Шупашкарта ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшенче, ҫиччӗри ача балконтан ӳксе вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана аслисем килте пӗччен хӑварна. Хӗрача чӳречине кантӑк лартнӑ балконтан ӳкнӗ. Тӑваттӑмӗш хутран персе аннӑскерӗн пурнӑҫӗ самантрах татӑлнӑ.
Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсемпе криминалистсем ҫитнӗ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем инкек вырӑнне пӑхса ҫаврӑннӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗчӗк ачасене килте пӗччен хӑвармалла марри пирки аса илтерет.