫитсе те пулӑшмалла. Вируса хирӗҫ препаратсене те пульницӑсен ҫителӗклӗ хатӗрлесе хумалла. Хушма койка фончӗ уҫма та хатӗр тӑмалла.