Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫул ҫинче арҫынна машина ҫапса хӑварни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: водитель ҫынна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина шурӑ тӗслӗ «Лада Гранта» пулма пултарнӑ.
Водителе тытса чарнӑ. «Лада Грантӑна» Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялта тупнӑ. Машина ҫинче юн йӗрӗ пулнӑ, бампер ҫӗмӗрӗлнӗ. Водителӗ – 50 ҫулти арҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер. Йӗрке хуралҫисем машинӑна тупнӑ хыҫҫӑн вӑл полицие хӑйех пынӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ та паллӑ: унччен вӑл ҫул-йӗр ҫинчи аваришӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ.