Чӑваш Енре тума пуҫланӑ 7 инфраструктура объектне кӑҫал вӗҫлеймесен те пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Вӗҫлеймен объектсен шутӗнче — икӗ ача пахчи, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫурчӗ, Пӑрачкавра хума пуҫланӑ шыв пӑрӑхӗ, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче ҫумӑр шывне тасатма тӑвакан сооружени, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ пайӗнчен пуҫласа Чантӑр патне каякан шыв пӑрӑхӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри шкул тата ун патне пыракан ҫул.
Ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайнин сӑлтавӗ, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа смета документацине йӗркеллӗ хатӗрлеменни. Хӑш-пӗр объекта туса пӗтерме хушма укҫа кирлӗ, тепӗр ҫӗрте суд урлӑ татса памалли самантсем те пур.