Тунтикун пирӗн Элтепӗр Михаил Игнатьев Австри элчипе Клестиль-Лёффлерпа тӗл пулнӑ. Калаҫура вӗсем тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ — Австри пирӗн респуликӑна мӗнле пулӑшма пултарасси пирки, Чӑваш Ен инҫетри ҫӗршыва мӗнпе илӗртме пултарасси пирки. Чӑвашра кӑларакан продукцие Австри ҫӗршывне кӑларма пулашасси ҫинчен тата республикӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннисӗр пуҫне пирӗн Элтепӗр республика ҫӗрӗсене Австри фермерӗсене 49 ҫуллӑха тара пама сӗнни те пулнӑ.
Ку пирӗн вӑхӑт пулӑмӗ-ши е пуҫлӑхсен айванлӑхӗ-ши? Ӗмӗр-ӗмер хушши, пин-пин ҫул хушшинче ҫӗр ӗҫне юратса ҫитӗннӗ халӑх чӑнах та ҫӗр ҫинче ӗҫлеме маннӑ-ши? Шупашкар тӑрӑхри фермӑсене сӗт сӑвакансене инҫетри Елчӗк районӗсенчен йыхӑрни пирки сас-хура тахҫанах ҫӳретччӗ-ха, халӗ вара ял хуҫалӑхри йывӑрлӑхсем чӑн пулни Австри элчи таранах ҫитнӗ курӑнать.
Тен, Австри фермерӗсене чӗнсе аппаланас вырӑнне республикӑраи арканнӑ колхоз-совхозсене чӗртме тытӑнмалла? Вара ял халахӗ те Мускава ҫӳреме пӑрахӗ, ялсем те ача сассипе тулма пуҫлӗҫ? Ку тӗлӗшпе чӑн та ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесен нивушлӗ чӑваш халӑхӗ ҫӗр ҫине таврӑнмӗ?