Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Авалхи Атӑл Вӑрттӑнлӑхӗ» фильм премьерине йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 16.04.2021 15:20 | 1954 хут пӑхнӑ
Культура

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон докуменчӗсен архивӗ Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Чӑвашкино» патшалӑх киностуди саккасӗпе хатӗрленӗ Юрий Юман режжисёрӗн «Тайна Дрейней Волги» (чӑв. «Авалхи Атӑл вӑрттӑнлӑхӗ») илемлӗ фильмӑн премьерине курма йыхравлаҫҫӗ. Сценарине ҫыракансем: Юрий Щербаковпа Евгений Соколовский.

Авалхи Атӑл ыр-усала сахал мар курнӑ…

Фильмра XV ӗмӗр варринчи тапхӑра сӑнланӑ, юхӑнса та ҫаралса юлнӑ атӑлҫи пӑлхарсен ҫӗрӗ мирлӗ те ырӑ пурнӑҫ пирки ӗмӗтленет. Пӑлхарсен ертӳҫисем, Шӑптакпа Хусанпай, ӗлӗкхи мӑнаҫлӑ Аслӑ Пӑлхар Патшалӑхне ҫӗклентерес шухӑшпа Ылтӑн Уртан шанчӑкран тухнӑ Улу-Мухамед хан ҫарӗнчен пулӑшу тупать. Анчах, ҫамрӑк Махмутек чингизидӑн, хан ывӑлӗн, амбицийӗсем ытла та пысӑк иккен, хӑй тӗллӗн ҫеҫ хуҫаланма май шыраса вӑл ултавлӑ ӗҫе пуҫӑнать.

Сценарипе ӗҫленӗ май фильм ӳкерекенсем чӑваш халӑхӗн историне нумай ҫул тӗпчекен опытлӑ экспертсене явӑҫтарнӑ. Курӑмлӑ сценӑсене, ҫав шутра ҫапӑҫу саманчӗсене те, ӳкернӗ чухне профессиллӗ актерсене явӑҫтарнӑ, компьютер графикипе усӑ курнӑ.

Фильма 12 ҫултан аслӑраххисем валли хатӗрленӗ.

Пурне те ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртекен премьерӑна йыхравлаҫҫӗ.

Кино кӑтартӑвӗ 15:00 пуҫланӗ. Билетсене кинотеатр кассинче сутаҫҫӗ.

#фильмсем, #премьерӑсем, #культура, #Атӑлҫи Пӑлхар, #истори, #Чӑвашкино

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1169.52.1402
2021.04.16 16:08
Agabazar
Ăçта Юрий (?) Щербаков, унта....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем