Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул строительстви валли ҫӗнӗ подрядчик шырани пирки пӗлтерӗччӗ. Унчченхи подрядчик, «Союзстроинвест», тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламан. Ҫӗнӗ порядчик тупӑннӑ. Вӑл – кӳршӗ регионта, Мари Элтен.
«Медведевская ПМК» организаци шкула 1 миллиард та 103 миллион та 106 пин те 400 тенкӗпе тӑвӗ. Сӑмах май, вӑл унччен те килӗшӳ условийӗсене пӑсна подрядчиксем хыҫҫӑн строительствӑна вӗҫленӗ. Сӑмах – «Университет» микрорайонти «Эврика» ача пахчи пирки. Пӗлтӗр вара унпа «Радужный» микрорайонта ача пахчи тума килӗшӳ ҫырнӑ.
«Садовый» микрорайонта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Вӑл республикӑри чи пысӑк шкул шутланӗ. Ӑна 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн валли туса пӗтермелле.